1945 çулхине эпĕ пĕрремĕш класран вĕренсе тухрăм. Çанталăка пăхмасăр кашни ир шкулта, эпир, вĕренекенсем, пурте спорт лаптăкĕнче физзарядка тăваттăмăр. Пĕр кунхине учительница пире шкулăн тĕп корпусне илсе кайрĕ. Пирĕн класс урăх çуртраччĕ. Тĕп корпусра шкулти ачасемпе учительсем пурте вырнаçса тăнăччĕ ун чухне. Эпир чи вĕçĕнче пултăмăр.
Шăплăх хуçаланатчĕ. Шкул директорĕ Михаил Алексеевич Волков сăмах илчĕ. Вăл каланине тĕпĕ-йĕрĕпе астумастăп, сăмахĕсем çаплаччĕ: «Тахçантанпа кĕтнĕ Аслă Çĕнтерÿ кунĕ çитрĕ, паттăрла Хĕрлĕ çар фашистсене çапса аркатрĕ!». Учительсем алă çупма тытăнчĕç, вĕсем хыççăн – ыттисем те. Вăл партизансене, ют çĕршыв антифашисчĕсене, тыл, хĕрарăмсем, ватă çынсем тата ачасем те тылра ĕçленине аса илчĕ. Алă çупни хыттăн янăрарĕ. Вăл каланă «Паянтан пуçласа сирĕн аçусемпе пиччÿсем киле таврăнма тытăнаççĕ» текен сăмахсем хыççăн кĕтмен япала пулчĕ. Стройра тăракан ачасем пурте тенĕ пекех ĕсĕклесе ячĕç, саланчĕç...
Эпир те, пурне ăнланса пĕтерейменскерсем, пирĕн кил-йышрисем таврăнмасса ăнлантăмăр. Манпа пĕрле Шурка шăллăм та пурччĕ, вăл ман çума тĕршĕнчĕ те ĕсĕклесе йĕчĕ. Пирĕн пата виççĕмĕш класра вĕренекен Толя пичче васкарĕ, пире киле илсе кайрĕ. Утатпăр, виççĕн те йĕретпĕр. Пире килте асанне кĕтсе илчĕ. Эпир ăна ĕсĕклесе: «Пирĕн атте текех нихăçан та пулмасть», – тесе ĕсĕклерĕмĕр. Вăл пире çупăрласа илчĕ те пирĕнпе пĕрле йĕчĕ. Каçхине анне киле ĕçрен таврăнчĕ те каллех çакăн пек пулчĕ. Вăл вăхăтри ачасем пĕтĕмĕшле çичĕ класлă пĕлÿ илнĕ. Аслă классенче вĕренесси – тÿллевлĕ. Саккăрмĕш, тăххăрмĕш, вуннăмĕш класс ачисем тÿлесе вĕреннĕ. Камăн ашшĕ вăрçăра вилнĕ, вăл тÿлемен. Вилни пирки пĕлтерекен хут вĕсене çăмăллăхпа усă курма ирĕк панă. Камăн ашшĕ вăрçăра çапăçать – вĕсен çăмăллăх пулман. 2024 çулхи октябрĕн пĕрремĕшĕнче ватă çынсем умне тухса калаçнă чухне эпĕ çынсене çак саманта аса илсе каласа кăтартрăм, паллах, куççулĕсĕр пулмарĕ.
Округ представителĕ çапла калать:
– Вĕренесси тÿлевлĕ пулнине пĕлмен эпĕ. Нумай тÿленĕ-и?
– Çуршар çулшăн тÿленĕ, 150 тенкĕ, пĕр çулшăн 300 тенкĕ. Пĕр самант пирки каласа кăтартатăп. Тăваттăмĕш е пиллĕкмĕш класра пулĕ, эпĕ аннепе Вырăс Сурăм ялĕнчи пасара ĕне сутма кайрăм. Анне çавăтса пырать, эпĕ хулăпа хăвалатăп. Туянакан тупăнчĕ. 250 тенкĕ парать, анне 300 ыйтать.
– Эсир ăçтан килнĕ?
– Тивĕшрен.
– Чимĕр-ха, эпĕ хам та унтан. Эпĕ – Орлов, Петр Егоровичăн пиччĕшĕ, эсир камсен?
Анне ĕсĕклесе йĕрсе ячĕ:
– Вилчĕ вăл, манăн Ефим... Ĕнене 300 тенкĕпе сутрăмăр.
Вăтам пĕлÿ илес пулсан виçĕ ĕнерен кая мар тÿллемеллеччĕ. Çавăнпа та чылайăшĕ çиччĕмĕш класс хыççăн вĕренме пултарайман.
Сăмах май çакна та палăртса хăварам, эпир виççĕн те шкултан ăнăçлă вĕренсе тухрăмăр. Аслă пĕлÿ илтĕмĕр, çар ретĕнче виçшер çул пултăмăр, ĕçлесе пысăк ĕç стажĕ турăмăр. Шурка вара Бауман ячĕллĕ МГТУра вĕреннĕ хыççăн луноходсемпе марсоходсем турĕ тата тĕпчерĕ.
Лев КРАСНОВ. Тивĕш ялĕ.
Август 2026 |
