Мухтавлă ентеш Берлина çитнĕ

Категория: Общество Опубликовано: 10.10.2025, 14:07 Просмотров: 65

Кăçалхи çул Аслă Çĕнтерÿ 80 çул тултарнипе паллă. Çак уяв пирĕншĕн – чи пысăк уяв. Аслă Çĕнтерÿре пирĕн мухтавлă ентешĕн – Совет Союзĕн Геройĕн Алексей Воробьевăн – тÿпи те питĕ пысăк. Вăл çуралнăранпа октябрĕн 12-мĕшĕнче 110 çул пулать.

Алексей Воробьев 1915 çулта вăтам хресчен çемйинче Çурлатри ялĕнче çуралнă. Ачаранпах пултарулăхпа палăрса тăнă вăл. Ялти пуçламăш пĕлĕве илнĕ хыççăн вăл Муркашри вăтам шкулта вĕреннĕ, вунă класлă пĕлÿ илнĕ. Çутă пуласлăх пирки ĕмĕтленнĕ. Хăрушă вăрçă пуçланнă. Алексей ытти арçынсем пекех Тăван çĕршыва хÿтĕлеме фронта тухса кайнă. «Çĕнтерÿпе таврăнатпăр!» пулнă унăн вăрăм çула тухас умĕнхи сăмахĕ. Алексей Воробьев Тĕп, Брянск, Воронеж, Украинăн пĕрремĕш фрончĕсенче çапăçнă. Вăл темиçе хут та аманнă. Госпитальтен сывалса тухнă хыççăн вара каллех фронтри юлташĕсем патне васканă салтак. 1945 çулхи апрель уйăхĕнче Берлин хулишĕн пынă çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн минерсен взвочĕн командирне – Алексей Воробьев старшинана – СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1945 çулхи июнĕн 27-мĕшĕнчи указĕпе килĕшÿллĕн Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă, çавăн пекех ăна Ленин орденĕпе тата Ылтăн Çăлтăр орденĕпе, медальсемпе чысланă. Çавăн пек паттăр çын пулнă вăл. Хаяр çапăçу хыççăн хаяр çапăçу пынă. Алексей Воробьевăн инженерипе минерсен взвочĕ ку хутĕнче хăюлăхпа палăрнă. Салтаксем Берлинăн Кăнтăр Хĕвел анăç районĕнчи Тельтов каналĕ урлă каçса шыва тата çырана минăсенчен тасатнă. Çавăн хыççăн çеç пирĕн чаçсем хÿтĕлев хатĕрĕсене татма тата малтан мала талпăнма пултарнă. Çĕнтерĕве вăл ытти салтаксемпе пĕрле Берлинта кĕтсе илнĕ. Вăрçă пĕтнĕ хыççăн Алексей Воробьев яла таврăнсан шкулта ачасене çар ĕçне вĕрентме тытăннă. Ачасене патриотла воспитани парасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă вăл, вĕрентÿре çарти тĕслĕхсене илсе кăтартнă, çапăçусем пирки каласа панă. Каярах вара ĕнерхи салтак ял хуçалăх ĕçне пикеннĕ. Вырăнти çынсем ăна пултарулăхĕпе тăрăшулăхне кура Буденый ячĕпе хисепленекен хуçалăха ертсе пыма шаннă. Вăл ертсе пынă вăхăтра хуçалăх ÿсĕмлĕ ĕçлесе пынă, тĕш тырă туса илессипе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе, аш-какай туса илессипе малтисен ретĕнче пулнă, вĕсенчен пысăк тупăш илме пултарнă. Çапла вара пĕчĕк тупăшлă колхозран пысăк тупăшлă колхоз пулса тăнă. Ертÿçĕ ĕç дисциплинине çирĕп тытса пынă, хăйĕнчен те çирĕп ыйтнă, колхозниксем умне те пысăк задача лартнă. Çăмăлттайла ĕçлеме юраман никама та. Вăхăт улшăнса пынă, пĕчĕк колхозсене пĕрлештерсе пысăк колхозсем тума пуçланă. Алексей Воробьева пысăклатнă колхоз ертÿçин çумĕ пулма шаннă. Вăл хăйĕн тивĕçне яланах тÿрĕ чунпа пурнăçласа пынă, ыттисемшĕн тĕслĕх пулнă. Алексей Воробьевăн кун-çулĕ 1952 çулта татăлнă. Вăхăт унтанпа нумай иртрĕ, халăх мухтавлă ентеше манмасть. Унăн паттăрла ĕçĕ, ырă ячĕ – халăх хушшинче.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6