Пурнăçпа тан пыракансем тăрăшнипе паян кашни ялтах, урамрах çĕнĕ проектсем вăй илсе пыраççĕ. Çапла вара ялта пурăнакан пĕрле пулсан çеç хăйĕн тăван кĕтесне хăт кĕрессе шанать.
Нумай ыйту ăна вăхăтра татса паманнипе çулсем иртнĕ май курăмлă калăпланса кайнă. Шăпах вĕсене хускатаççĕ те ĕнтĕ хальхи вăхăтра пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе яла çĕнĕ сăн кĕртме палăртнă граждансем. Вĕсем патшалăх сĕнекен проектсемпе усă курса хăйсене нумай вăхăт канăçсăрлантаракан ыйтусем çине кĕске вăхăтра татса памалли хуравсем шыраççĕ. Вĕсем пур, анчах вăл ыйтусене татса пама ял çыннисем патшалăх программисене хутшăнса пĕр тĕллевпе вăй хуни кирлĕ.
– Тăван ял – пирĕн пĕрлехи пуянлăх. Çавăнпа та унти тирпейлĕхе тивĕçлĕ шайра тытса пырассишĕн нумай чухне ял çыннисем хăйсем яваплă пулса тăраççĕ. Çакна пирĕн территори пайĕнче пурăнакансем те лайăх ăнланаççĕ тесе шутлатăп. Çав вăхăтрах пĕрле пулса патшалăх, республика шайĕнчен сĕнекен çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртессипе ĕçлемелли те çук мар-ха, – терĕ тăван ял хăтлăхĕпе унăн малашлăхĕ пирки калаçу хускатсан вырăнти активист Евгений Макаров (пĕрремĕш сăн ÿкерчĕкре сулахайри). Шомикра паян çынсем 9 урамра пурăнаççĕ. Кашниех хăйсен кĕтесне вăй çитнĕ чухлĕ тирпейлесе хăт кĕртессишĕн тăрăшать. Кăна ырламалла кăна. Евгений Дмитриевич хăйĕн сăмахĕнче умри тĕллевсене унпа пĕрле пайлакансем хушшинче ялта пурăнакансем те сахал маррине каларĕ. Вĕсем кашниех хăйсен сĕнĕвĕсемпе, тăрăшулăхĕпе пĕрлехи ĕçе активлă хутшăнаççĕ, укçа-тенкĕ енчен пулăшма тăрăшаççĕ. Ытти çĕрти пекех Шомикри Пошкар урамĕнче пурăнакансем те капиталлă юсава кĕтмесĕрех çулсерен хăйсен вăйĕпе ял çулне юсаса тăраççĕ, анчах лакăмĕсем чакмаççĕ-ха.
– Хамăр тăрăшмасан пирĕн урамсене кам пăхса тăрĕ-ха? Нумайăшĕ пропискăпа – хулара, кану кунĕсенче е çулла –ялта. Пире кирек ăçта пурăнсан та çавах мар-и? Анчах хулара пропискăна тăнисем ял-урам хăтлăхĕшĕн сасăлаймаççĕ. Çакăн пеккисен шутне эпĕ хама та кĕртетĕп. 67 çулта эпĕ, анчах хам çуралса ÿснĕ килте Шомикра пурăнатăп. Пирĕн урам урлă иртекен çул федераци трасси çине тухать. Анчах ялти çул çуркунне е кĕркунне ыррине çеç шантарать. Хĕлле те кунта йĕркеллĕ çул çуккине час-часах куратпăр, анчах çул тăвасси питĕ йывăр ыйту пулни пирĕншĕн пуриншĕн те паллă. Чăрмавĕ мĕнре-ши? Ку ыйтăва тăтăшах хускататпăр, анчах шанчăклă хурав илейместпĕр-ха, – сăмах хушрĕ пире Николай Кудряшов (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре). Кунта çакна та асăнса хăвармалла. Пошкар урлă иртекен çул пристане анать, ачасемпе ашшĕ- амăшĕсене тата пăхса тăракан организацисене «Дубки», «Лесная сказка», «Солнышко», «Алый парус», «Березка» лагерьсене, тăватă дача кооперативне илсе пырать.
– Асăннă организацисене ачисене илсе пыракансем çул çинче епле нушаланнине курсан чун тарăхупа тулать. Чылай маларах вак чул сарнă çулсем те паян юсав ыйтаççĕ. Асăннă çулсем пирĕншĕн çеç мар, республикăшăн та пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатпăр. Апла пулсан вĕсене юсамаллах. Ялта пурăнакансем çак ĕçе пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе хутшăнма пĕр саслă хурав параççĕ. Анчах пире илтеççĕ-ши? – çапла ыйтрĕ Николай Николаев. Николай Владимирович шучĕпе кунти йĕркеллĕ çул васкавлă пулăшу машинисемшĕн те, уйрăм çынсен харпăрлăхĕнчи транспорт хатĕрĕсемшĕн те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ялта çула çанталăк газĕ те, ĕçмелли шывĕ те пур, анчах паха çул тĕлĕшпе умра пысăк ыйту тăрать.
– Пурнăç улшăннă май ял çыннин хăтлăхĕ те ÿсрĕ. Нумай килте паян çăмăл автомашина пур, анчах вĕсемпе кунашкал çул çинче хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса çÿреме çăмăл мар. Çакă ял пурнăçĕ тата унăн малашлăхĕ çине пысăк витĕм кÿни ытлашши каламасăрах паллă. Çавăнпа та ялта паха та яка автоçул кирлех тесе шутлатăп, – магазин патне каякан çул çине кăтартса калаçать çул тăвассин активисчĕсенчен пĕри Николай Юлин водитель (пĕрремĕш сăн ÿкерчĕкре сылтăмри).
Çул пĕлтерĕшлине Шомикри магазинта 20 çул ĕçлекен Ольга Серова (виççĕмĕш сăн ÿкерчĕкре), куллен ĕçе çÿренĕ май, кашни утăм тумассерен курать-туять. Çавăнпа та вăл çул тумалла тесе сăмах хускатсан пĕр сăмахсăрах уншăн сасăлама пулчĕ. Ял çыннисем Шомик ялĕнче çул тăвассипе пуçарулăх ушкăнне те йĕркеленĕ. Ăна Александр Малининпа Александр Карякин ертсе пыраççĕ. Вĕсем пуçăннă ĕçе ялта пурăнакансене активлă хутшăнтарма тăрăшаççĕ. Лару-тăрăва кура хăйĕнчен мĕн килнине вăхăтра пурнăçлама тăрăшать тăрăшуллă ял-йыш. Тăрăшать те пахарах çул пуласса шанать.
Анатолий БЕЛОВ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.
«Ял çĕнелет» проект Чăваш Ен Цифра министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Август 2026 |
