Çуллахи тата кĕрхи çанталăк условийĕсем пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене уй-хир ĕçĕсене вăхăтра та пахалăхлă пурнăçлама май пачĕç. Çапла вара пирĕн çĕр ĕçченĕ умри хĕл кунĕсене тулли кĕлетсемпе кĕтсе илет. Алăкран хĕл сивви шакканă май, йывăрлăхсем умĕнче пуç усман хресчен хăйĕн ĕçне пĕтĕмлетет. Çакна шута илсе Ял хуçалăхĕпе продукци тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунĕ умĕн округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхне Татьяна ПАВЛОВĂНА калаçăва чĕнтĕм.
– Татьяна Валерьевна, выльăх апачĕ хатĕрлес тата вырма ирттерес, кĕрхи культурăсем акас ĕçсем вĕçленнĕ май уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетесси кун йĕркине тухрĕ. Кăçал пурнăçланă ĕçсем мĕнле тĕллевсем çуратаççĕ?
– Хресчен тăрăшулăхĕ – округăн атала- ну çулĕ. Çуркуннехи тата çу пуçламăшĕнчи сивĕрех çанталăк ял хуçалăх культурисем çине хăйне евĕр витĕм кÿчĕ: пĕр енчен сăтăрçăсем аталанаймарĕç, тепĕр енчен акнă-лартнă культурăсем валли аталанса ÿсме нÿрĕк çителĕклĕ пулчĕ. Паянчченех уяр тăнă кунсем хресчене уй-хир культурисене çухатусемсĕр пухса кĕртме май пачĕç. Унпа хуçалăхсем çителĕклĕ усă курчĕç: типĕ утă ытлă-çитлĕ янтăларĕç, паха сенаж хывса хăварчĕç, вырмана тăкаксăр ирттерчĕç. Халĕ каланине уйрăм кăтартусем çине куçарсан ума çакăн пек ÿкерчĕк тухать. Çу каçа округри пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли хĕл каçма (сыснасемпе чăх-чĕпе шутламасăр) 29,9 центнер апат единици хатĕрлерĕç. Уйрăммăн илсен, тĕрлĕ хуçалăх çу каçа 1920 тонна паха утă, 30669 тонна сенаж, 23 пин тонна ытла силос, ытлă-çитлĕ тырă-пулă, çĕр улми янтăларĕç.
– Янтăланă апат выльăх-чĕрлĕхе тухăçлă хĕл каçарма çитет-ши, продуктивлăх уксахламĕ-и, выльăх фермисем хĕле хатĕр-и?
– Паянхи куна выльăх-чĕрлĕх кĕтĕвĕ хушăнни ытларах ĕнесем тата мăйракаллă шултра выльăх хушшинче те, чăх-чĕпсемпе те, сурăх-качакасемпе те сисĕнет. Çак туртăм малашне те упранса юласса эпĕ шанатăп. Паянхи куна округри пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх пĕтĕмпе 6183 пуç, вăл шутра 2696 пуç сумалли ĕне, чăх-чĕп 1220 пин пуç, сурăх-качака 1458 пуç шутланаççĕ. Сивĕ вăхăт çывхарнă май пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем фермăсене хĕле хатĕрлесе çитернĕ.
– Кăçалхи тыр-пул тухăçĕ пирки пĕлес килет. Кунта ĕмĕтленни пурнăçланчĕ-и? Камсен кĕлечĕсем паян ыттисенчен туллирех?
– Çĕнĕ технологисене вăхăтра алла илнĕ, малта пыракан опытпа туллин усă курса хăватлă техникăпа ĕçленĕ хуçалăхсем çухатусен çулне пÿлсе тупăшлă ĕçлеме пултарчĕç. Хуçалăхсем 13925 гектар çинчи тырă-пулăна вăхăтра пуçтарса кĕртрĕç. Кĕлетсен тулăхлăхĕ пирки калас пулсан, кăçал округĕпе гектар пуçне вăтамран 32,1 центнера яхăн тырă-пулă туса илсе ампарсене хĕл каçма çителĕклĕ çĕнĕ тырă кĕртсе хутăмăр. Чи пысăк тухăç Суворов яч. хис., Е. Андреев яч. хис., «Свобода», «Ударник», «Герой» хуçалăхсенче пулчĕ. Пирĕн округра кăçал 325 гектар çĕр улми лартса ÿстерчĕç. Пысăк пайĕ – «Ударник» кооперативра.
– Кĕр кунĕсем – пулас тухăçшăн ĕçлемелли тапхăр. Округра кĕр аки епле иртрĕ?
– Вырма вăхăтĕнчех кĕрхи культурăсем акасси – пирĕн хресченĕн кун йĕркинчи ĕçĕ. Кунта технологие пăхăнни, ĕç культурине çирĕп тытса пыни пĕлтерĕшлĕ. Çакна курса тăрса тата паянхи ĕçе ырана хăвармасăр ĕçлеме хăнăхнă хуçалăхсем кăçал кĕске вăхăтра 5 пин те 174 гектар кĕртрисем акрĕç. Уйрăмах ăнăçлă ĕçленисем тесе Суворов яч. хис., «Ударник», Е. Андреев яч. хис., «Свобода», Чкалов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕсене палăртмалла. Муниципалитет округĕнчи пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çĕр ĕçĕн тухăçлăхне ÿстерессипе тăтăшах шыравра. Халĕ каланине хресчен хăйĕн уй-хирĕнче 140 гектар пахча çимĕç тата 517 гектар техника культури туса илессипе çанă тавăрса ĕçлени те çирĕплетет. Пахча çимĕçе çуррине майлă пуçтарса кĕртнĕ ĕнтĕ. Унăн вăтам тухăçĕ гектар пуçне 400 центнер. Округри хуçалăхсенче паян купăста касса кĕртессипе малалла ĕçлеççĕ. Май килнипе усă курса хамăр округри çĕр ĕçченне Ял хуçалăхĕпе продукци тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунĕ ячĕпе тăрăшуллă ĕçшĕн тав тăватăп, вырсарникунхи уявпа саламласа малашне те пĕрле пуласса çирĕп шанатăп.
А. БЕЛОВ калаçнă.
Август 2026 |
