Тăрăшса ĕçлени яланах куç умĕнче. Çĕр ĕçĕнче çичĕ хутчен тар тăкса вăй хураканăн ÿсĕм çулĕ те уçăлсах пырать. Çакна муниципалитет округĕнче юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче «Сывлăх» спорт шкулĕ умĕнчи лапамра иртнĕ Тыр-пул уявĕ те çирĕплетсе пачĕ. Хресченшĕн пĕлтерĕшлĕ кĕрхи çак уявра пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, килти хушма хуçалăхра ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсем пĕрле пухăнса çу каçа пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, умри тĕллевсене палăртрĕç.
Тыр-пул уявĕ ăшă та уяр кун пулчĕ. Çут çанталăк хăех çĕр ĕçченĕшĕн савăнчĕ тейĕн. Çак кун пĕрлехи ăнăçушăн савăнса пĕрисем хĕл валли ял хуçалăх продукчĕсемпе саппасланчĕç, теприсем хуçалăхра туса илнĕ ытлашши продукцие курма пынисене сĕнчĕç, виççĕмĕшсем хастар ĕçчене тухăçлă вăй хунă ятпа саламларĕç, Хисеп грамотисемпе тата Тав çырăвĕсемпе чысларĕç, ташă-юрă парнелерĕç. Уяв сцени çинчен ял хуçалăх ĕçченĕсене, ĕç паттăрĕсене малтанах Тыр-пул уявĕпе муниципалитет округĕн ертÿçи Алексей Матросов саламларĕ. Уй-хирте тата выльăх-чĕрлĕх патĕнче вăй хуракансене, ял хуçалăх техникипе ĕçлекенсене вăл тăрăшулăхĕшĕн тав турĕ. Алексей Николаевич округри уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ май çĕр ĕçченĕ тухăçлă вăй хунине уйрăм кăтартусемпе паллаштарса тав турĕ. Вĕсем кашниех пирĕн хресчен ыранхи куна шанса пурăннине çирĕплетет.
– Пирĕн хуçалăхсенче ĕç вăйĕ пĕчĕк мар. Çакă малта пыракан технологисене çул парса хăватлă техникăна алла илни ÿсĕм чиккине татах пысăклатма май пурри пирки калать. Эпир ăна тума пултарассине кăçалхи ĕç кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Тунă ÿсĕмрен чакас марччĕ, – терĕ хăйĕн сăмахĕнче муниципалитет округĕн пуçлăхĕ çу каçа кашни условнăй выльăх пуçне 32 центнер апат единици хатĕрлени продуктивлăха хĕлле те тивĕçлĕ шайра тытма май парасса шанса. Тыр-пул уявĕнче ял хуçалăх продукчĕсен пасарĕ пуян пулни пирĕн хресченĕн ĕçлеслĕхĕ пысăккине çирĕплетрĕ. Пĕрлехи тăрăшулăхпа кăçал выльăх апачĕ çителĕклĕ янтăласси тата вырма ĕçĕсене вăхăтра ирттересси, кĕрхи уй-хир ĕçĕсене кая юлмасăр пурнăçласси ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче кал-кал пулса пычĕ. Малта пыракан опытпа туллин усă курса хăватлă техникăпа ĕçленĕ хуçалăхсем çухатусен çулне пÿлсе тупăшлă ĕçлеме пултарчĕç. Вĕсем умри йывăрлăхсене çĕнсе 13925 гектар çинчи тырă-пулăна вăхăтра пуçтарса кĕртрĕç. Пĕрлехи тăрăшулăхпа округра гектар пуçне вăтамран 32,5 центнера яхăн тырă-пулă туса илсе ампарсене хĕл каçма кĕртсе хунă. Çĕр улми тухăçĕ – гектар пуçне вăтамран 220 центнер, пахча çимĕç – 400 центнер ытла.
Кăçалхи 9 уйăхра выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те мал туртăмлă аталаннă. Çак тапхăрта пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче аш-какай туса илесси – 23 процент, сĕт сăвасси 16 процент ÿснĕ. Вырма пынă вăхăтрах кĕрхи культурăсем акасси – пирĕн хресченĕн кун йĕркинчи ĕçĕ. Кунта технологие пăхăнни, ĕç культурине çирĕп тытса пыни пĕлтерĕшлĕ. Çакна курса тăрса тата паянхи ĕçе ырана хăвармасăр ĕçлеме хăнăхнă хуçалăхсем кăçал кĕске вăхăтра 5 пин те 174 гектар кĕртрисем акрĕç. Уйрăмах ăнăçлă ĕçленисем тесе Суворов яч. хис., «Ударник», Е. Андреев яч. хис., «Свобода», Чкалов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕсене палăртмалла. сĕмлĕ ĕçленĕшĕн уява тухнисене депутатсен округ Пухăвĕн депутачĕ Александр Давыдов, депутатсен округ Пухăвĕн депутачĕ, округăн Хисеплĕ гражданинĕ Павел Вязов, ветерансен округри канашĕн председателĕ Елена Максимова саламларĕç. Епле уяв-ха вăл ĕç паттăрĕсене чысламасăр. Вĕсем вара округра нумаййăн. Тыр-пул уявĕнче ĕçре хастарлăх кăтартнисем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин ĕçченĕсем Любовь Ивановăпа Альбина Столярова, «Свобода» хуçалăхри холодильник установкисен слесарĕ Сергей Смирнов тата «Куснар» агрофирма водителĕ Валерий Степанов тивĕçрĕç. Раççей Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвĕпе Суворов яч. хис. Хуçалăхăн тĕп бухгалтерне Ирина Авдеевăна, «Герой» хуçалăхăн тĕп бухгалтерне Галина Ивановăна, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин чăх пăхаканне Валентина Игнатьевăна чысларĕç.
Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе хастар ĕçшĕн наградăланисем хушшинче: «Ударник» кооперативăн бухгалтерĕ Анна Васильева, «Куснар» агрофирма механизаторĕ Роман Владимиров, «Герой» хуçалăх тракторисчĕ Илья Дмитриев, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин чăх пăхаканĕ Надежда Каргина, «Куснар» агрофирма механизаторĕ Сергей Кондаков, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикинче ĕçлекен Дмитрий Крылов, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин операторĕ Андрей Петров, «Свобода» хуçалăхăн ĕнесене машинăпа сăвакан операторĕ Марина Степанова. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвĕпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисене Александр Мерловпа Роза Наумовăна наградăларĕç. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин чăх пăхаканĕ Флора Смирнова тивĕç пулчĕ. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн Алла Салаевăн Тав çырăвĕпе уявра «Оринино» хуçалăхăн тĕп зоотехникне Эльвира Ботниковăна, «Тĕп клуб системин» информаципе методика центрĕн ертÿçине Надежда Егоровăна, «Бухгалтери учечĕн центрĕн» тĕп бухгалтерĕн çумне Татьяна Никитинăна чысларĕç. Муркаш муниципалитет округĕн Хисеп грамотисене тивĕçнисем: «Куснар» агрофирма механизаторĕФедор Васильев, «Оринино» ял хуçалăх производство кооперативĕн тракторисчĕ Артур Вязов, «Куснар» агрофирма агрономĕ Инна Егорова, «Свобода» кооператив водителĕ Николай Давыдов, «Свобода» хуçалăх арманçи Эдуард Донсков, «Куснар» агрофирма механизаторĕ Владимир Ефимов, «Свобода» кооперативăн ĕнесене машинăпа сăвакан операторĕ Тамара Обжелянская.
Муркаш муниципалитет округĕн Тав çырăвĕпе «Куснар» агрофирма ĕçченне Максим Смирнова тата «Ударник» хуçалăхăн тракторист-машинистне Анатолий Васильева чысларĕç. 2025 çулхи вырма ĕçĕсене пĕтĕмлетсе Тыр-пул уявĕнче ĕç çĕнтерÿçисене тата пысăк кăтарту кăтартнă механизаторсемпе водительсене, механизациленĕ уй-хир бригадисене чысларĕç. «2025 çулхи чи лайăх комбайн экипажĕ» номинацире 1-мĕш вырăна Суворов яч. хис. хуçалăхри Федор Журавлев экипажĕ тухнă, 2-мĕш вырăнта – Чкалов яч. хис. Хуçалăхри Димитрий Порфирьев экипажĕ, 3-мĕш вырăнта – «Ударник» кооперативри Григорий Степанов экипажĕ. «2025 çулхи чи лайăх водитель» номинацире 1-мĕш вырăнта – «Герой» хуçалăхри Владимир Федоров водитель, 2-мĕш вырăнта – Е. Андреев яч. хис. хуçалăхри Владимир Никитин водитель, 3-мĕш вырăнта – Ильич яч. хис. кооперативри Иван Мосейкин водитель. «2025 çулхи чи лайăх тракторист» номинацире 1-мĕш вырăнта – «Свобода» хуçалăхри Владислав Григорьев, 2-мĕш вырăнта – «Оринино» хуçалăхри Валерий Замков, 3-мĕш вырăнта – «Ударник» хуçалăхри Геннадий Шарапов. «2025 çулхи чи лайăх уй-хир бригади» ята «Куснар» агрофирмăри Александр Герасимовăн уй-хир бригади тивĕçнĕ. «2025 çулхи чи лайăх механизациленĕ бригада» ята Суворов яч. хис. хуçалăхри Иван Васильев ертсе пыракан механизациленĕ бригада тивĕçнĕ. «2025 çулхи чи лайăх хресчен (фермер) хуçалăхĕ» номинацире Елена Скворцова ертсе пыракан хресчен (фермер) хуçалăхĕ çĕнтернĕ. 2-мĕш вырăнта – Владимир Федоровăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ. 3-мĕш вырăнта – Антон Кондратьев индивидуаллă предприниматель.
Урамра уяв пынă вăхăтра вĕренÿ пайĕн методика кабинетĕнче ачасен аллипе ăсталанă юмах тĕнчи хуçаланчĕ. «Ярко в Чувашии» проектпа хатĕрленĕ «Краски лета» выставка патĕнчен никам та чарăнмасăр иртсе каяймарĕ – кашни ĕçрех ачасен фантазийĕ. Территори пайĕсем те Тыр-пул уявне активлă хутшăнчĕç. «Кĕр парнисем» конкурсра Шетмĕпуç территори пайĕ çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Хыççăнхи вырăнсенче – Оринин тата Москакасси территори пайĕсем. Çак кун Муркашри вăтам шкулăн спорт лапамне мини-футбол кăмăллакансем пухăнчĕç. Хĕрÿ кĕрешÿре «МетПласт» команда çĕнтерчĕ. 2-мĕш вырăнта – «Шатьма», виççĕмĕш вырăнта – «Москакасы». Округри художество пултарулăх коллективĕсен артисчĕсем уява пухăннă ĕç паттăрĕсене кунĕпех савăк юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
А. БЕЛОВ.
Август 2026 |
