Урни чирĕ хăрушлăх кăларать

Категория: Общество Опубликовано: 15.08.2025, 13:43 Просмотров: 76

Кăçалхи утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче выльăхсен урни чирне пирĕн республикăри Çĕрпÿ муниципалитет округĕнче тупса палăртнă. Тытнă тилĕне тĕрĕслеве ярсан ЧР ветеринари лабораторийĕ тискер чĕр чун урни чирĕпе чирленине палăртрĕ. Халĕ асăннă округра ку чире сарăлма парас маррипе анлă ĕçсем пыраççĕ, карантин ĕçлет. Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари служби тискер тата килсĕр çÿрекен чĕр чунсемпе асăрхануллă пулма ыйтать. Иккĕленÿллĕ тĕслĕхсем пулсан, ун пирки çийĕнчех ЧР Патшалăх ветеринари службине пĕлтермелле.

Урни чирĕ йытă-кушак урлă çынсем патне те çитме пултарать. Çавăнпа ял-хуласенче вĕсене усрамалли правилăсем пурри ăнсăртран мар. Мĕншĕн тесен шăпах йытă-кушак урни чирне саракан тĕп çăл куç пулса тăрать. Кунпа пĕрлех ялсем таврашне чăх-чĕп тытма тата çынсем кăларса пăрахнă каяшпа тăранса пурăнма пыракан тилĕсем те урни чирне аталантарма пулăшаççĕ. Çакăн пирки Патшалăх ветеринари службипе Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕ халăха асăрхаттарсах тăраççĕ. Пирĕн округра урни чирĕ тупăннă тĕслĕхсем иртнĕ вăхăтра пулнăччĕ. Вĕсем кашнинчех яла пырса кĕнĕ тилĕпе çыхăннă. Чиртен прививка туман йытăсем урама пынă тилĕпе çапăçса кайни пĕрре мар пулнă. Кашни тĕслĕхпех ирттернĕ тĕрĕслевсем урни чирĕн паллисене палăртрĕç. Çавăнпа та ку чир тĕлĕшпе ăнлантару ĕçĕ ирттерме паян хăнана районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцин тĕп выльăх тухтăрне Татьяна КИСЕЛЕВĂНА чĕнтĕмĕр.

– Татьяна Витальевна, асăннă чир инфекцине саракансем унпа чирлекен чĕр чунсем пулас: уйрăмах йытăсемпе тилĕсем, кушаксем. Çапла мар-и?

– Хирĕçлеместĕп. Урни чирĕн вирусне упракан тĕп çăл куç вăл – тилĕ. Чăваш Республикинче маларах вăхăтра урни чирне вуншар регистрациленĕ. Вĕсен шутĕнче чиртен прививка туман йытăсемпе кушаксем те сахал мар.

– Мĕнпе çавнашкалах хăрушă-ха ку чир?

– Урни чирĕ вăл – хăрушă инфекци. Унран чирĕн инкубаци тапхăрĕнче çеç çăлăнма пулать. Чир аталанма пуçласан вара... Раççей Федерацийĕнче юлашки 10-12 çул хушшинче чĕр чунсем хушшинче урни чирĕ сарăлас хăрушлăх пĕртте чакмасть-ха. Унпа çынсем чирлес хăрушлăх та пĕчĕк мар. Каламалла, пирĕн республикăра 1988 çултанпа çынсем хушшинче урни чирне тупса палăртни пулман, анчах çакă лăпланмалли сăлтав мар. 2000 – 2005 çулсенче çĕршывра урни чирĕн эпизоотийĕ палăрма пуçларĕ. Çакăнта тилĕсем тĕп вырăна тухрĕç. Ялсенчи хуçасăр йытă-кушак та ку хăрушлăха вăйлатать çеç. Йытă-кушак тенĕрен çакна калас килет. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ иртнĕ çулсенче ялсемпе хуласенче йытă-кушак усрамалли правилăна çирĕплетрĕ. Ялсенче çакна пит пăхăнсах каймаççĕ-ха. Тĕрĕссипе вара хуçасăр йытăсем паянхи обществăшăн пысăк ыйту пулса тăчĕç. Вĕсем ял çыннисен выльăх-чĕрлĕхпе чăх-чĕпне тытса сиен кÿнипе пĕрлех хăрушă чир саракансем те пулса тăчĕç. Тĕслĕх вырăнне урни чирнех илер: чирлĕ йытă çыртсан, çын çийĕнчех медицина пулăшăвĕ илмесен, унран сывалма çук. Ăна шута илсе вырăнсенчи выльăх тухтăрĕсем йытăсемпе кушаксене урни чирĕнчен профилактика прививкисем тăвассине кун йĕркинчен кăлармаççĕ. Анчах çакă ялсенчи пур йытă-кушак та профилактика мероприятийĕсене лекнине пĕлтермест. Кашни округрах паян хуçасăр йытă-кушак нумай чупса çÿрет. Кунта территори пайĕсен тивĕçлĕ йышăну тумалла.

– Апла пулсан урни чирĕпе кĕрешесси самантлăха та кун йĕркинчен тухмасть?

– Хуравĕ пĕр пирĕн ĕçпе çеç çыхăнман. Территори пайĕнче миçе ĕне-выльăх е чăх-чĕп пулнине тĕрĕс калама пулать пулсан, хуçасăр чĕр чунсене шутласан ялсенче миçе йытă-кушак пулни пирки тулли хурав пама çук. Çапла вара шута илмен йытăсем вакцинациленмесĕрех юлаççĕ те ыттисемшĕн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Ăна сирессипе вырăнсенче туллин ĕçлеме тăрăшатпăр.

– Хуçасăр йытăсемпе пур çĕрте те пĕрешкел кĕрешмеççĕ тени ытлашши пулмасть-ши?

– 2025 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн округра уче- та тăратнă 4306 йытăпа 5495 кушак, 12185 пуç мăйракаллă шултра выльăх шутланать. Паян вĕсене урни чирĕнчен вакцинăлас ĕç малалла пырать. Территорисенче хуçасăр йытăсене тытассипе те округра ятарлă бригада йĕркеленĕ. Пĕрне мухтаса теприне хурлани те кунта тĕрĕс пулмасть. Анчах чылай территори пайĕнче ку ĕç çине алă сулни пур. Вăл урни чирĕнчен хÿтĕленме пĕрлехи тимлĕхе ÿстерме ыйтать. Кунта эпĕ Мăн Сĕнтĕр, Оринин, Юнкă, Çатракасси территори пайĕсенче, Панклире хуçасăр йытăсене тытассипе çителĕксĕр ĕçленине палăртатăп. Хуçасăр йытăсем çак асăннă ял территори пайĕсенче нумаййине шута илсен, вырăнсенче ку ĕçе пурнăçлассипе паян та кая юлман тесе калатăп. Хамăр ĕçе тивĕçлĕ шайра пурнăçласа кăçал та эпир урни чирĕнчен хÿтĕленсе харпăрлăх формисене пăхмасăр мăйракаллă шултра выльăха, йытă-кушака профилактика прививки тăвассине малалла тăсатпăр. Вăхăт çитсен ял çыннисен хăйсен килĕсенчи йытăсене прививка тăвассинчен сиксе юлас марччĕ. Территори пайĕсенче йытăсем ирĕкре çÿренине чарма тивĕçлĕ мерăсем йышăнасчĕ. Ахальлĕн йытă-кушак хуçисен административлă майпа явап тытма тивĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, хамăр хăрушсăрлăх – хамăр алăра.

– Эсир каланă пекех пултăрччĕ. Чир-чĕрпе кĕрешнинчен ытларах ăна асăрхаттарни вырăнли пирки никамăн та иккĕленÿ пулас çук.

А. БЕЛОВ калаçнă.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6