Мал ĕмĕтпе ĕçлени тавралăха хăт кĕртет

Категория: Общество Опубликовано: 12.09.2025, 09:24 Просмотров: 60

Хамăра хупăрлакан тавралăх, тăван ял илемĕ пирки тĕрлĕ шайра час-часах хĕрÿ калаçусем иртеççĕ. Пĕрисем – ыйтаççĕ, теприсем – хуравлаççĕ. Ыйтусемпе хуравсене пĕрлештерсе, ыррине шантарса пысăк йышăнусем те тăваççĕ. Кунпа пĕрлех тирпейлĕрех пулма тата тăван ене хăт кĕртме, ял çыннисен пурнăçне лайăхлатма вырăнсенче те тĕрлĕ программăпа укçа-тенкĕ чылай уйăраççĕ. Ку лайăх, анчах вĕсем хыçĕнче конкретлă ĕç пулмасан, пĕрлехи ĕмĕт-тĕллев те хамăр кĕтнĕ пек туллин пурнăçланаймасть.

Çĕршывра та, республикăра та ялсен аталанăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăрма пуçланине сисетпĕр. Çĕнĕлĕхсем унта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатма май параççĕ. Ăна аталантарассинче юлашки çулсенче пуçарулăх бюджечĕ ялти хăтлă пурнăçăн çирĕп никĕсĕ пулса тăчĕ. Унта паян ялсен аталанăвĕн малашлăхĕ пуррине юлашки çулсенче тĕрлĕ шайри ертÿçĕпе пĕрлех вырăнта пурăнакансем те лайăх ăнланса илчĕç. Çавăнпа та ял çыннисем çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме пурте пĕр çын пек кар тăрса ĕçе кÿлĕннине ырламалла çеç. Çÿлерех каланине хамăрăн калаçура Мăн Сĕнтĕр территори пайĕн пуçлăхĕ Наталья МАРЕЕВА та туллин çирĕплетрĕ. Хамăр калаçура Наталья Анатольевна ялсенче пурăнакан пуçаруллă çынсем, вырăнти активистсем пурнăç ыйтнипе тан пыма тăрăшнине, ял пурнăçне ырă енне улăштарассипе хăйсен вăйне шеллемесĕр тăрăшнине каларĕ. Пирĕн калаçупа паян хаçат вулавçисене паллаштарни те ытлашши пулмĕ.

– Наталья Анатольевна, эсир ертсе пыракан территори пайĕ Мари Республикипе кÿршĕллĕ вырнаçнăран вĕсем сирĕн çине пăхса Муркаш округне, Чăваш Республикине хак параççĕ пек туйăнмасть-и?

– Туйăнать çав. Шăпах çавна ăнланнипе эпир кÿршĕсем умĕнче экономика аталанăвĕпе те, тирпейлĕх ыйтăвĕпе те пит хĕретес мар тесе хамăр яваплă пулнине туйса ĕçлетпĕр. Çакна ăнланни пире тăтăшах çанă тавăрса тăрăшма хистет. Хальлĕхе хамăра пит хĕретмелли лару-тăрури пек туймастпăр-ха. Кунпа пĕрлех пуçăннă ырă ĕçсене малашне те сÿнме парас мар тесе тимлетпĕр. Пирĕн тĕллевсене территори пайĕнче пурăнакансем лайăх ăнланаççĕ, пĕр çын пек пулса май пур таран пулăшаççĕ. Пĕрлĕхре пирĕн вăй тата мал утăмсен никĕсĕ пулнине территори пайĕнче пурăнакан кашни çын лайăх ăнланать. Ăнланнине кура хăйĕнчен мĕн килнине вăхăтра пурнăçлама тăрăшать. Çапла вара Мăн Сĕнтĕр территори пайĕ пурнăçпа тан пырать тесе çирĕплетсех калама пултаратăп. Паянхи тăрăшулăх ыранхи ĕçсене никĕс хывать.

– Халăхпа сирĕн хушăри туслăх çирĕп пулни Мăн Сĕнтĕр тăрăхĕнче пĕрремĕш çул пулманнине юлашки çулсенчи мĕнле ĕçсемпе çирĕплететĕр?

– Пирĕн территори пайĕнче тăван ене юратакан çынсем, ăна малалла çирĕп аталантарма тата ыттисенчен хитререх те тирпейлĕрех пулма тăрăшакансем пурăнаççĕ. Хăйсен ĕмĕчĕсене вĕсем хамăр территори пайĕнчи 19 ялта та яланхи ĕçĕсемпе пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшнине эпĕ куллен курса тăратăп. Хăйсем активлă ĕçленипе пĕрлех ыттисене те унта ытларах явăçтарма тăрăшнипе палăрса тăраççĕ вĕсем. «Пĕччен сурсан типсех пырать, халăх сурать – кÿлĕ пулать», – тесе ваттисем каланине хăйсен кулленхи тăрăшулăхĕпе пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. Çапла вара территори пайĕнчи ялсенче пурăнакансем тăван тавралăха тата хăйсем пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕртессипе юлашки çулсенче пысăк ĕçсем туса ирттерчĕç. Çакă ялта пурăнакансен пурнăç культурине ÿстернипе çыхăнни паян никамшăн та вăрттăнлăх мар тесе шутлатăп. Ку тăрăхри ялсемпе иртсен территорире яланах санитари тасалăхĕ хуçалантăр тесе вырăнсенче йăлари çÿп-çапа вăхăтра пуçтарассине тĕп вырăнта тытма тăрăшни куç умне пулать. Вăл е ку территорие тирпейлĕ пăхса тăрассин шутне вырăнсенчи пĕчĕк архитектура палăкĕсене, тавралăха хăт кĕртекен йывăç-тĕме, çуркуннерен хура кĕрччен хăйсен илемĕпе савăнтаракан чечек йăранĕсене тата улма-çырлапа тулли пахчасене, тирпейлĕ çул-йĕре, ларса канмалли вырăнсене, çирĕплетсе панă çĕр лаптăкĕсенче санитари тасалăхне тытса тăнине, калаçу ирттермелли тата канмалли вырăнсем йĕркеленине, ĕç вырăнĕсене тирпейлĕ тытнине кĕртессĕм килет. Ялсенче пухăнакан йăлари çÿп-çапа уйăхсерен полигона турттарса тăма тăрăшни те – ырă пулăм. Ял çыннисем çакăншăн вăхăтра тÿлесе тăни ĕç пахалăхĕ çине ырă витĕм кÿрет. Тирпей-илем конкурсĕ валли йĕркеленĕ ятарлă комисси вара çуллен вырăнсенчи тасалăхпа хăтлăха пăхса тухса çирĕп хак парать. Унăн пĕтĕмлетĕвĕпе, вăхăт çитсен, çĕнтерÿçĕсене тата тирпей-илемшĕн лайăх тăрăшнисене палăртассине Мăн Сĕнтĕр территори пайĕнче паян та кун йĕркинчен кăларман-ха. Ăна аталантарассипе вара ĕçсем ытлă-çитлĕ пулса пыраççĕ. Ял çыннисем пĕр тĕллевпе тăрăшмасан, вĕсем пире кулленхи ĕçре пулăшса пымасан, хăйсен ырă пуçарăвĕсене çамрăксене вĕрентмесен, эпир çавăн пек калăпăшлă ĕçсене пурнăçлама пултараймастпăрах тесе шутлатăп. Тавах ялта пурăнакансене, вырăнсенчи пуçаруллă çынсене алă усса ларманшăн. Пĕрле пулсан çеç эпир пысăк вăй пулнине паян хамăр ĕçрен куратпăр. Пĕлтĕр Мăн Сĕнтĕр территори пайĕнче пуçарулăх бюджечĕпе икĕ объекта пурнăçа кĕртнĕччĕ. «Гудвилл» чикĕллĕ яваплăхлă общество пулăшнипе Вомпăкассинче, «Карьер Регион» строителĕсем ĕçленипе Ишмулара çулсем юсарăмăр. Иртнĕ çулхи ĕçсем кал-кал пынипе территори пайĕ пуçарулăх бюджечĕпе ĕçлессине кăçал 2,5 хут пысăклатрĕ. Паян çирĕплетсех калатăп: ума лартнă тĕллевсене 5 объектра та вăхăтра пурнăçларăмăр.

– Кăçалхи ĕç-хĕл пирки тĕплĕнрех каласа памăр-ши? Сирĕн тăрăхри ял урамĕсене çĕнĕ сăн кĕнине эпĕ Мăн Сĕнтĕр территори пайне кашни килмессерен куратăп. Ялĕсем йышлă та çăмăл мар-тăр кашни ĕçрех ĕлкĕрсе пыма?

– Тĕрĕсех, çăмăл мар, анчах эпир йывăрлăхсем умĕнче алă усмастпăр. Çапла вара строительсемпе тата ял çыннисемпе пĕр чĕлхе тупса кашни ĕçе вăхăтра пурнăçлама тăрăшатпăр. Ял çыннисем тăрăшнине кура кăçал валли эпир 5 проект хатĕрленĕччĕ. Паянхи куна вĕсемпе ĕçлессине вĕçленĕпе пĕрех. Пĕрлехи тăрăшулăхпа Туçи Олкашра «Комфорт» общество строителĕсем Çĕнтерÿ паркне 1,6 миллион тенкĕлĕх хăт кĕртрĕç. Мăн Тутаркассинчи Зеленая урамри çула 300 метр юсарăмăр – хакĕ 1,2 млн тенкĕ. Юлашки çулсенче ял çыннисем шыв пăрăхĕсем юсасси çине тимлĕх уйăрма пуçларĕç. Вĕсемпе пĕр чĕлхе тупса кăçал Ойкасра «Альянс Групп» строителĕсем пулăшнипе 280 метр шыв пăрăхĕ юсарăмăр. Ăна валли 1 миллион та 251 пин тенкĕ кайрĕ. Шыв пăрăхĕсем юсассипе кăçал Мишерте (850 метр) «Автобот» общество 1 миллион та 875 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçларĕ. Кармăшра вара А. Прокопьев ертсе пыракан «Спецтеплогрупп» общество строителĕсем 1 километр çул çинче 3 миллион та 688 пин тенкĕне яхăнлăх юсав ĕçĕсем пурнăçларĕç. Çÿлерех асăннă ĕçсенчен ялта пурăнакансем те айккинче юлмарĕç. Вĕсем ĕçсен пĕтĕмĕшле хакĕн 10 процентне хăйсем тÿлерĕç. Мăн Сĕнтĕр территори пайĕ хамăр патăмăрта ĕçлекен строительство организацийĕсен ĕçне самантлăха та куçран вĕçертмест. Вĕсенчен ял пурнăçĕ малалла аталанасси нумай килнине ăнланатпăр. Çынсем тирпей-илемшĕн тăрăшнине ырă ен тесе хаклатăп. Эпир те хамăр ĕçре ку ыйтăва самантлăха та кун йĕркинчен кăлармастпăр. Чăваш Республики те, муниципалитет округĕ те ку ыйту çине яланах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çакна ялсенче пурăнакансем те тĕрĕс йышăнса хăйсен пурнăçĕнче тирпейлĕх ыйтăвне мала кăларасса, çамрăк ăруран та ку тĕлĕшпе çирĕп ыйтасса шанатпăр. Пĕрле пĕр тĕллевпе ĕçлесен çеç эпир пурнăçăн çĕнĕ шайне çĕкленме пултаратпăр, çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх пулăпăр.

Анатолий БЕЛОВ калаçнă.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

«Ял çĕнелет» проект Чăваш Ен Цифра министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6