Уяр кунсенче уй-хирте «хир карапĕсем» ăмăртмалла çаврăм хыççăн çаврăм туни – кĕр кунĕн тулли илемĕ.
Иртнĕ ытларикуна пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем пĕтĕмпе 11780 гектара яхăн (84 процент) лаптăк çинче вырма ĕçĕсене вĕçленĕ. Гектар пуçне тивекен вăтам тухăç хальлĕхе – 33 центнер. Кунпа пĕрлех технологие пăхăнса округĕпе 3 пин гектара яхăн (48 процент) кĕрхи культурăсем акса хăварнă. Паянхи куна вырма тата ака ĕçĕсем юлашки гектарсем çине куçрĕç. Пур хуçалăхра та хĕрÿ ĕç шавĕ тăнă вăхăтра патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕпе Алексей Сорокинпа патшалăх техника надзорĕн инспекторĕ Сергей Николаев (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре сулахайра тата сылтăмра) çĕр ĕçченĕ вырмара хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене пăхăннине тĕрĕслесех тăраççĕ. Эрне каялла вĕсем пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене черетлĕ рейдпа тухрĕç. Кашмашри Петр Толикин хресчен (фермер) хуçалăхĕн механизаторĕ Андрей Толикин «Акрос-530» «хир карапĕпе» 15-мĕш вырмана хутшăнать. Эпир тĕл пулнă чухне вăл пĕр хиртен тепĕр хире куçатчĕ. «Çанталăк условийĕсемпе туллин усă курса вырман кашни кунне ĕçре ирттерес тетпĕр. Ĕçе тĕплĕ хатĕрленнĕрен техника кăçал ура хумарĕ-ха. Хамăр ума лартнă тĕллевсене пурнăçласах пыратпăр», – терĕ Андрей Петрович тĕрĕслевçĕсене хăйĕн техника юсавлăхĕпе паллаштарнă май (пĕрремĕш сăн ÿкерчĕкре сулахайри). Кун хыççăн эпир «Герой» ял хуçалăх производство кооперативне çитрĕмĕр. Хирте Илья Дмитриев тытса пыракан «хир карапĕ» рапс пуссинче юлашки гектарсем вырассипе тăрăшатчĕ. Комбайн иртнĕ май хир пушанса юлни, уй-хиртен автомашинăсем пĕрин хыççăн тепри йĕтем çине васкани хуçалăхра уй-хир ĕçченĕсем уяр кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшнине çирĕплетрĕ.
– Технологие пăхăнса акнă тата çу кунĕсенче тирпейлĕ пăхса тăнă пусă çум курăкĕнчен таса, ани те ĕçлеме тикĕс. Ун тăрăх «хир карапне» тытса пыма питĕ кăмăллă, – савăнăçне пытармасăр калаçать «Акрос – 530» комбайн кабининчент пирĕн пата аннă Илья Дмитриев (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре варринчи) комбайнер хире тухнă хуçалăхăн тĕп инженерĕпе Георгий Шурновпа тата патшалăх техника надзорĕн округри тĕп инспекторĕпе Сергей Николаевпа. Пирĕнпе калаçнă хушăрах кăнтăр апачĕ тунă Илья Николаевич кооператив кăçалхи вырмана тĕплĕ хатĕрленнине, лайăх ĕç условийĕсем туса панине палăртрĕ. Механизатор шухăшĕпе уй-хирти ĕç-хĕл те кăçал çавăнпах кал-кал пурнăçланса пырать. Хăйне шанса панă «хир карапĕпе» вăл кăçал пин тонна ытла çĕнĕ çăкăр çапса тĕшĕлеме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.
– Ăнса пулнă тырăна вăхăтра кĕлете кĕртесси – умри тĕп тĕллев. Хуçалăхри ĕç калăпăшĕ пысăк тесе пирĕн хушăмăрта паян алă усса ларакан çук, – терĕ Е. Андреев яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕнче хăйне шанса панă «Акрос –550» комбайнпа юлашки гектарсем çинче тырă выракан Александр Семенов комбайнер (виççĕмĕш сăн ÿкерчĕкре). Тĕрĕслевре комбайнер пушар тата ĕç хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнни тата вĕсене тĕпе хурса ĕçлени курăнчĕ. Иккĕмĕш «Акрос» комбайнпа вырмана хутшăнакан Димитрий Семенов механизатор та вырма вĕçленсе пынипе кăмăллă. Вĕсем хăйсене шанса панă «хир карапĕсен» юсавлăхне тĕрĕслесех тăраççĕ, ыттисенчен те çавнах ыйтаççĕ. Çакна каласа хăвармалла, ĕнерхи куна муниципалитет округĕнчи нумай хресчен (фермер) хуçалăхĕсемпе пĕрлех Суворов яч. хис., «Герой», «Куснар», «Оринино», «Свобода» пĕрлешÿллĕ кооперативсем вырмана пĕтĕмпех вĕçленĕ. Е. Андреев яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕнче те вырма ĕçĕсем юлашки гектарсем çинче кал-кал пыраççĕ (тăваттăмĕш сăн ÿкерчĕкре). Асăннă хуçалăхри механизациленĕ бригада технологие пăхăнса ĕçлесе кĕрхи культурăсене те кĕске вăхăтра 468 гектар çинче акса хăварма ĕлкĕрнĕ. Умра – ял хуçалăх техникине тирпейлесе управа лартасси.
«Куснар» агрофирмăра та кăçал кĕрхи уй-хир ĕçĕсем йывăрлăхсене çĕнсе кал-кал пычĕç. Асăннă хуçалăхра вырмана икĕ «хир карапĕ» хутшăнчĕ. Кооператив ертÿçисем тăрăшнипе вĕсене пушарпа кĕрешмелли пирвайхи хатĕрсемпе çителĕклĕ комплектланă. «Юлашки çулсенче республикăра тырă вырмалли комбайнсем пĕрре мар çунса кайнине пĕлетпĕр. Çавăнпа пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнассине вырмара тĕп вырăнта тытса ĕçлерĕмĕр. Ăна валли кашни комбайн çинчех огнетушителĕ те пулчĕ, хăйăрĕпе шывне те çителĕклĕ тытрăмăр», – терĕç Юрий Егоровпа Сергей Кондаков комбайнерсем ĕç уяр вăхăтра яра куна тăсăлнине тата хăйсем май пур таран тăрăшса ĕçленине палăртса. Пĕрлехи тăрăшулăх вырмана кĕске вăхăтра вĕçлеме пулăшрĕ. Малашлăха пăхакан çĕр ĕçченĕ кăçал уяр кунăн кашни минучĕ-сехечĕпе туллин усă курса вырмана çухатусемсĕр вĕçлерĕ. Тăрăшуллăраххисем вырма ĕçĕсене вĕçлесе «хир карапĕсене» парка кĕртсе лартнă та ĕнтĕ. Паян вĕсене тасатса технологие пăхăнса управа вырнаçтарасси – вĕсен умĕнчи тĕп тĕллев. Малашлăха пăхакан хуçалăхсем кĕрхи культурăсене çитес çул валли те çителĕклĕ акса хăвармаь тăрăшнă. Пирĕн округра унăн лаптăкĕ кăçал 2800 гектара яхăн. Кĕрхи культурăсене ыттисенчен нумайрах çак хуçалăхсем акса хăварнă: Е. Андреев яч. хис., Суворов яч. хис. кооперативсем. Çĕнĕ çăкăр кăçал хиртен йĕтем çине пĕр чăрмавсăр кайса тăчĕ. Ăна аласа типĕтекен бригадăсем те йĕтем çине пынă тырăна купара нумай вырттармарĕç. Вырмана хутшăнакан кашни ĕçчен перекетлĕхе тĕп вырăнта тытса ĕçлеме тăрăшрĕ.
– Тырă аламалли тата типĕтмелли кашни агрегат юсавлă пулнăран хиртен килнĕ ылтăн пек пурлăха май пур таран çийĕнчех аласа-типĕтсе кĕлете кĕртсе хума тăрăшрăмăр, – терĕç хуçалăхсенче хиртен кĕнĕ тырăна аласа типĕтме хутшăнакан ĕçченсем хăйсен ĕç пĕлтерĕшне ăнланнине палăртса. Ĕçре кашни уяр сехетпе туллин усă курма тăрăшсан хуçалăхсен экономики те тĕрекленĕ, аталанăвĕ те вăй илĕ, çĕр ĕçĕнче тăрăшакансен пурнăç условийĕ те ырă енне улшăнĕ. «Çакна эпир шанатпăр», – терĕ Е. Андреев ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи Виталий Семенов.
Кунпа пурте килĕшеççĕ тесе шутлатăп. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем паян çĕр улми кăларассипе, пахча çимĕç пуçтарса кĕртессипе çанă тавăрса ĕçлеме пуçларĕç. Кунта та уяр кунăн кашни сехечĕ паха пулнине паян кашни хуçалăхрах ăнланаççĕ.
Анатолий БЕЛОВ, район хаçачĕн редакторĕ.
Август 2026 |
