Хĕл сиввисем çывхараççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 31.10.2025, 10:58 Просмотров: 38

Вăрăран юлать те пушартан юлмасть, тенинче «хĕрлĕ автанăн» хăрушлăхне тяр уççăн кăтартнă. Вуншар, çĕршер çул ăруран ăрăва пухнă пурлăх самантрах кĕлленни кирек камшăн та чăтма çук йывăр хуйхă пулни каламасăрах паллă. Çакна ăнлансан сыхлану та тивĕçлĕ шайра пулмалла. Анчах... Пирĕн муниципалитет округĕнче тухакан пушарсен сăлтавĕсене тишкерсен çынсем асăрханулăха малти вырăна хуни курăнмасть-ха – вут-кăвар тĕрлĕ объектра ирĕке кайни тĕл пулать.

«Пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен» Федераци саккунĕ тата ытти нормативлă актсем ыйтнипе округ территорийĕнче пушар хăрушсăрлăхĕпе лару-тăрăва малалла çирĕплетесси кун йĕркинчен самантлăха та тухманнине ăнланатпăр. Ăна округра пурăнакансем патне те вăхăтра çитерме тăрăшатпăр. Çапла вара иртнĕ кунсенче округ администрацийĕн «Муркаш тăрăхĕнчи экономика объекчĕсемпе пурăнмалли çурт-йĕре 2025 – 2026 çулсенчи кĕрхи-хĕллехи тапхăрта вут-кăвартан хÿтĕлемелли мерăсем çинчен» йышăнăвĕ ĕçлеме пуçларĕ. 2025 çулăн 10 уйăхĕ хыçа юлнă май çак вăхăтра округ территорийĕнче тухнă пушарсене те пĕтĕмлетме пулать. Тĕрлĕрен асăрханусăрлăха пула Муркаш енре пĕлтĕр октябрĕн 31-мĕшĕ тĕлне 43 пушар алхаснăччĕ пулсан, кăçал çак хушăра 35 инкек пулчĕ. Çулăмра 5 миллиона яхăн тенкĕлĕх пурлăх кĕлленнипе пĕрлех 1 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ, 1 çын пиçсе кайнипе больницăна лекрĕ. (Пĕлтĕр – 2 тата 1). Çак пĕтĕмлетÿ ирĕке кайнă «хĕрлĕ автан» хăрушлăхне кашни çыннах туллин кăтартать тесе шутлатăп. Пушар хăрушсăрлăх правилисене çын куççулĕпе çырнă пулсан та, пирĕн хушăмăрта вĕсене пăхăнассине иккĕмĕш вырăна хăваракансем те пур-ха. Кайран вара чавса çывăх та çыртма çук. Сивĕ те çумăрлă кунсем çитнĕ май пушар сăлтавĕ нумай чух кăмакана ытлашши вĕри хутса лартнипе никĕсленет. Кăçал округ территорийĕнче кăмакана пула вăй илнĕ 7 пушар пулчĕ. Вĕсенче пĕр çын пурнăçĕ татăлчĕ тата пĕр çын пиçсе кайрĕ. Хĕле кĕнĕ май кăмакасемпе усă курасси ÿсет. Çавăнпа та çак кунсенче килти хушма хуçалăхра кăмакапа усă куракансен вĕсен тата мăрьесен юсавлăхне тепĕр хут тĕрĕслесе тухмалла. Пушар хăрушсăрлăхĕн çирĕплетнĕ правилисемпе килĕшÿллĕн округра çулленех экономика объекчĕсене, энергетика системисене, пурăнмалли çурт-йĕре кĕркуннехи тата хĕллехи тапхăрта вут-кăвартан хÿтĕлессипе нумай ĕç туса ирттеретпĕр. Кунта чи малтанах пушар профилактики тĕп вырăнта тăрать. Округра пушар тухаслăхпа тата вăл кÿрекен тăкакпа лару-тăру çивĕч пулнăран кĕрхи-хĕллехи тапхăрта харпăр хăйĕн пурлăхне вут-кăвартан хÿтĕлесси кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ ĕç пулса тăмалла. Пушар хăрушлăхлĕ пысăк тапхăр – çу кунĕсем – хыçа юлчĕç темелле. Анчах çапла пĕтĕмлетни пушар тухаслăх лару-тăрăвĕ çине çиелтен пăхни çеç пулать. Пушарсем тухнине тăтăшах тишкерсе пыни çакна кăтартать: кĕркуннехи тата хĕллехи тапхăр çитнĕ май пурăнмалли пÿрт-çурта ăшăтмалли приборсемпе-агрегатсемпе, çут çанталăк газĕпе усă курса ăшăтма пуçланăран вĕсенчен пушар тухасси çулсерен самай ÿсет. Иртнĕ кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта (сентябрь – март уйăхĕсем) Муркаш енре 27 пушар пулни те çавнах çирĕплетет. Кĕрпе хĕл – сивĕ тапхăр. Çавна май çынсем кил-çуртсене хутса ăшăтма пуçларĕç. Çак вăхăт çитнĕ май ял çыннисен кăмакасем çине тимлĕрех пăхмалла, электрохуçалăха, ăшă паракан установкăсене, газ плитисемпе кăмакисене шартлама сивĕсем çитиччен тĕплĕ пăхса тухса хакламалла, вырăнсене пушар сÿнтермелли пирвайхи хатĕрсемпе комплектламалла, территори пайĕсен хĕл сиввисенче пушар машинисем шыв илме пултарма юхан шывсемпе пĕвесем патне чăрмавсăр пырассине йĕркелемелле. Территори пайĕсенче ĕçлекенсен ял старостисемпе пĕрле пулса ялсенчи ăнăçлă мар, нумай ачаллă çемьесене, эрех-сăрапа туслă çынсене, пĕччен пурăнакан ватăсемпе инвалидсене шута илмелле. Вырăнсенчи пушар хăрушсăрлăхĕшĕн яваплă çынсен шăпах çавсен кил-çурчĕсенче пушар хăрушсăрлăх правилисене епле пăхăннине тĕрĕслесе тухни ытлашши пулмĕ. Астăвăр! Ирĕке кайнă вут-çулăм пуриншĕн те хăрушлăх кăларса тăратать. Ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе ытти формăллă ял хуçалăх предприятийĕсем хăйсен тытăмĕнчи ведомствăлла пушар хуралĕсене яланах çула тухма хатĕр тытни те инкексене вăхăтра çăварлăхлас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕллевпе çил-тăманлă хĕл кунĕсенче территори пайĕсенче, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче бульдозеристсене дежурствăна тăратассине йĕркелени те ытлашши пулмĕ тетĕп. Вут хутакансемпе газ котельнăйĕсен операторĕсен çумра пушар хăрушсăрлăхне вĕрентнĕ квалификаци удостоверенийĕсем пулмалла. Хальлĕхе шартлама сивĕсем курăнсах каймаççĕ пулсан та, майĕпен черетлĕ хĕл тапхăрне паянах хатĕрленмелле. Вăл пирĕнтен кашнинченех пысăк тимлĕх ыйтать. Ăна эпир пурсăмăр та ăнланса илсен çеç сивĕ хĕл кунĕсем хăрушă кăвайт умĕнче иртмĕç. Çавăнпа та кĕрхи-хĕллехи тапхăрта асăрханулăха пурин те ÿстермелле.

Иван ИВАНОВ, муниципалитет округĕнчи патшалăх пушар надзор уйрăмĕн аслă инспекторĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6