«Халăхсен туслăхĕ» орден кавалерĕ

Категория: Общество Опубликовано: 03.10.2025, 13:49 Просмотров: 96

Муркаш муниципалитет округĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнă Алексей АВДЕЕВ (сăн ÿкерчĕкре) хăйĕн ĕç ĕмĕрĕнче шанса панă ĕçре çичĕ хут тар юхтарса вăй хунипе «Халăхсен туслăхĕ» ордена (1986 ç.), «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне (2000 ç.), «9-мĕш пилĕкçуллăх ударникĕ» (1974 ç.), «Ĕç ветеранĕ» (1985 ç.) хисеплĕ ятсене, Чăваш Республикин Хисеп грамотине (2000 ç.) тивĕçнĕ. Çак чыссене Алексей Алексеевич нумай çул хушши Муркашри сĕт заводĕнче ĕçленипе, ăна аталану çулĕпе ертсе пынипе, хамăр тăрăхри пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене малашлăха пăхма тĕкĕ панипе тата вĕсене вăхăтра пулăшнипе тивĕçнĕ. Çаксем хыçĕнче – пирĕн енри ялсен аталанăвĕ тата унта пурăнакансен малтуртăмлă ĕçĕ.

Тавах Турра, Муркаш ен аталанăвĕ пĕр вырăнта тăмасть. Çĕнĕлĕхсем вăй илсе пынă май унчченхи ырă ĕçсене те эпир тăруках манăçа кăлармастпăр. Çав ырă енсен тĕшшине сыхласа хăварма пултарни çамрăк ăру аслисен ĕçне малалла тăсни, пирĕн паянхи пурнăç аталанăвĕ ыранхи кунпа çыхăнни нумай калаçмасăрах паллă.

«Сĕт вăл – çут çанталăк хатĕрленĕ хăйне евĕр тĕлĕнмелле апат. Унпа çынсем пиншер çул каялла усă курма пуçланă. Сĕт – тин çеç çуралнă ачан пĕрремĕш апачĕ. Сĕтре тата унран хатĕрленĕ продуктра пирĕн организмшăн пурăнмалли тата аталанмалли пур япала та çителĕклĕ. Çавăнпа та унпа пурин те туллин усă курма тăрăшмалла», – тетчĕ хăй вăхăтĕнче пурнăçне 36 çул Муркашри сĕт завочĕпе çыхăнтарнă Алексей Авдеев ĕç ветеранĕ. Ĕмĕрне, тĕпрен илсен, асăннă заводра ирттернĕ Алексей Алексеевич унăн аталанăвне пысăк тÿпе хывнине пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем, хамăр тăрăхри пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен ертÿçисемпе специалисчĕсем лайăх астăваççĕ-пĕлеççĕ. Çакна тĕрлĕ çулсенче унпа пĕрле ĕçлеме тÿр килнисем те, муниципалитет округĕнчи яваплă ертÿçĕсемпе специалистсем те паян пĕр çын пек пулса çирĕплетеççĕ. Муркашри сĕт завочĕн историйĕ пысăк та пуян. Вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсенче ĕçлеме пуçланă. Унăн историйĕ Раççейри сĕт-çу промышленноçĕн Чăваш Республикинчи тресчĕн Муркаш районĕнчи сĕт-çу промышленноç заводĕнчен пуçланать. Малтанхи çулсенче районти сĕт-çу промышленноçĕн тытăмĕнче Шурчари çу тăвакан тата сыр пĕçерекен 59312-мĕш номерлĕ завод пулнă. Унпа Муркашри, Очăкассинчи тата Вăрманкассинчи сĕт пуçтаракан 38 пункт тата 3 сепаратор пункчĕ шанчăклă вăй хурса ĕçленĕ. Шурчари çупа сыр завочĕн производство хăвачĕ талăкра вăтамран 3,21 центнер услам çу тата 70,68 центнер ĕçмелли сĕт туса илме май панă. 1950 çулхи çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче асăннă ĕç коллективĕн тĕллевĕсене кура Муркашри сĕт-çу заводне малтуртăмлă аталанма район центрĕнче 1 гектар çĕр уйăрса панă. Çĕнĕ заводăн тĕллевĕнче пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчен çулталăкне пуçтарнă 1000 тонна сĕте тирпейлесси тăнă. Çак хăват хамăр тăрăхри пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен аталанăвĕшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине шута илсе сĕт промышленноçĕн предприятийĕсене проектлассипе ĕçлекен Пĕтĕм союзри патшалăх кантурĕн типлă проекчĕпе асăннă завода тăвассипе ĕçсем пуçланнă. 1952 çулхи чÿк уйăхĕнче строительство ĕçĕсем вĕçленнĕ. Завод хамăр хуçалăхсен сĕтне йышăнма пуçланă. Сĕт тирпейлекен завода малтанхи çулсенче И. Петров, И. Евдокимов, В. Цветков директорсем ертсе пынă. Вĕсем тăрăшнипе сĕт завочĕ хăйĕн производствине пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен аталанăвĕпе пĕр шайра тытса пырассине тĕп вырăна кăларнă. Çакă завода тăтăш аталанма, ятне çÿлтен çÿле çĕклесе пыма, район производствишĕн ырă ятлă пулма пулăшнă.

Заводра 1958 çулта кочегар пулса ĕçлеме пуçланă, каярахпа тепĕр хушă завод механикĕнче вăй хунă Алексей Авдеев 1967 çул тĕлне завод ĕçне шал енчен те, тулашран та пĕтĕмпех пĕлсе çитнĕ. Çав вăхăтрах юнашар вăй хуракан рабочисемпе, заводпа ĕçлекен пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе пĕр тĕллевлĕ ĕçлессине те йĕркеленĕ. Çапла вара тăрăшуллă ĕçчене пĕрле ĕçлекенсем хисеплеме пуçланă. Ку вăл район экономикинче сĕт завочĕн черетлĕ аталану çулне уçнипе танлашнă. Маларах асăннă çул заводра ĕçлекенсем тата унăн пулăшăвĕпе усă куракансем пĕр шухăшлă пулнипе сĕт завочĕн тилхепине Алексей Авдеева шанса параççĕ.

Шăпах çакăнтан заводăн çĕнĕ аталану çулĕ уçăлать. Вăл район тата республика экономикинче хăйне çирĕппĕн кăтартма пуçлать. Муркашри сĕт-çу завочĕ 1968 çулччен ялсенчи сепаратор пункчĕсене пĕрлештерсе ĕçлесе пынă. Колхозсенче автомашинăсен хисепĕ ÿснĕçемĕн хăймана сĕтрен уйăракан пунктсем хупăнса пынă. 1978 çулта Мăн Сĕнтĕрте вырнаçнă пысăках мар сĕт-çу заводне хупнă хыççăн районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчен пĕтĕм сĕте Муркашри сĕт-çу заводне турттарма пуçланă.

– Çак тапхăр пирĕн аталанăвăн черетлĕ çулĕ пулчĕ. Мĕншĕн тесен Муркашри сĕт-çу завочĕ Шупашкар хулинчи сĕт-çу завочĕн филиалĕ пулса тăчĕ. Хамăр производствăра сĕтпе çу тата кефирсăр пуçне тăпăрчă та кăларма пуçларăмăр. Ку пирĕн экономикăн черетлĕ аталану утăмĕ пулчĕ. Тăпăрчă кăларма пуçланăранпа пирĕн хутшăнусем те йышланчĕç, финанс лару-тăрăвĕ те ырă енне улшăнчĕ. Пирĕнпе ĕçлекен пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен тăрăшулăхĕ те ÿсрĕ, – каласа панăччĕ мана хăй вăхăтĕнче сĕт-çу завочĕн директорĕ Алексей Алексеевич. Завод вара пурнăç уттинчен юлмасăр, рынок хутшăнăвĕсемпе килĕшÿллĕн аталану çулĕпе пынă. 1989 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕнчен вăл рынок хутшăнăвĕсенче хăй тĕллĕн ĕçлекен завод статусне илнĕ, районти тата унăн тулашĕнчи сĕт туса илекенсемпе ĕçлеме пуçланă. Ăна нумай çул пĕр улшăнмасăр Алексей Авдеев ертсе пынă. Çак хушăра заводра чылай ырă улшăнусем пулса иртнĕ. Уйрăммăн илсен, 1984 çулта производство цехĕн çĕнĕ корпусĕ хута кайнă, 1989 çултанпа завод котельнăйĕ çут çанталăк газĕпе ĕçлеме пуçланă. Пурнăç улшăнăвĕсенчен юлман коллектив 1994 çултанпа – «Муркашри сĕт-çу завочĕ» акционер обществи. 1997 çулта завод администрацийĕн икĕ хутлă çĕнĕ çуртне кĕске вăхăтра туса пĕтерсе хута яма май килнĕ.

Завод çулленех хăйĕн пурлăхпа техника базине ÿстерсе çирĕплетсе пынă. Унăн харпăрлăхĕнче çулсем иртнĕ май сĕт тата тиев турттармалли автомашинăсем, продукци турттармалли автофургонсем, ĕçлекенсене илсе çÿреме автобус, çăмăл автомашина пулнă. Экономикăри пăтăрмахсене çĕнтерсе пырса завод коллективĕ нихăш çул та хăйĕн позицийĕсене чакарман. Сĕт завочĕн ĕçĕ-хĕлĕ хамăр тăрăхри пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем ĕнесенчен мĕн чухлĕ сĕт суса илнипе тÿрремĕнех çыхăнса пынă. Завода сĕт парассипе Мичурин яч. хис., «Свобода», К. Иванов яч. хис., «Ударник», «Герой», «Хлебороб», Чкалов яч. хис., Ильич яч. хис., «Передовик», «Сундырский» хуçалăхсем палăрса тăнă. Хăйĕнпе тачă çыхăнса ĕçлекенсене сĕт-çу завочĕ те тăтăш пулăшнă. Çак ĕçсене йĕркелесе пырассинче Алексей Алексеевичăн тÿпи те пулман мар ĕнтĕ. Малтуртăмлă ĕçпе пысăк чыс-хисепе тивĕçнĕ ертÿçĕ ертсе пынипе «Моргаушский» сĕт-çу завочĕ аталану çулĕпе çирĕппĕн малалла утса пынă. Хăйĕнпе тачă çыхăнса ĕçлекен хуçалăхсене те вăл çур аки е кĕр аки пынă чухне тата ытти ĕçсем вăхăтĕнче пĕчченлĕхре хăварман, май пур таран пулăшма тăрăшнă. Ĕç стажне 45 çула çитернĕ ĕçчен «Моргаушский» сĕт-çу завочĕн ертÿçинче 36 çул вăй хунă. Йывăр чир ăна 2022 çулта ĕмĕрлĕхех пирĕнтен уйăрса кайрĕ. Муркаш районĕн аталанăвĕнче курăмлă йĕр хăварнă Алексей Алексеевич Авдеева унпа пĕрле ĕçленисем, вăл ертсе пынă сĕт-çу завочĕ пулăшăвне курнисем çак маттур ĕçченĕн ячĕ муниципалитет округĕн Хисеп хăми çинче пулмаллах тесе шутлаççĕ.

«Моргаушский» сĕт-çу заводĕнче ĕçленисем ыйтнипе Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6