Таврара ылтăн кĕркунне хуçаланма пуçларĕ. Сисмĕпĕр те, йывăçсем хăйсен тумĕсене хывĕç. Çанталăк та, авă, сивĕ еннеллех сулăнать. Шăпах çак вăхăтра хура пилеш çырлине пухма вăхăт. Çапах та ăна паянах татма васкамалла мар. Мĕншĕн тесен ку çимĕç çанталăк сивĕтнĕ хыççăн татах та тутлăланать, витаминсемпе пуянланать. Пиçсе çитнĕ çырлана лăпчăтсан тĕксĕм рубин тĕслĕ сĕткен тухать. Енчен те ку çырлана ытларах упрас тетĕр пулсан, ăна тунипе касăр та пралук çине тирсе тĕксĕм те сулхăн вырăна çакăр. Çакăн пек упранакан çырлапа хĕл каçипех усă курма пулать.
Типĕтнĕ хура пилеш те çын сывлăхĕшĕн питĕ усăллă. Çырласене сапакинчен татса илмелле те уçă сывлăшра тытмалла. Ăна хĕвел çинче е духовкăра 60-70 градусра типĕтмелле те йывăç хатĕрпе типĕ çĕрте упрамалла. Кун пек çырла икĕ çул хушши упранать. Шăнтса хунă хура пилешĕн сиплĕхĕ вара сахалтарах. Ку çырлана чăн-чăн сиплĕх арчи теме пулать! Мĕншĕн тесен хура пилеш тĕрлĕ витаминпа питĕ пуян. Унта Р, С, Е, К, В1, В2, В6, бета-каротин витаминсем, бор, тимĕр, марганец, пăхăр, молибден, фтор, макроэлементсемпе микроэлементсем, глюкоза, сахароза, фруктоза тата ыт. те пур. Хура пилешре Р витамин панулмипе апельсинринчен 20 хут нумайрах пулнине манса ан кайăр. Кунта йод шайĕ вара çĕр çырлинчен, крыжовникран тата хăмла çырлинчен тăватă хута яхăн пысăкрах. Хура пилеш артери пусăмне йĕркелет, юнри холестерин шайне чакарать. Ăна ревматизм, атеросклероз, аллерги чирĕсенчен, сахăр диабетĕнчен сипленнĕ чух çиме хушаççĕ. Енчен те сире гастрит, тромбофлебит чирĕсем, çавăн пекех апат хутаççин тата вуникĕ пумăклă пыршăн язви канăçсăрлантарать пулсан, хура пилеш çырлине çиме тăхтăр. Хура пилеш çырлипе халăх медицининче анлăн усă кураççĕ. 1 кг çырла çине 700 г сахăр песукĕ ямалла та лайăх лăчăртмалла. Çак хутăша атеросклероз чирĕнчен сипленме кунне 2-3 хутчен 100 г çимелле. Астени, гиповитаминоз чирĕсем пулсан кашни кун 2-3 хутчен 250 г чĕрĕ хура пилеш çимелле, шиповник шывĕпе ĕçмелле. Гипертоние сиплеме апатланиччен 50 г сĕткене 30 минут маларах кунне 3 хутчен ĕçмелле. Ку мелпе 10 кун хушши сипленмелле. Хĕлле хура пилеш организма пĕтĕмĕшле çирĕплетет. 20 г типĕтнĕ çырлана 200 мл вĕренĕ шывпа пăшăхтармалла, икĕ эрне хушши çуршар стакан кунне 3-4 хутчен ĕçмелле.
Август 2026 |
