Пурнăçне ачасене халалланă

Категория: Общество Опубликовано: 03.10.2025, 14:23 Просмотров: 91

Ялти шкул директорĕ – аслă ăрурисемшĕн те, ачасемшĕн те хăйне евĕр яваплă ĕç. Унăн пурнăçĕ пуриншĕн те алă тупанĕ çинчи пек: кашни утăмĕ курăмлă, халăха е ĕçтешĕсене каланă сăмахĕ те куç умĕнче. Асăннă ĕçре ытти çĕрти пекех пахалăхне те‚ çитменлĕхне те курма пулать. Анчах çакна пăхмасăр директор вăл – вĕрентÿ шайĕнчи ĕçе йĕркелекенĕ‚ пысăк та интереслĕ шкул çурчĕн хуçи‚ учитель-дипломат‚ психолог-социолог‚ экономист-менеджер‚ техникăпа пушар хăрушсăрлăхĕн инспекторĕ‚ гражданла оборона пуçлăхĕ т. ыт. те. Унăн пурне те курса, асăрхаса, пĕлсе тăмалла‚ кĕтмен лару-тăрура вăхăтлă та тĕрĕс йышăну тумалла. Ăслă та анлă тавра-курăмлă, аслă пĕлÿ илнĕ çын çеç çак ята тивĕçлĕ. Мана хамăн пурнăçăмра çавăн пек сумлă та хастар нумай директорпа, педагогпа ĕçлеме тÿр килчĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕсем Роза Михайловна Матюкова, Иван Ильич Кабуркин, Геннадий Филиппович Волков, Геннадий Васильевич Федоров, Мăн Сĕнтĕр вăтам шкул ятне панă Василий Алексеевич Верендеев, Николай Панфилович Милютин т. ыт. те. Игорь Александрович Иванова та вĕсен йышне кĕртни пĕрре те йăнăш пулмасть тесе шутлатăп. Хăйĕн çулне чун ыйтнипе суйласа илнĕскер çирĕм çул ытла шкул ертÿçинче вăй хучĕ‚ темиçе ăрури вуншар вĕренекене анлă пурнăçа «путевка» пачĕ Эпĕсăмах хускатнă вĕрентекен Торинкасси ялĕнче колхозниксен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Ачалăхра ялти ытти тантăшĕсенчен вăл нимĕнпе те уйрăлса тăман‚ вĕсем пекех хăйĕн пиччĕшĕсемпе ашшĕ-амăшне пулăшса‚ выляса çитĕннĕ. 1965 çулта çуралнă Игорь малтанах Очăкассинчи сакăр çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ пухнă. Пĕлÿ пурнăç тыткăчи пулнине ăнланса илнĕскер‚ хыççăн икĕ çул Муркашри вăтам шкула çÿренĕ. Экзаменсене ăнăçлă тытса алла аттестат илнĕ.

– «Малалла ăçта вĕренме каймалла? Пурнăç çулĕ çине тухса пынă май мĕнле специальноçа алла илмелле?» ыйтусем тăтăшах çуралатчĕç, – калаçу пуçланă май аса илет хăйĕн çамрăклăхне Игорь Александрович. – Вăтам шкул пĕтернĕ тĕле аттепе анне‚ тăвансем мана тĕрлĕ канаш пама тытăнчĕç. Калаçу тăтăшах виççĕмĕш сыпăкри пичче Шупашкар хулинчи педагогика институтне пĕтерсе алла вĕрентекен дипломне илни пирки пыратчĕ. Пурнăç çулĕ çине тухсан вăл шкулта нумай та ĕçлемерĕ, ăна парти райкомне ĕçе куçарчĕç. Унăн тĕслĕхĕпе тăвансем мана та педагогика институтне çураçма пуçларĕç. Алла вăтам пĕлÿ илнине çирĕплетекен аттестат илсен, аслисем каланине шута илсе‚ эпĕ Шупашкарти Чăваш патшалăх университетне документсем пама тухса кайрăм. Шкулта ăнăçлă ĕлкĕрсе пынă каччăна çиччĕ шутласа пăхнă хыççăн физикăпа математика факультечĕ кăмăла кайнă. Çакна валли сăлтавĕ те пулнă. Мĕншĕн тесен шкулта вăл шăпах çак предметсене питĕ юратса вĕреннĕ, вĕсемпе ыттисемшĕн тĕслĕх пулнă. Кунсăр пуçне ашшĕ-амăшĕ ĕçе е хăнана тухса кайсан киле юлнă шăпăрлансем «учитель» тата «вĕренекен» пулса выляма юратнă. Çакă та шкул ачин чунĕнче хăйне евĕр тарăн йĕр хăвармасăр иртмен. Вăл професси суйлавĕн пĕрремĕш утăмĕ пулнă. Аслă шкула вĕренме кĕме экзаменсене лайăх тытса Игорь студент пулса тăнă. Шăпах çакăн чухне унăн çĕнĕ тĕллевсем йĕркеленнĕ. Пилĕк çул хушши вăл кунран-кун аслă пĕлÿ гранитне «кăшлан㻂 пĕлÿ пухнă‚ тавракурăмне ÿстернĕ. Кунта çакна та палăртса хăвармалла‚ студент яланах лайăх вĕреннĕ‚ тăрăшулăхĕпе уйăхсерен пысăклатнă стипендие тивĕçнĕ. Малтуртăмлă каччă вĕреннĕ вăхăтрах тĕрлĕрен ăслăлăх конференцийĕсенчен те юлман, вĕсене çулсерен ăнăçлă хутшăнса таврапĕлĕве ÿстернĕ. Пурнăç çине хуçалла пăхакан студент ашшĕ-амăшне ывăлне вĕрентме çăмăлрах пултăр тесе 4-5 курссенче пĕлÿ пухнă чухне лаборант пулса та ĕçленĕ. Вăхăт хăвăрт иртет. 1989 çулта Игорь аслă шкултан вĕренсе тухнă. Алла диплом илнĕ__ хыççăн çамрăк специалиста ĕçлеме Хĕрлĕ Чутай районне янă. Вĕрентÿ пайĕн ертÿçи аслă пĕлÿ илнĕ каччăна Етĕрне районĕн чиккинче вырнаçнă Испухан ялĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкула ĕçлеме направлени панă. Ĕнерхи студент асăннă ял ăçта вырнаçнине те‚ унта мĕнле транспортпа çитмеллине те пĕлмен.

– Вăл вăхăтра автобуссем сахал çÿретчĕç. Ĕç вырăнне çынсенчен ыйткаласа тупса унта çула май автомашинăпа ларса çитрĕм, – терĕ ултă теçеткерен иртнĕ кĕрнеклĕ арçын хăйĕн ĕç биографийĕн пуçламăш утăмĕсене манăн куç умне кăларнă май. Игорь Александрович пурнăçăн пĕр утăмĕнчен те пăрăнса юлман. Тантăшĕсемпе пĕрле салтакра та пулнă, математика вĕрентекенĕпе Нина Ивановнăпа пĕрлешсе туй тунă.

Кун хыççăн çамрăк мăшăр Хĕрлĕ Чутайран Муркаш районĕнчи Москакасси шкулне куçса килет. Нина Ивановна кĕçĕн классен учителĕнче ĕçлеме пуçлать. Игорь Александрович вара вĕрентекен ĕçĕсене тивĕçлĕ пурнăçласа пынă хушăрах шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса тăрăшнă. Вăл хăйĕн юратнă предмечĕсемпе ачасене тулли пĕлÿ пама та‚ вĕсен тавракурăмне анлăлатма та ĕлкĕрнĕ. Икĕ çул хушши пирĕн ентеш Москакассинчиача-пăчасен пултарулăх çурчĕн директорĕн çумĕн лавне туртнă. Хăш чухне вара директор ĕçĕсене те пурнăçлама тивнĕ. Анчах çакă ăна хăратман. Николай Панфилович Милютин Муркаша куçса кайсан, Игорь Александрович 20 çул ытла Москакассинчи вăтам шкул директорĕнче вăй хунă. Шкулта пуян опытлă ертÿçĕ ăста специалист‚ пысăк пĕлÿллĕ çын‚ пултаруллă педагог ĕçленĕ тапхăрта вĕрентÿ процесĕ тата педагогсен коллективĕн ĕçĕ тĕпрен улшăннă. Вĕрентекенсем кашни ачан уйрăмлăхне (физиологи‚ психологи‚ ăс-тăнпа çул-ÿсĕм аталанăвĕсене) шута илсе çĕнĕ программăпа ĕçлессине алла илнĕ. Игорь Александрович тăрăшнипе ялти шкулта профильлĕ классем, коррекци класне уçнă. Çак предметсене кăмăллакансемшĕн тата асăннă предметсемпе çыхăннă профессисене суйласа илекенсемшĕн çĕнĕлĕх уйрăмах вырăнлă пулнă. Мĕншĕн тесен ĕнерхи шкул ачисем институтсемпе университетсене вĕренме кĕме экзаменсене лайăх тытнă‚ бюджет вырăнĕсене вырнаçнă. Унсăр пуçне директор тăтăш шыравра пулнипе районта пуринчен малтан Москакассинчи вăтам шкулта пÿлĕмсене модульлĕ газ котельнăйĕпе хутса ăшăтма тытăннă. Ачасене хĕл кунĕсенче туалета çÿреме сивĕ ан пултăр тесе шкул çуртĕнче ăшă туалетсем хута янă. Классемпе коридора‚ учительсен пÿлĕмне илемлĕрех те хăтлăрах тăвас тесе пĕрремĕш евроремонт тунă, спортзала çĕнетнĕ, чӳречесем улăштарнă. Кунсăр пуçне Игорь Александрович çине тăнипе шкулта 2007 çулта краеведени музейĕ уçнă. Ялта ача садне хупсан шкул çулне çитмен ачасен икĕ группине валли те вырăн тупнă. Арçын ертÿçĕ Москакассинчи вăтам шкулта ĕçленĕ çулсенче шкулта хăйсен профессине юратакан‚ ачасемшĕн чунне пама хатĕр пултаруллă педагогсен коллективĕ йĕркеленчĕ. Вĕрентекенсем кунта пĕрре мар регион тата район шайĕнчи семинарсем ирттернĕ. Учительсем те‚ ачасем те шкул ятне çÿллĕ шайра тытма тăрăшнă. Вĕсем Раççейре, Чăваш Республикинче ирттернĕ конкурссенче малти вырăнсене тухнă.

Олег ТАРАСОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6