Хăяр витаминсемпе пуян

Категория: Общество Опубликовано: 05.09.2025, 14:06 Просмотров: 68

Килти хушма хуçалăхсенче кил хуçи арăмĕсем паян тăрăшсах хăяр татаççĕ. Кăçал нÿрĕкĕ те, ăшши те çителĕклĕ пулнăран хăяр йăтăнать кăна. Телей тесе хаклать çакна ялта пурăнакан. Анчах хăяр уссине эпир йăлтах пĕлетпĕр-и-ха? Сывлăхшăн унăн пĕлтерĕшĕ пысăк-и? Çакăн çинчен пĕлесчĕ хаçатра.

К. КАРПЕЕВА.

Нискасси территори пайĕ. Кашни пахчарах ÿсекен хăярăн сывлăх тĕлĕшпе пур усăлăхĕ пирки паян хаçат вулакансене районти тĕп больницăн пĕтĕмĕшле практика врачĕ В. ГРИГОРЬЕВА каласа парать:

– Хăяр тĕлĕнмелле тутлă пахча çимĕç пулнипе палăрса тăрать. Ăна пирĕнтен кашниех аван ăнланать. Вăл çыннăн вар-хырăмĕшĕн йывăр апат мар. Мĕншĕн тесен çак пахча çимĕç 95 процент шывран тăрать. Çапла вара вăл хырăм ай парĕн ĕçне пĕртте йывăрлăх кÿмест. Çынсем хушшинче час-часах çакăн пек ыйту та çуралать: «Шывран ытла хăярăн усăлăхĕ тата мĕнре-ха»? Хăяр выçнине хăвăрт ирттерет. Çапла вара куç умĕнчех ÿт-пÿ йывăрăшне пĕчĕклетмелли çул уçăлать: хырăм тутă пек туйăнать, анчах калорисем сахал. Хăярти шыв – çут çанталăк абсорбенчĕ. Вăл организмри нумай наркăмăша хăвăрт çĕмĕрет. Çавăнпа та тăрук наркăмăшлансан çийĕнчех хăяр çиме сĕнеççĕ. Куллен хăяр çини çын организмне тасалма, пухăннă наркăмăша хăвăрттăн организм тулашне кăларма пулăшать. Куллен хăяр шывĕ ĕçсен ват хăмпинчи чулсенчен çăмăллăн хăтăлма пулни те авалтанпах паллă. Хăяр шывĕнче калипе натри ионĕсем пулни наркăмăшсенчен тасалмалли çула вăй параççĕ. Калипе натри шайлашăвĕ 17:1 пулни хăярта ытти пахча çимĕçсенчен чи пысăкки. Çакă шăк хăвалакан эффекта çемçетет. Çапла вара хăяр наркăмăшлă япаласене организмран мĕншĕн лайăх тасатса кăларни те паллă. Хăярти шыв наркăмăшсене ватать те унăн шăк хăвалас эффекчĕ вĕсене организмран тасатать. Хăярта кали нумаййи çак пахча çимĕç чĕрепе сосуд чирĕсемпе аптăракансемшĕн усăллă пулнине те çынсем унченхи çулсенчех лайăх ăнланнă. Эпир паян калаçакан пахча çимĕçре В ушкăнри витаминсем, аскорбинка кислоти (С витамин), хаклă йышши минераллă япаласем, тимĕр, кальципе фосфор нумай пулни паллă. Вĕсем кашниех организмшăн усăллă вырăнта тăраççĕ.

Пĕтĕмĕшле çирĕплетекен хатĕр пек хăяр çини туберкулез чухне тата сывлав çулĕсем чирлесен усăллă. Хăяр апат çинĕ вăхăтра организма белоксене ытларах йышăнма пулăшать. Çавăнпа та хăяр салачĕ ашпа пулă çумне питĕ вырăнлă гарнир шутланать. Лайăх апатланма пуçлани вăл туберкулеза чармалли тĕп çул-йĕр пулса тăрать.

100 грамм хăярти 3 мкг йод пысăк виçе мар ĕнтĕ, анчах ăна пĕсехе парĕ (щитовидная железа) пĕтĕмпех йышăнни паллă. Çавăнпа та хăяр çини асăннă орган чирлессинчен питĕ вырăнлă профилактика хатĕрĕ пулса тăрать. Ку пахча çимĕç сывлăх сыхлавĕнче усăллă пулнипе пĕрлех косметикăра та пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Ăна ялта пурăнакансем тахçанах сиснĕ ĕнтĕ. Вăл ÿте лайăх çемçетет, шуратать, уçăлтарать, хĕвелтен аван хÿтĕлет. Çÿлерех каланине шута илсе кĕр кунĕсенче хăярпа апатланура ытларах усă курасчĕ. Вăл пуриншĕн е усăллă çеç пулĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6