«Техника паркне çĕнетни тухăç çине ырă витĕм кÿчĕ»

Категория: Общество Опубликовано: 10.10.2025, 09:12 Просмотров: 79

Çапла пĕлтерчĕ Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăх ертÿçи Игорь Николаев.

Кăçалхи кĕр кунĕсем çĕр ĕçченне самай тĕрĕслерĕç. Çу каçа лайăх ÿснĕ тыр-пула пухса кĕртесси çăмăлах пулмарĕ вĕсене. Апла пулин те хуçалăхсем хăйсен умне лартнă тĕллеве пурнăçларĕç, тыр-пула пухса кĕртрĕç, халĕ округри хуçалăхсенче пахча çимĕç пухса кĕртес ĕç пырать. Пĕтĕмĕшле илсен, округри вăтам тухăç кăтартăвĕ япăх мар, апла пулсан Тыр-пул уявне савăнăçлăн ирттерме те кăмăллă. Эпĕ Ял хуçалăхĕпе продукци тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунĕ умĕн Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăх ертÿçине Игорь Николаева калаçăва чĕнтĕм, хуçалăх ĕçĕпе паллаштарма ыйтрăм.

– Игорь Васильевич, чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ тенĕ евĕр, калаçăва вырма ĕçĕь пирки пуçлар. Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăх ĕçченĕсен уява тулли кăмăлпа кĕтсе илме сăлтав пур-и?

– Паллах, пирĕн хуçалăх пысăккисен шутĕнчех мар. Акса тунă тыр-пула йăлтах пухса кĕртме ĕлкĕртĕмĕр. Тыр-пул тухăçĕ пире кăçал савăнтарчĕ, хуçалăхшăн пысăк тĕкĕ вăл. Иртнĕ çул 1850 тонна тыр-пул туса илнĕ пулсан, кăçал бункер виçипе 3060 тоннăна яхăн пухса кĕртме пултартăмăр, пысăк уйрăмлăх тÿрех курăнать. Кун пеккине эпĕ хам ĕçленĕ вăхăтра астумастăп. Складсене тыр-пулпа çителĕклĕ чухлĕ тултарса çитертĕмĕр. Сутлăх валли тырă хакĕ лайăх пуласса шанас килет. Пысăк тухăç çанталăк условийĕсенчен, технологие пăхăнса ĕçленинчен, техника паркне çĕнетнинчен килчĕ тесе шухăшлатпăр. Пирĕн хуçалăх пĕтĕмпе 1430 гектар çĕр çинче ĕçлесе пырать. Пĕрчĕллĕ культурăсене 920 гектар çинчен пухса кĕртрĕмĕр, вăл шутра – урпа, çурхи тулă тата кĕрхи кулă. Ытти пайĕ вара выльăх апачĕлĕх пухса кĕртмелли лаптăк шутланать. Кунта пĕр çул ÿсекенни те, нумай çул ÿсекенни те кĕрет, утăлăх тата сенажлăх.

– Техника паркне çĕнетнĕ тенĕрен, хуçалăх мĕн-мĕн туянма пултарчĕ кăçал?

– Çĕнĕ йышши тата юсавлă техника пысăк тухăç илессипе тÿрремĕнех çыхăннине лайăх ăнланатпăр. Кăçалхи вырмана эпир çĕнĕ комбайнпа ирттертĕмĕр. Малтан тырă вырмалли пĕр комбайн туянтăмăр. Уншăн патшалăх пулăшăвĕ уйăрса пачĕç те çав укçапа трактор туянтăмăр. Çавăн пекех тиев турттармалли автомашина тата тĕрлĕ агрегат илтĕмĕр. Пĕтĕмпе вара кăçал техника паркне 18 миллион тенкĕлĕх çĕнетме пултартăмăр. Кунта пире патшалăх субсиди уйăрни те питĕ лайăх пулăшрĕ. Хуçалăх кăтартăвĕсем япăхах мар тесе шухăшлатăп, çавăнпа та патшалăх пулăшăвне те тивĕçме пултартăмăр. Техника-агрегат çĕнетни, паллах, тыр-пул тухăçĕ çине ырă витĕм кÿчĕ. Тавах республика ертÿлĕхне ял хуçалăх отрасльне пулăшу уйăрнăшăн.

– Пысăк тухăç никĕсĕ çур акирен пуçланать, çапла-и?

– Тĕрĕссипе вăл унран маларах та пуçланать: кĕркунне пахалăхлă вăрлăх хывса хăварнинчен, техникăна хатĕрленинчен тата ыттинчен. Кăçал эпир çур аки ĕçĕсене вăхăтра вĕçлеме ĕлкĕртĕмĕр, пысăк чăрмавсем пулман. Мĕн кирлине маларахах туяннă, техника-агрегата хатĕрлесе çитернĕ, ака материалĕпе удобрение кирлĕ чухлĕ янтăланă. Уй-хир хитре, пĕр тикĕс шăтса симĕсленчĕ, шăтнă калчана технологие пăхăнса хими мелĕпе им-çамларăмăр. Çу каçа çумăр вăхăтра çуса тăни те пире савăнтарчĕ.

– Пысăк тухăç туса илни – ÿсен-тăран отраслĕнче тăрăшакансен тÿпи, çапла-и?

– Тĕрĕсех, мĕн туса илни йăлтах çу-каçа пĕрле тăрăшса ĕçленинчен килет. Уй-хир бригадин ĕçченĕсем, улттăн кăна пулин те, тăрăшуллă, ĕçсене вăхăтра туса ĕлкĕреççĕ. Çурхи ĕçсене те вĕсем хастаррăн хутшăнчĕç, кĕркунне пухса кĕртнĕ 3 пин тонна ытла тĕш тырăна складсене кĕртсе, тирпейлесе пыраççĕ. Кашнине ятран асăнмарăм пулин те, уй-хир бригадин ĕçченĕсене тав тăватăп. Водитель-механизаторсем те тăрăшуллă, вĕсем валли те яланах ĕç пур. Леонид Макаров, Петр Степанов, Николай Аврамов механизаторсене, Иван Мосейкин тата ытти водительсене, çавăн пекех хуçалăх ĕçĕсене хутшăнакан пур çынна та тав тăватăп. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче-и е уй-хир ĕçĕсене хутшăнаççĕ – пурте хуçалăх экономикишĕн тăрăшаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ пирки те асăнса хăварас килет. Выльăх апачĕ хатĕрленĕ вăхăтра çумăр çуса тăнăран йывăрлăхсем пулчĕç, çапах та май пур таран хатĕрлеме тăрăшрăмăр. Люцернăран 3 пин тоннăна яхăн сенаж хатĕрлерĕмĕр, ку иртнĕ çулхинчен ытларах пулчĕ. Хĕл каçма вăл пире çитет тесе шухăшлатпăр. Утă та çав шайрах хатĕрлерĕмĕр. Халĕ çанталăк панипе усă курса унччен пресланă уйри утă-улăма ферма патне турттаратпăр. Самантпа усă курса коллективри пур çынна та уявпа саламлатăп, çирĕп сывлăх сунатăп, пĕрле пулсан – ĕçлеме пултаратпăр.

– Хуçалăх тăрăшни курăнать, кун пекки- не илтме кăмăллă. Коллектив тăрăшулăхне палăртрăр та ку вара унăн ертÿçинчен чылай килет тесе шухăшлатăп. Пурне те уяв ячĕпе.

Роза ИЛЛАРИОНОВА

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6