«Малашлăхпа пурăнакан пĕр вырăнта тăмасть»

Категория: Общество Опубликовано: 31.10.2025, 10:45 Просмотров: 58

Çапла пĕтĕмлетрĕ пирĕн округри ĕçлĕ çул çÿревне Чăваш Республикин патшалăх техника надзорĕн инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев.

Ытти çĕрти пекех, ял хуçалăхĕнче те паян техника тĕп пĕлтерĕшлĕ. Апла пулсан ăна упрасси, унпа тухăçлă усă курасси, хаклă техникăн ĕмĕрне тăсасси – хресченшĕн тĕп ыйтусенчен пĕри. Иртнĕ эрнере Владимир Павловичпа пĕрле патшалăх техника надзор инспекцийĕн Муркаш енри инспекторĕ Сергей Николаев тата муниципалитет округ администрациĕн ял хуçалăхпе экологи пайĕн ертÿçи Татьяна Павлова хамăр тăрăхри пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çу каçа тата кĕркунне уй-хирте тăрăшнă техникăна хĕллехи управа лартассипе епле ĕçленипе паллашма вырăнсене тухрĕç. Каламалла, ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ техникăна управа лартассипе çанă тавăрса ĕçленисем те, ку ĕç çине алă сулнисем те алă тупанĕ çинчи пек ума тухрĕç. Ял хуçалăхĕнче паян техника пĕлтерĕшĕ – тĕп вырăнта. Апла пулсан ăна упрасси, унпа перекетлĕ те тухăçлă усă курасси, хаклă техникăн ĕмĕрне тăсасси çĕр ĕçченĕшĕн тĕп вырăнта пулмалла. Çакна хак пама иртнĕ эрнере тĕрĕслев ушкăнĕ тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ ял хуçалăх предприятийĕсене çитрĕ. Хĕл сиввисем умĕнхи тĕрĕслев серепине ку хутĕнче округри нумай хуçалăх çакланчĕ. Паянхи калаçура ĕçре уйрăмах тăрăшуллисем çинче тĕплĕнрех чарăнса тăрас килет. Вĕсен ĕçĕ малашлăхра ыттисемшĕн тĕслĕх пуласса шантарать. Паянхи фоторепортаж та техникăна упрасси çине алă сулнисемшĕн ырă асăрхаттару пултăр. Çакă вĕсене те мал туртăмлă ĕçлеме хавхалантарасса шанас килет.

Техника тимлĕх ыйтать

– Республикăра çу каçа хирте ĕçленĕ ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартассипе ĕçсем массăллă пыраççĕ. Нумай пĕрлешÿллĕ кооперативпа хресчен (фермер) хуçалăхĕнче ăна «шурă шăнасем» курăнма пуçличчен вĕçлеме тăрăшаççĕ. Ыранхи кунпа пурăнакан çак тĕллевлĕ пулнине ăнланма пулать, мĕншĕн тесен çур акире те çав техникăпах ĕçлемелле пулать. Техникăна тирпейлĕ управа лартни çурхи ĕçсен пахалăхĕ çине ырă витĕм кÿрет. Ял хуçалăх техникине ГОСТпа килĕшÿллĕн упрани – çитес сезонри ăнăçлă ĕç никĕсĕ, – палăртрĕ Суворов яч. хис. хуçалăхри управра ларакан техника умĕпе иртнĕ май В. Димитриев. Асăннă хуçалăх юлашки çулсенче уй-хир ĕçне çĕнĕ техника явăçтарассипе те, тухăç илессипе те, производствăна аталантарассипе те çирĕппĕн аталанать, ыттисемшĕн тĕслĕхре тăрать. Ĕçсене вăхăтра та пахалăхлă пурнăçлама хуçалăх вырăнти машинăпа трактор паркне çĕнетсех пырать. Кăçал çеç хуçалăх хăватлă икĕ трактор, кăкарса ĕçлемелли икĕ дискатор тата ытти техникăна 50 млн ытла тенкĕлĕх туянни маларах каланине çирĕплетет. Çакна валли кооператив республика субсидийĕпе анлă усă курнă. Ку çулпа малалла ĕçлеме пĕрлешÿллĕ хуçалăх ертÿçипе инженери службин умри тĕллевĕсем пысăк. Хирте ĕçлекен техникăна упрасси çине кооператив кăçал та, унчченхи çулсенчи пекех, пысăк тимлĕх уйăрнă. «Хир карапĕсене», тракторсемпе прицепсене, ака агрегачĕсене, сÿресемпе сухапуçсене, культиваторсене, курăк çулмалли тата ытти агрегата çуса тасатса, сăрласа-çулласа, юр-çумăртан хÿтĕлесе, пĕтĕмпех ятарлă ангарсене вырнаçтарнă. Çапла вара техникăна хĕллехи управа лартас ĕçе анаткассисем Пукравччен вĕçленĕ. Паянхи куна кооперативра хăй тĕллĕн çÿрекен 33 техника единици учетра тăрать. Кооператив ертÿçи Алексей Воробьев каланă тăрăх, вĕсенчен кашнин патнех юсавçăсемпе механизаторсен алли çитнĕ.

– Çулсерен хуçалăхсенче техника управĕ çине ытларах тимлĕх уйăрмалла. Юсавлă техника кăна ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама пулăшать. Кун пек чухне ял хуçалăх машинисемпе усă курас эффективлăхпа перекетлĕх ÿсеççĕ. Алăкран хĕл шакканă вăхăтра асăннă хуçалăхра хирте ĕçлемелли пĕтĕм техника асфальтлă, юр-çумăртан çивиттиллĕ ангарсенче вырăн тупни – техникăпа ĕçлесси çине асăннă хуçалăхра пысăк тимлĕх уйăрнине çирĕплетет, – терĕ кооперативри техника управĕпе кăмăллă пулнине пытармасăр Чăваш Республикин патшалăх техника надзорĕн инспекцийĕн пуçлăхĕ. Суворов яч. хис. кооперативри техника управĕпе паллашнă хыççăн тĕрĕслев ушкăнĕ кÿршĕ хуçалăха куçрĕ. Уйрăм сăмах – Игорь Скворцовăн Турайра вырнаçнă хресчен (фермер) хуçалăхĕ пирки. Кунта та кĕрхи ĕçсенчен кĕнĕ техникăна çуса тасатса управа вырнаçтарассипе юлашки ĕçсем пыратчĕç. «Механизаторсемпе юсавçăсем çуркуннеренпе кĕркуннеччен уй-хирте ĕçленĕ техникăна хĕллехи управа лартассипе юлашки ĕçсем пурнăçлаççĕ. Ку ыйтупа эпир çитес çулсенче татах тĕллевлĕрех тăрăшас ĕмĕт пур. Çĕнĕ техника туяниччен пуррине упрани самай перекетлĕ пулнине механизаторсем те ăнланса çитрĕç», – паллаштарчĕ юсавçăсем патĕнчен иртнĕ май фермер. Купăста касса кĕртнĕ тата ытти уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн кунта техникăна управа лартассипе тĕллевлĕ ĕçлени ырă шухăш-тĕллев çуратать. Вăтам калăпăшлă фермер хуçалăхĕнчи 7 единица ял хуçалăх техники çумне иртнĕ кунсенче ял хуçалăх культурисене вырнаçтарма тата тиесе ăсатма 1836 пин тенкĕ тăракан ятарлă погрузчик туяннă. Çапла вара хресчен (фермер) хуçалăхĕ çĕр ĕçĕн тухăçĕ çине шанса çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе пурăнни курăнать. Малашлăха пăхакан пус çумне пус хушма тăрăшать. Çак чăнлăх Чкалов яч. хис.,Е. Андреев яч. хис. хуçалăхсенче те айккинче юлмарĕ. Исетерккĕсемпе апашсем те, муркашсем те уй-хир ĕçĕсене хутшăннă техникăна нумай вăхăта управа лартас ĕçе вĕçленĕпе пĕрех. Эпир вырăна çитнĕ чухне икĕ кооперативра та мехпарксене тирпей-илем кĕртессипе, Исетерккĕре выльăх-чĕрлĕх сарайне хĕле хатĕрлессипе ĕçсем пыратчĕç.

– Паян пирĕн умра вак-тĕвек ĕç çук. Çулла янтăланă выльăх апачĕпе хĕлле тулăх усă курасси, управа лартнă техникăна хĕл каçа çур акине хутшăнма янтăласа çитересси – пирĕн умри тĕп тĕллев. Кун йĕркинче ыйтăвĕ нумай. Вĕсенчен кашниех пире яваплă пулма ыйтать. Мĕншĕн тесен хĕл иртсен çав техникăпах çурхи ака-суха тумалла, выльăх апачĕ янтăламалла, тырă-пулă пухса кĕртмелле, – терĕ пирĕнпе калаçнă вăхăтра Чкалов яч. хис. ял хуçалăх кооперативĕн пуçлăхĕ Александр Иванов хăй ырă малашлăха шаннине пĕлтерсе.

Ĕçре хамăра пулăшакан ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартасси асăннă кооперативра çулленех тĕп тĕллевре пулнă. Хуçалăх ăна вăхăтра татса панă. Кăçал та асăннă коллектив ку ĕçе хăй еккипе яманни, техникăна управа лартасси çине пысăк тимлĕх уйăрни машинăпа трактор паркĕпе иртнĕ чух та куç умĕнчен пытанса юлмарĕ. Уй-хир ĕçĕнчен пушаннă техника паян пĕтĕмпех паркра тирпейлĕ вырăн тупни кооператив юлнă çитменлĕхсем пирки те тивĕçлĕ мерăсем йышăнасса шантарать.

Пĕтĕмлет умĕн

Эпир иртнĕ кунсенче пулса курнă Суворов яч. хис., Чкалов яч. хис., Е. Андреев яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе Игорь Скворцов ертсе пыракан хресчен (фермер) хуçалăхĕнче ял хуçалăх техникине тирпейлĕ тытас шухăшлава кун йĕркинче çирĕп тытни, яваплăха ытларах туйни, техникăна ГОСТпа килĕшÿллĕн управа лартма тăрăшни ырă шанчăк çуратрĕ. Асăннă хуçалăхсем ыранхи кунпа ĕçлесе пурăнни куç умĕнчен каймарĕ. Ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартнине тĕрĕслесе пĕтĕмлетÿ тăвасси умра-ха. Смотр-конкурс вĕçлениччен шутлă кунсем юлаççĕ.

Рейд ушкăнĕ: С. НИКОЛАЕВ, патшалăх техника надзорĕн районти инспекцийĕн инспекторĕ;

А. БЕЛОВ, район хаçачĕн экономикăпа экологи пайĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6