Паттăрсене тăван ял манмасть

Категория: Общество Опубликовано: 05.09.2025, 13:35 Просмотров: 58

Вăхăт хăйĕн уттипех пырать. 1945 çулхи августăн 3-мĕшĕ – иккĕмĕш тĕнче вăрçи вĕçленнĕ кун: пирĕн çар хаяр вăрçăра нимĕç фашисчĕсене çĕнтернĕ хыççăн яппун самурайĕсене те çапса аркатса тĕнчене мирлĕ пурнăç илсе килнĕ. Халăх ыранхи куна шанса ĕçлеме, вĕренме, малашлăх ĕмĕтпе пурăнма пуçланă.

Иккĕмĕш тĕнче вăрçин пысăк пайĕ – пирĕн Тăван çĕршывăн 1941 – 1945 çулсенчи Аслă вăрçи. Миллионшар çын пурнăçне вăхăтсăр татнă вăл, чылай ял-хулана ишĕлтернĕ, нумай пурлăха кĕллентернĕ. Çавăн пек хăрушлăха пăхмасăрах пирĕн аслă ăру нимĕç фашисчĕсене тĕппипе çапса аркатнă, Тăван çĕршывăмăра тăшман пусмăрĕнчен хăтарнă. Аслă Çĕнтерÿ хыççăн пирĕн çĕршывра паттăр салтака хисеплесе сахал мар палăк уçнă. Çулсем иртнĕçемĕн çак юхăм çĕнĕ вăй илчĕ. Халĕ хăй вăхăтĕнче Çĕнтерÿçĕ-салтака халалласа палăк лартайман ялсенче те чечексен ытамне вырнаçтарнă стелăсем уçма пуçларĕç. Кăна çамрăксем аслă ăрурисен паттăрлăхне самантлăха та манманнипе тата пирĕн ялсем çĕнĕлĕхсене алла илсе тăтăшах малтуртăмлă утса пынипе çыхăнтарас килет. Маларах каланине çирĕплетмелли тĕслĕхсем Муркаш муниципалитет округĕнче те сахал мар. Хамăн черетлĕ çул çÿревпе эпĕ Аслă Çĕнтерÿ 80 çул тултарнă ятпа ирттерекен мероприятие çутатма çу кунĕсенче Юнкă территори пайĕнчи Канаш выççăлккине çитрĕм. Ăнсăртран та мар. Çак ял халăхĕ вырăнти активистсем тăрăшнипе иртнĕ уйăхра 1941 – 1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене тата пирĕн ирĕклĕхшĕн, мирлĕ пурнăçшăн çапăçу хирĕнче пуç хунисене асăнса сумлă стела (пĕрремĕш сăн ÿкерчĕкре) туса лартрĕç. Çулсем иртнине пăхмасăрах тытнă шухăша вĕçне çитерме хастар хутшăннисем – ялти вăрçă тата ĕç ветеранĕсем, вĕсен ачисемпе мăнукĕсем, паян ятарлă çар операцийĕнче салтак тивĕçне туллин пурнăçлакансен тăванĕсем – хăйсен ĕçне паян ял аталанăвне хывнă пĕрлехи пысăк ÿсĕм тесе хаклаççĕ. Çиччĕ виçсе пăхсан çакна хирĕçлеме майĕ те çук – кашни вăхăтăн хăйĕн аталану утăмĕ, пĕр сăмахпа хаклайми паттăрлăхĕ.

Тăван çĕршыв историйĕ унăн çар пурнăçĕпе тачă çыхăнура тăрать. Пытармасăрах калама пулать, вăл – пирĕн халăхăмăрăн мухтавлă енĕ. Эпир çĕршывăмăр хÿтĕлевçисене юрататпăр, хисеплетпĕр, вĕсемпе мăнаçланатпăр. Пирĕн çар малашне те çĕршыв хăрушсăрлăхĕн, Раççей аталанăвĕн çирĕп никĕсĕ пуласса шанатпăр. Хамăр аттесемпе асаттесен çул-йĕрне лайăх пĕлни паян çĕршыва хÿтĕлеме хутшăнакансен паттăрлăхне шута хунипе те тачă çыхăнура тăрать. «Аслисен ĕçне курса паянхи çамрăксем хăйсенче патриотизм туйăмне вăйлатчăр. Вĕсем тăван кĕтесе, Раççее юратни пĕрлехи аталанăвăн никĕсĕ пултăр», – терĕç мана пĕр çын пек пулса Канаш выççăлккинче стела уçма пухăннисем. Ял çыннисен пухăвне Муркаш муниципалитет округĕнчи Юнкă территори пайĕн депутачĕ Тамара Салдакеева уçрĕ (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре сылтăмри). Тамара Вассиановна пĕрлехи ĕçе камсем мĕнле тÿпе хывни çинче чарăнса тăчĕ, пĕрлехи ĕç ял çыннисен тăрăшулăхĕ пулнине палăртрĕ. Унăн сăмахĕнчен çак стела ял çыннисем питĕ кĕтнĕ ĕмĕт пулни палăрчĕ. Территори пайĕн округри депутачĕ ялта пурăнакансем çак стелăшăн пĕр çын пек ĕçлени паллă пулчĕ.

«Пирĕн пĕчĕк ялăн пысăк уявĕ пулчĕ паян. Кун пирки эпир кашниех ĕмĕтленнĕ. Мĕншĕн тесен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кашни килтенех хутшăннă. Нумайăшĕ пирĕн пуласлăхшăн çапăçу хирĕнче выртса юлнă. Апла пулсан вĕсене асра тытасси – пирĕн тивĕç. Халăх проекчĕпе, ял çыннисен укçи-тенкипе тунă стела эпир хамăрăн Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене манманнине çирĕплетет. Ку вырăн малашне ялти чи сумлă вырăн пуласса шанатпăр», – терĕ стелăна уçакансем ăна пурнăçа кĕртессишĕн кашниех туллин вăй хунине палăртса Муркаш муниципалитет округĕн депутачĕ. Стела уçсан унта хутшăннисем пĕр минут шăп тăчĕç.

– Вăхăт иртнине пăхмасăрах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи халăхăмăр асĕнчен тухмасть. Çулсем иртнĕçемĕн кашни килтех аслă ăрăвăн паттăрлăхне манманни, паян çĕршыв хуралĕнче тăракансемпе мухтанни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна тума пултаракан кашни çын – çар постĕнче тăрать-и вăл паян е мирлĕ ĕçре чунне парса вăй хурать – чăн малтанах Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи. Вĕсен паянхи тĕллевĕ – Раççейăн мухтавлă енĕсене май пур таран ытларах упраса хăварасси. Ку вăл – пĕрлехи ĕç. Ăна туллин пурнăçа кĕртесси – халăхăмăр умĕнче тăракан тĕллев. Çакна шута хурса хамăр ялта та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене чысласа стела уçас терĕмĕр. Вĕсем кашниех ăна тивĕçлĕ, – терĕ вырăнта стела уçассипе халăхпа тăрăшса ĕçленĕ ял старости, пуçарулăх ушкăнĕн пуçлăхĕ Вера Ченяк. Ун хыççăн ял уявне вырăнти артистсем (виççĕмĕш сăн ÿкерчĕкре) малалла тăсрĕç. Вера Владимировна мана малтанах ял пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Ял хушшине вак чул сарнă, пахчасем хыçĕнче иртнĕ çулсенче пĕвеленĕ пĕвене тасатса хăт кĕртнĕ, урам вĕçĕнче симĕс улăх ытамĕнчи тулли пĕве ял çыннисем кашни ĕçрех активлă пулма тăрăшнине çирĕплетет. Тăрăшуллă пулнисене ятранах асăнчĕ вăл. Ял аксакалĕ, 93 çулхи Михаил Пшанов утарçă пухăннисене ял историйĕпе паллаштарчĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче пĕчĕк ял (41 кил хуçалăх) çыннисем хăйсен укçи-тенкипе ял уявĕ тума пултарнишĕн савăннине пытармарĕ.

– Ял илемленсех, хăтлăлансах пытăр. Хамăра мирлĕ пурнăç парнеленисене эпир нихăçан та манмăпăр, – терĕç ял уявне пухăннисем пĕр-пĕрин çине ырă кăмăлпа та ăшă кулăпа пăхса. Юнкă территори пайĕн пуçлăхĕ Сергей Самуков (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре сулахайри) ялта стела уçасси ăçтан пуçланни пирки, ку ыйтупа камсем активлă пулни çинчен каласа пачĕ. Пĕрлехи ĕçе пурнăçа кĕртме активлă хутшăннисене Сергей Юрьевич тав сăмахĕ каларĕ, уйрăмах активлисене территори пайĕн Тав хучĕсемпе чысларĕ.

Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6