РФ Шалти ĕçсен министерствин «Моргаушский» пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи 8 уйăхра асăннă ведомство 3163 заявлени, ыйтÿ, тĕрлĕ пĕлтерÿ регистрациленĕ.
Çак тапхăрта округра 160 преступлени туни паллă, иртнĕ çулхи çак вăхăтра 215 преступлени пулнă. Преступленисен ытларах пайĕ – 38,1 проценчĕ – ют пурлăха вăрлассипе çыхăннă, харпăрлăха хирĕç тунă преступлени унтан сахалтарах. Йывăр преступлени, ушкăнпа тунă преступлени, ÿсĕрле тунă преступлени, унччен преступлени тунисем тепĕр хут преступлени тăвасси чакнă. Обществăлла вырăнти, йăлари преступленисем иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен сахалтарах. Çав хушăрах çитменлĕхсене те палăртмалла, вăтам йывăрăшлă преступленисем ÿснĕ, пĕр фактра çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Полици сотрудникĕсем çул çитменнисем преступлени тăвассине чакарассипе ытларах ĕçлеме тĕллев лартаççĕ. 8 уйăхри преступленисене уçасси 54,2 процентпа танлашнă, çакă республикăри кăтартуран пысăкрах. Наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă 1 преступление регистрациленĕ. Çак тапхăрта экономикăпа çыхăннă 8 преступлени пулнă. Обществăлла йĕркелĕхпе тивĕçтерессинче тата граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессинче профилактика ĕçĕ пысăк вырăн йышăнать. Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ОМВД учетĕнче ирĕкрен хăтарнă вырăнтан таврăннă 56 çын учетра тăрать. Çавăн пекех çак вăхăт тĕлне 27 преступленишĕн айăплав çирĕплетнĕ, анчах ирĕкрен хăтарман 27 çын учетра. Полици сотрудникĕсен надзорĕнче тăракан 11 çын официаллă ĕçлет, 7 çын – СВО зонинче, ыттисем вăхăтлă ĕçсенче тăрăшаççĕ. Преступленисене асăрхаттарас тĕлĕшпе оперативлă профилактика мероприятийĕсем ирттереççĕ. Вĕсен шутĕнче çакăн пек ĕçсем: «Нетрезвый водитель», «Оружие», «Пенсионер», «Условник» тата ытти те. Ултавçăсенчен асăрхаттарас тĕлĕшпе сотрудниксем кашни кĕçнерникун граждансемпе, ĕç коллективĕсемпе профилактика калаçăвĕсем ирттереççĕ. Шел пулин те, информаципе телекоммуникаци мелĕпе усă курса ултавлă ĕçсем туни юлашки çулсенче ÿссе пырать. Кăçалхи 8 уйăхра çакăн йышши преступлени хисепĕ, иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен чакнă пулин те, ку лăпланса лармалли сăлтав мар. Асăннă категорири преступленисене уçасси 18 процент ытларах. Ултавçăсенчен сыхланас тĕп ĕç вăл – граждансене ултавçăсен мелĕсемпе паллаштарни тата вĕсенчен мĕнле сыхланмаллине ăнлантарни. Ултавçăсем çынсене инвестиципе усă курса пысăк услам сĕнеççĕ, Интернет-лавкка услугипе усă куракансем те тăтăшах улталанаççĕ, персоналлă кăтартусемпе усă курса çынна кредита явăçтараççĕ, кредит организацийĕн сотрудникĕ ячĕпе укçа-тенкĕне хăрушсăр счет çине куçарма сĕнеççĕ тата ытти те. Ултавçăсем пĕр вырăнта тăмаççĕ, вĕсем те тăтăшах аталанаççĕ. Анлă сарăлнă тепĕр мел – «Госуслуги» сервис. Ултавçă çыннăн сим-картта вăхăчĕ пĕтнине пĕлтерет, ăна «Госуслуги» сервис урлă тăсма çыннăн паролĕ кирлĕ иккен, çавăн пекех çак сервис урлă телефон номерне улăштарма сĕнеççĕ ултавçăсем. Страхлав полисĕ тухнă – ăна тăсма та асăннă сервис кирлĕ мĕн. Çак системăри личнăй кабинета паллă мар çын кĕнĕ тесе хăратаççĕ ултавçăсем, вĕсен тĕллевĕ – çыннăн парольне пĕлесси. Çынсене вара çÿлерех асăннă ĕçсем тĕлĕшпе тимлĕ пулмалли пирки тепĕр хут аса илтерес килет. Паллă мар номерпе шăнкăравлаканпа калаçмалла мар, персоналлă кăтартусене никама та памалла мар, ултавçă вăл е ку ĕçе тума хушсан, ăна ĕненмелле мар. Иккĕленÿллĕ шăнкăрав пулсан ун пирки хăвăр пĕлĕшсемпе канашламалла. Банк сотрудникĕ çын патне шăнкăравламаннине кашни çыннăн пĕлмелле, право йĕркине сыхлакан сотрудник айăплава нихăçан та укçапа çемçетме сĕнмест. Çамрăксене тата çул çитмен çамрăксене наркотикпа, психотроплă япаласемпе усă курасран асăраттарас тĕлĕшпе полици сотрудникĕсем шкулсенче профилактика калаçăвĕсем ирттереççĕ, ашшĕ-амăшĕсен форумне хутшăнаççĕ. Унсăр пуçне наркотикпа психотроплă япаласемпе усă курнине маларах тупса палăртас тĕлĕшпе 8 – 11 классенче вĕренекенсемпе социологипе психологи тестированийĕ ирттереççĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕпе 6 ачан хăрушлăх пуррине палăртнă. Çак ачасем вĕренекен шкулсенче полици сотрудникĕсем наркомани профилактикипе ăнлантару калаçăвĕсем ирттернĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне Муркаш округĕнче çул çитмен 4877 çамрăк пурăнать. Вăл шутран ПДН уйрăмĕн учетĕнче 20 ытла çамрăк тăрать. Кăçал 10 çамрăка учета илнĕ, 2 çамрăка учетран кăларнă. Август уйăхĕнче çул çитменнисем тĕлĕшпе 135 административлă протокол çырнă. Çамрăксем йĕркене пăсассине асăрхаттарассипе полици сотрудникĕсем 670 хутчен рейда тухнă, вĕсем пухăнакан 84 вырăнта рейд ирттернĕ. Çÿлерех асăннă ĕçсем пурин те саккуна пăхăнса пурăнмаллине çирĕплетеççĕ.
Роза ИЛЛАРИОНОВА
Август 2026 |
