«Салтаксем патне каймасăр пултараймастăп»

Категория: Общество Опубликовано: 19.09.2025, 08:45 Просмотров: 32

Сăн ÿкерчĕкре «Раççей транспорчĕн хисеплĕ ĕçченĕ» кăкăр çине çакмалли паллăна, «Чăваш Ен транспорчĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ, çавăн пекех ятарлă çар операцине пысăк пулăшу тăтăш кÿнĕшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ Валентина Петровăна куратăр. Ку унăн наградисен пĕр пайĕ кăна. Вăл Ярапайкасси тăрăхĕнчи Милютакасси ялĕнчен.

– Транспортник профессийĕнче эпĕ 1978 çултанпа ĕçлетĕп. Малтан лини контролерĕнче тăрăшрăм, майĕпен хамăн транспорт компанине йĕркелерĕм, хам та руль умне ларма пуçларăм, техника паркне пысăклатса пытăм. Атте пирĕнтен ир уйрăлса кайнăран пурнăç тути-масине лайăх пĕлетĕп, ура çине тăма çăмăлах пулман. Анне улттăна пăхса ÿстерчĕ, пĕр ачине те хăйĕнчен уйăрмарĕ, – терĕ Валентина Федотовна.

Вăл – пассажирсене турттарассипе ĕçлекен «АвтоУспех» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн ертÿçи. Халĕ унăн машина паркĕ пысăк, хулари тата хула çум маршручĕсене тивĕçтерет, вăл шутра – кÿршĕри Мари Республикинче те. Предприяти пассажирсене турттарать кăна мар, социаллă пĕлтерĕшлĕ пысăк тивĕç пурнăçлать, СВО зонине гуманитари пулăшăвĕпе икĕ-виçĕ машинăпа тухса çÿрет. Компани кăçал Аслă Çĕнтерÿ 80 çул тултарнине шута илсе предприяти автобусĕсем çине Муркаш тăрăхĕнчи Совет Союзĕн Геройĕсен, Раççей Геройĕсен, ĕç паттăрĕсен, тыл ĕçченĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене çыпăçтарас проекта пурнăçланă. Кун пек автобуссем Шупашкартан пуçласа Çĕмĕрле таранах тата ытти тăрăхра çÿреççĕ. Çитес вăхăтра автобуссем çине пархатарлă ĕçпе палăрнисене, тыл ĕçченĕсене, ятарлă çар операцине хутшăнакансене çыпăçтарма палăртаççĕ. Предприятире 150 çын ĕçленине шута илсен, автобуссен чÿречинчен çавăн чухлĕ тĕрлĕ ĕçре палăрнă ятлă-сумлă çын кашни кун пăхса пырать пирĕн çине. Ертÿçĕ каланă тăрăх, техника паркĕ çитес вăхăтра татах çĕнелмелле, çĕнĕ автобуссем илсе килме палăртнă. Çак акцие «Фортуна» чикĕллĕ яваплăхлă общество та хутшăннă. Унăн автобусĕсем «Шупашкар – Çĕнĕ Шупашкар» маршрутпа çÿреççĕ. Сăмах май çакна та палăртса хăвармалла, унăн ертÿçи – Инесса Казанцева – Валентина Петровăн тăванĕ, пĕрле вĕсем социаллă пĕлтерĕшлĕ пысăк ĕç пурнăçлаççĕ. Иртнĕ çул «Предприниматель года» конкурс пĕтĕмлетĕвĕнче Валентина Петрова бизнес никĕслевçи тата ку енĕпе калăпăшлă аталанса пынине шута илсе «Деловая леди года» номинацире (предприятин хĕрарăм-ертÿçи проекта ăнăçлă пурнăçланăшăн) çĕнтернĕ. Валентина Федотовнăн ырă тепĕр пуçарăвне те асăнмасăр иртме çуках. Вăл ятарлă çар операцийĕнчи лару-тăру тата унти салтаксем пирки хăй кайса куçпа курнипе пĕлет. Вĕсен тăванĕсем, вăл шутра аппăшĕсем, Инесса Казанцева тата ыттисем вăрăм çула, йывăр лару-тăрăва пăхмасăр салтаксем патне вунă хут ытла та çитсе килчĕç. Çитес вăхăтра татах кайма палăртаççĕ.

– Ун чухне ятарлă çар операцийĕ пуçланнă вăхăтсем кăначчĕ. Ман пата Çар ĕçĕсен ветеранĕсен пĕрлĕхĕн тата Канашри автовокзал представителĕсем ыйтупа тухрĕç, ятарлă çар операцинчи салтаксем патне гуманитари пулăшăвĕпе кайса килме ыйтрĕç. Çавăн пек чухне пулăшмасăр тăрайăн-и вара. Çав вăхăтсенчех Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертÿçĕсене предприятисенчен çар операцине çĕршыва хÿтĕлеме тухса каякан салтаксене пулăшма чĕнсе каларĕ. Паллах, эпир те çак ĕçрен аякра тăрса юлма пултараймарăмăр. Пирĕн предприятин тĕп механикĕ хăйĕн ирĕкĕпе ытти салтаксемпе пĕрле малти линире çапăçас тĕллев тытнине пĕлтерчĕ. Шухăшланă пулсан çынна чараймăн, ăна çула хатĕрлесси кăна юлчĕ пирĕн. Эпир ăна тÿрех пĕрремĕш тÿлев куçарса патăмăр, каярах уйăхсерен 50 пин тенкĕ куçарса пама пуçларăмăр. Ун хыççăн пирĕн предприятирен тепĕр икĕ водитель малти линие тухса кайрĕ. Вĕсене маларах кăна хамăр пата ĕçе йышăннăччĕ. Нимĕн те тăваймăн, çĕршыва хÿтĕлемелле, ырă çул сунса ăсатрăмăр. Вĕсене те 100 пин тенкĕ тата уйăхсерен 50 пин тенкĕ куçарса патăмăр. Каярах татах кайрĕç, пурĕ çичĕ çын. Пĕтĕмĕшле илсен, эпир гуманитари пулăшăвĕ валли виçĕ миллиона яхăн укçа уйăртăмăр, – терĕ вăл.

Çынна ырă тума вара Валентина Федотовна яланах хатĕр. Пĕрле ĕçлекен çынсем пĕр килти пекех çывăх. СВО зонинчи салтаксене вара пирĕн е пирĕн мар тесе уйăрни çук, унта вĕсем пурте пĕр ĕç пурнăçлаççĕ. Ытларах чухне автомашина резини ыйтаççĕ салтаксем. Апат-çимĕç, медикамент тата тĕрлĕ япала чылай илсе каяççĕ кашни каймассерен.

– Унта пĕрре кайса курнă хыççăн урăх каймасăр тăрса юлма пултараймарăм эпĕ. Салтаксен пурнăçне питех те лайăх ăнланатăп эпĕ, лару-тăруне те пĕлетĕп. Вĕсене мĕн-мĕн кирлине хам куçпа пĕрре кайсах куртăм. Аманнисем патĕнче госпитальте пулатпăр, унта кайса çÿреме, паллах, çирĕп чун-чĕре кирлĕ. Еплерех куçран пăхаççĕ аманнă салтаксем. Кашнине мĕнпе те пулин пулăшас, кашнинпе калаçас, кашнине шанăç парас килет. Пĕр суймасăр калатăп, чĕрене пырса тивет. Киле килсен те салтаксем пиркиех шухăшлатăп, ман куç умĕнчех вĕсем. Хам хурланнине, пăшăрханнине кăтартмастăп. Малти линирисем патĕнче те пулса куртăм, тăшманăн çар техники мĕнле хăратнине, унта мĕнле сыхă пулмаллине хам та туйса куртăм. Питĕ шиклĕ.

Салтаксем пĕррехинче пирĕнтен квадрокоптерсем илсе пыма ыйтрĕç. Салтаксем ыйтнине кирек епле пулсан та çитерсе паратăпах тесе хам ума тĕллев лартрăм. Вунă квадрокоптер туянса парасси пирĕншĕн йывăрлăх мар, анчах та ытти перевозчиксене те çакăн пек ĕçе явăçтарас килет. Пĕрле пулсан кăна эпир йывăрлăха парăнтарма, çĕнтерĕве çывхартма пултаратпăр. Донецкра часовня уçма май килчĕ. Ĕненÿ вăл пур çĕрте те кирлĕ, уйрăмах йывăрлăх чухне Турра ытларах асăнатпăр, тархаслатпăр. Хамăрпа пĕрле эпир Феодоси аттене илсе кайрăмăр, вăл хăйĕн сăваплă ĕçне пурнăçларĕ. Унта пулса салтаксемпе калаçнă хыççăн вăл та салтаксене пулăшас ĕçе пуçăнчĕ. Эпĕ салтаксем валли сетка çыхтараймастăп, ăна валли хамăн та вăхăт çук. Мана Çÿлтикасси чиркĕвĕнчисем, çав ял клубĕнче çыхакансем, Кĕçĕн Сĕнтĕр шкулĕн коллективĕ, Шомик клубĕнче çыхакансем хастар пулăшрĕç. Тавах вĕсене, – калаçăва тăсрĕ волонтер.

Валентина Федотовнăн тата унăн çывăх çыннисен ырă ĕçĕсене татах та асăнма пулать.

– Эпĕ Ярапайкасси шкулĕнче вĕрентĕм, Совет Союзĕн Геройне Илья Мешакова лайăх пĕлетĕп. Вăл вун çичĕ çул шкул директорĕнче ĕçлерĕ. Тĕрĕссипе эпĕ шкултах çитĕннĕ. Атте çак шкулта труд урокне ертсе пыратчĕ. Анне техничкăра ĕçлетчĕ. Директор кабинетне пĕрмай кĕреттĕм. Манăн кун шкултах иртетчĕ. Илья Мешаков питĕ пултаруллă, тирпейлĕ тата çирĕп ыйтакан учительччĕ. Урока хатĕрленсе каймасăр май çукчĕ. Вăл пуриншĕн те ачасемшĕн, учительсемшĕн, ашшĕ-амăшĕшĕн – тĕслĕхри çын пулнă. Мăшăрĕ Софья Мешакова та учительччĕ, чăваш чĕлхипе вĕрентетчĕ. Вăхăт иртрĕ. Халĕ эпĕ те çамрăк çын мар ĕнтĕ. Илья Мешаков пурнăçран уйрăлни те самай пулчĕ. Çавăн пек пултаруллă çын пирки çамрăк ăрăвăн та пĕлмелле, асра тытмалла. Кашни ачан патриот пулса ÿсмелле. Уйрăмах хальхи кăткăс вăхăтра çакă пысăк пĕлтерĕшлине шута илмелле. Кăçал Ярапайкасси шкулне Совет Союзĕн Геройĕ Илья Мешаков ятне пама май килчĕ.

Кăçалах шкулăн 100 çулĕ те пулчĕ, шкула тĕпрен юсаса та çĕнетрĕç. Ку питĕ лайăх. Хăй вăхăтĕнче çак шкул аталанăвне пысăк тÿпе хывнă, вĕренÿ ĕçне тĕпрен йĕркеленĕ, ачасен воспитанийĕшĕн тăрăшнă çынна паллă тумасăр хăвармалла мар тесе шухăшларĕ пирĕн çемье. Кашни ир паллă педагог ачасемпе учительсене ăшă кулăпа кĕтсе илтĕр терĕмĕр, ăна хисеплесе бюст тутарас терĕмĕр. Ку тăкака пирĕн çемье хăйĕн çине илчĕ, çак шутра – «Фортуна» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн ертÿçи Инесса Казанцева та. Раççей шайĕнчи паллă ÿнерçĕне, скульптора Эдгар Филиппова тупрăмăр, ăна пысăк ĕç шанса патăмăр. Вăл Совет Союзĕн Геройĕсене сахал мар калăпланă. Çапла вара пире валли питĕ илемлĕ пысăк пахалăхлă бюст ăсталарĕ скульптор. Ырă ĕç тумаллах тата пĕр-пĕрне те пулăшмалла. Уншăн çын çука юлмасть. Пурнăç телейĕ вара укçара мар, – терĕ Валентина Федотовна. Çавăн пекех вĕсем Улатăрти ача çуртне пулăшма та, унти мероприятисене хутшăнма та тăрăшаççĕ.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6