Шкул çулне çитмен ачасене аталантармалли тĕп ĕç вăл – вăйă. Выляса ачасем тăван тавралăхпа паллашаççĕ, пурнăç улшăнăвĕсене алла илеççĕ, илеме курма вĕренеççĕ. Вăйăра тĕрлĕ пособипе усă курса вăйă мелĕсене вĕренни, теттесене хăнăхни ачасене тăван тавралăхпа лайăхрах туслашма, илнĕ пĕлÿсене çирĕплетме, тавракурăма анлăлатма май парать. Ачасене матрÿшкепе выляни тимлĕхе уйрăмах ÿстерме пулăшать. Мĕншĕн тесен шăпах матрÿшке ачасемпе ашшĕ-амăшĕшĕн авалтанпах чун илĕртмĕшĕ шутланать. Вăл ачасене тавракурăм ÿстерме пулăшать, вĕсене тĕрлĕ ĕç пултарулăхĕпе паллаштарать, вырăс тата чăваш халăхĕн традицийĕсемпе çывăхлатать. Вĕсен пулăшăвĕпе ачасен чĕлхе уçăлать, аталанать, сăмах саппасĕ пуянланать, япаласене калăпăшне кура танлаштарасси вăйланать. Çак тĕллевпе «Ладушки» кĕçĕн ушкăна çÿрекенсен пĕр пайĕ нумаях пулмасть «Матрÿшкесен ярмăрккинче» пулса курчĕ. Малтанах ачасене А. Уляндина юрлакан чăваш юррипе чăваш матрÿшкисем кĕтсе илчĕç. Çак илемлĕ теттесемпе паллашнă май ача садне çÿрекен шăпăрлансем чăваш халăхĕн тĕррисемпе, пуçа тăхăнмалли хушпупа, тухьяпа, платье тĕсĕсемпе, кашни матрÿшке аллинчи çавра çăкăрпа, тĕрленĕ алшăллисемпе т. ыт. те паллашрĕç. Вăйă тăсăлнă май ачасем умне вырăс матрÿшкисем те тухрĕç. Вĕсем ачасене хăйсен илемлĕ аркисемпе, тутăрĕсемпе тыткăна илчĕç. Чи пысăк матрÿшке ÿссе çитнĕ хĕре сăнлать иккен. Чи пĕчĕкки вара – пеленкăпа чĕркенĕ кăкăр ачи. Çак матрÿшкесен тумтирĕ тата пуçа тăхăнмалли хатĕрĕсем çинче ачасем нумай илем асăрхарĕç. Матрÿшкесене тишкернĕ, вĕсемпе паллашнă хыççăн ачасем пысăк кĕрекене пуçтарăнчĕç те хăйсене килĕшекен матрÿшкесем пирки каласа пама пуçларĕç. Ачасем хăйсен теттисене тĕрлĕ енпе сăнларĕç, тишкерчĕç, танлаштарчĕç, вĕсемпе выляма килĕшнине палăртрĕç. Ача садне çÿрекенсем матрÿшкесемпе паллашни чăваш ташши ташланипе вĕçленчĕ. Тĕл пулу пурне те килĕшрĕ.
Светлана ЕГОРОВА, «Солнышко» ача сачĕн кĕçĕн ушкăн воспитателĕ.
Август 2026 |
