«Пĕрле пулсан эпир пур ыйтăва та вăхăтра, пысăк пахалăхпа тата халăха майлă татса пама пултаратпăр. Ăна валли пирĕн пĕр çыхăра ĕçлемелле. Çакна валли майсем пур», – терĕç муниципалитет округĕнчи общество палатин ĕçне хутшăннисем хăйсен черетлĕ тĕл пулăвне пĕтĕмлетме пухăнсан.
Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче общество палатин членĕсем ирлесех муниципалитет округĕн администрацине пухăнчĕç. Общество палати вырăнти влаçпа пĕр туртара пыни нумай çитменлĕхе маларах тупса палăртса çивĕч ыйтусене вăхăтра татса пама май парать. Аслă ăрурисем пус çумне пус хушма вĕрентни, пĕр ĕçе тепринпе çыхăнтарса пыма тăрăшни – пирĕн общество аталанăвĕшĕн яланах ырă тĕслĕхре. Ăна эпир халăхăмăр хушшинче ĕмĕртен пыракан чăнлăх тесе хаклатпăр. Ĕçлекен тăрăшулăхне тивĕçлипе йышăнакансем пурнăçланă ĕçшĕн тав тăвассине те кун йĕркинче çирĕп тытса пыраççĕ. Муркаш муниципалитет округ администрацийĕ хăйĕн тытăмĕнчи производство ыйтăвĕсене алăра тытнипе пĕрлех обществăри лару-тăрупа та тăтăшах кăсăкланса тăрать. Çакна валли пирĕн тăрăхра пĕрремĕш çул мар общество палати ĕçлет. Вăл муниципалитет округĕнчи ырă пулăмсене аталану çулĕ пама тăрăшать. Асăннă палата ĕçре те, пурнăçра та пуян опыт пухнă çынсем пулнăран вĕсем вăл е ку ыйтăва тишкерни яланах хамăр округшăн усăллă пулни вăрттăнлăх мар. Кунта çуралнă сĕнÿсем те умри ĕçсене çиччĕ виçсе йĕркелесе пыма пулăшнине никам та хирĕçлемест. Ку хутĕнче Владимир Никитин ертсе пыракан общество палатин членĕсем «Сеспель» хупă акционер обществин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Çакна валли вĕсене Калмăкра асăннă общество ертÿçин заместителĕ Юрий Федотовпа обществăн тĕп инженерĕн заместителĕ Андрей Котелкин кĕтсе илчĕç. Вĕсем хăнасене хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе, продукци кăларассипе, вăл ăçта-ăçта кайнипе, умри тĕллевсемпе, услугăсен тĕсĕсемпе, вĕсен ĕçĕпе камсем усă курнипе, ĕç мелĕсемпе паллаштарчĕç. Хупă акционер обществинче паян 700 çынна яхăн ĕçлет. Вĕсем кăларакан продукци Раççейĕпех саланать.
– Пирĕн ĕç муниципалитет округĕшĕн те, Чăваш Республикишĕн те, ÿснĕ çынсемпе ача-пăчашăн та пĕлтерĕшлĕ, – терĕ цехсемпе илсе çÿренĕ чух хăнасен ыйтăвĕсем çине хуравланă май обществăн тĕп инженерĕн заместителĕ Андрей Котелкин. «Сеспель» хупă акционер обществин ĕçĕпе, умри тĕллевĕсемпе паллашнă хыççăн общество палатин членĕсем Москакассинче çĕкленнĕ «Колокольчик» ача садĕнче пулса курчĕç. Строительсен ĕçĕпе паллашнă май ача сачĕ çывăх вăхăтрах хута каяссине курса ĕненчĕç. Кунта муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче вĕренÿ организацийĕсем епле ĕçлесси, мĕнле çĕнĕлĕхсемпе усă курасси пирки каласа пачĕ. Паян пирĕн округра пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 18 шкул, хушма пĕлÿ паракан 4 учреждени, 11 ача сачĕ ĕçлет. 6 шкулта вĕренÿ çулне çитмен ачасен 8 ушкăнĕ пур. Вĕренÿ организацийĕсенче 2792 ача вĕренет пулсан, шкул çулне çитмен 775 ача воспитани илет. Зоя Юрьевна хăйĕн докладĕнче шкулсемпе ача сачĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлессипе туса ирттернĕ ĕçсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Кунта вăл кăçалхи юсав ĕçĕсене унчченхи виçĕ çулхипе танлаштарса пачĕ. Вĕренÿ процесĕнчи çĕнĕлĕхсем пирки каласа пани те иккĕмĕш вырăна юлмарĕ. Кăçал шкулсенче «Кадрсем», «Çемье», «Çамрăксем тата ачасем» т. ыт. наци проекчĕсем ĕçлеме пуçланă. Вĕсене пурнăçа кĕртессине вĕренÿ организацийĕсем те, педагогсем те хастар хутшăнĕç. Пĕрлехи тĕллев – патшалăх аталанăвне тÿпе хывасси. Çакна валли наци проекчĕпе килĕшÿллĕн вĕренÿ учрежденийĕсен инфраструктурине модернизацилесси малалла пырĕ. Москакасси территори пайĕн пуçлăхĕ Денис Кириллов хăйсен тăрăхĕнче шыв кĕртес ĕçсем вĕçленнĕ май малашне çулсем çине тимлĕх пуласса шантарчĕ.
Анатолий БЕЛОВ.
Август 2026 |
