Раççейре те, Чăваш Республикинче те, Муркаш муниципалитет округĕнче те хамăра хупăрласа тăракан тăван тавралăх çине туллин çаврăнса пăхма вăхăт çитрĕ. Çакăнта эколог ыйтăвĕ тĕп вырăна тухать. Кам-ха вăл эколог? Ыйтăвне тăтăшах кун йĕркине кăларатпăр. Хуравне те кашниех лайăх пĕлетпĕр. Анчах та çав-çавах çывăхри çырмана йăлари хытă каяшпа тултаратпăр, кÿршĕ вăрмантан никамран ирĕк илмесĕрех йывăç касса тухатпăр... Çакăнта саккун çеç ĕçлени çителĕксĕр. Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр çын пек пулса хамăра хупăрласа тăракан тăван тавралăх малашлăхĕшĕн, унăн сывă пуласлăхĕшĕн вăй хумалла.
Экологсем – тăван тавралăх илемĕшĕн тăрăшакансем, çут çанталăк пуянлăхне пулас ăрусем валли упракансем. Ильинкăри вăтам шкулта ĕçлекенсемпе вĕренекенсем çак ыйтăва самантлăха та кун йĕркинчен кăлармаççĕ. Çавăнпа та ку тăрăхри 469 çулхи юманпа юнашар тăрсан, аваллăха аса илтерекен сукмаксемпе утсан, республикипех паллă шыв сиккипе паллашсан, анлă Атăл çыранне çуран утса тухсан – халĕ калани йăлтах хамăрăн пурнăçпа çыхăннăран – пирĕнтен кашнийĕнех эколог пулмалли пирки калать. Ильинкăри вăтам шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсем тăван тавралăха упрассине, унăн малашлăхĕшĕн тăрăшассине маларах çулсенчех хăйсен хушма предмечĕ туса хунă. Иртнĕ эрнекун вĕсем унпа хушма экзамен тытрĕç. Тÿрех каламалла, начар е çителĕксĕр хатĕрленнĕ тесе калама чĕлхе çаврăнмасть. Асăннă шкула çак кун муниципалитет округĕнчи шкулсенче вĕренекен çамрăк вăрманçăсемпе вĕсен вĕрентекенĕсем пухăнчĕç.
Пĕрле пулса кунти вăтам шкул выляса илнĕ «Ильинкăри утма çул» экологипе туризм маршручĕ» проекта пурнăçласа Çемье экологи фестивальне уçрĕç. Асăннă проект Раççейри «Пĕлÿ» общество 2025 çулта ашшĕ-амăшĕсен пуçарăвĕпе ирттерекен конкурс çĕнтерÿçи пулса тăрса 840 пин тенкĕ гранта тивĕçрĕ. Кун пирки тата гранта мĕн тĕллевпе усă курасси çинчен пухăннисене Ильинкăри вăтам шкул директорĕ Надежда Иванова каласа пачĕ, ыйтусене хуравларĕ. Асăннă кун иртнĕ мастер-классенче вырăнти шкул лесничествин воспитанникĕсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, вĕрентекенсем, килнĕ хăнасем активлăхпа палăрчĕç. Çемье экологи фестивальне хутшăнакансем хăйсен пĕлĕвне 11 тĕрлĕ ĕçре кăтартрĕç. Кашниех ыттисем умĕнче хăйĕн пултарулăхĕпе палăрчĕ. Вĕсене пĕрлештерекенни – хамăра хупăрлакан çут çанталăка юратни тата унăн малашлăхĕшĕн тăрăшма хатĕр пулни.
– Çак фестивале муниципалитет округĕнчи нумай шкул хутшăнма кăмăл туни экологи ыйтăвĕ пур çĕрте те çивĕч тăни тата ăна пурте ăнланса илни пирки калать. Эпир – çут çанталăк тусĕсем. Çавăнпа та ун умĕнчи йывăрлăхсене пĕрле пулсан çеç сирме пултарасса шанатпăр, – терĕ фестивале уçса муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Зоя Дипломатова. Фестиваль ĕçне çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри «Навигаторы детства» проектăн регионти координаторĕ Наталья Иванова, асăннă проектăн муниципалитетри координаторĕ Алевтина Рожкова, ЧР Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин йĕркелÿ тата информаципе тивĕçтерессин пайĕн пуçлăхĕ Надежда Николаева хутшăнчĕç. Вĕсем кашниех Ильинкăри вăтам шкул коллективне хăйсем тĕплĕ хатĕрленсе выляса илнĕ «Ильинкăри утма çул» экологипе туризм маршручĕ» проекта пурнăçласа йĕркеленĕ Çемье экологи фестивальне тивĕçлĕ шайра ирттерме пултарнишĕн тав турĕç. Маларах асăннă мероприяти ильинкăсемшĕн çеç пулманни те савăнтарчĕ. Фестивальте Мăн Сĕнтĕрти, Йÿçкассинчи, Москакассинчи, Юнкăри вăтам тата Шурчари тĕп шкулсен представителĕсем те активлă хутшăнчĕç. Çут çанталăк тусĕсен мероприятине вĕçленĕ май шкула килнĕ хăнасем çемьесем хушшинчи экологи фестивалĕ ырă йăлана кĕрессине шаннине пĕлтерчĕç.
Анатолий БЕЛОВ.
Август 2026 |
