Пыл чĕресне ĕмĕрĕпех тулли тытнă

Категория: Общество Опубликовано: 15.08.2025, 13:33 Просмотров: 109

Вĕлле хурчĕ тытса ял хуçалăх производство кооперативĕн е килти хушма хуçалăхăн экономикине тĕреклетесси – обществăлла выльăх-чĕрлĕх отраслĕн е ял çынни пурнăçĕн пĕр енĕ. Килти хушма хуçалăхра та нумайăшĕ çакна ĕмĕртен пыракан чăнлăх тесе шутлать. Паллă, пыл хурчĕ тытасси – чи ответлă ĕçсенчен пĕри. Ăна чунĕпе парăннă çынна Турă кайăкĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарни укçа-тенкĕпе пĕрлех сывлăх та парать. Халĕ калани кашни утарçăпа калаçмассерен ума тухать. Çавăнпах пулĕ вĕлле хурчĕ ял хуçалăх аталанăвĕпе тачă çыхăнура пулни пирки те паян никамăн та иккĕленÿ çук. Ку кăна та мар, халăх сывлăхне сыхлас тата упрас тĕллевпе те ылтăн хуртăн пĕлтерĕшне çынсем те, наука та сивлемест.

Юнкă территори пайĕнчи Канаш выççăлккинче пурăнакан 93 çулхи Михаил Пшанов хăйĕн пурнăçне пыл хурчĕсемсĕр курмасть те. Вĕсем пирки сăмах хускатсан хут-хăмăр ветеранĕ паян нумай кăсăклă япаласемпе паллаштарма пултарать. Пыл хурчĕпе юнашар ĕмĕр ĕмĕрленĕскерĕн çак юрату ачаран пуçланнă. Ялти каччă хăйĕн пурнăçĕнче пыл хурчĕпе Турă пÿрнипе пĕрре туслашнă та çак юрату унăн пурнăçĕнче ĕмĕрлĕхе никĕсленнĕ. Çак ĕç юратăвĕ халĕ вĕсен çемйинче ăруран ăрăва куçса пырать. Çемьере эпĕ пыл хурчĕпе ĕçлеме хăратăп, унран тупăш илме нумай вăй хумалла тесе алă усакан çын пулман. Çакăншăн савăнса Михаил Никифорович паян ял çыннисемпе те, хăйĕн патне хăнана кĕрекенсемпе те хурт-хăмăр аталанăвĕн историйĕ тата вĕлле хурчĕпе вăл паракан пылăн усси пирки сехечĕ-сехечĕпе кăмăллăн каласа пама пултарать. Калаçнă хушăрах çак ĕçри вăрттăнлăхсене те уçать вăл, хăйĕнпе калаçакана утар ĕçне явăçтарма тăрăшать. Ялта пурăнакансем, уйрăмах çамрăксем, утарçăна хисеплесе тата чăваш йăли-йĕркипе Миша мучи теççĕ. Унăн аллинчен пĕр кашăк пыл çинине те вĕсем пысăк парне вырăнне йышăнаççĕ, ăнăçу сунса ăшшăн тав тăваççĕ. Юратнă ĕçне чунĕпе парăннă Миша мучи хăйĕн харпăрлăхĕнчи пыл чĕресне яланах тулли тытма тăрăшнă, тытать те. Уншăн ăна тăванĕсем çеç мар, ялта пурăнакансем те, хурт-хăмăр отрасльне юратакансем те, ача-пăча та ăшшăн тав тăваççĕ. Пыл спасĕ çывхарнă вăхăтра хам тахçанах паллакан мучипе тĕл пултăм. Калаçура çак уявăн йăли-йĕркипе, вăл хăçан никĕсленнипе тата ытти интереслĕ пулăмсемпе кăсăклантăм. Вăл çак йĕркене те лайăх пĕлни мана тĕлĕнтерчĕ, савăнтарчĕ, калаçăва уçăмлăх кĕртрĕ.

– Пыл спасĕ çамрăк уяв мар. Вăл халăхра хăйĕн вырăнне тупни нумай ĕмĕр пулать ĕнтĕ. Тĕпчевçĕсем пире ăнлантарнă тăрăх, Пыл спасне Византире 9-мĕш ĕмĕртех паллă тума пуçланă. Асăннă уяв чун тасатмăшĕ пулса тăрать. Вăл – çут çанталăк пуянлăхĕшĕн Турра тав туни, Успени постне кĕтме пуçлани, хĕле кĕме хатĕрленнин пуçламăшĕ. Çавна шутласан, вĕллере пыл пурри – хĕл кунĕсем выçă пулмасса. Ку вара çĕр ĕçченĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, – калаçать туйи çине таяннă, хурт-хăмăр отраслĕнче «чĕресĕпе пыл çинĕ», ĕçе юратнипе ял халăхĕ хушшинче чыс-хисепе тивĕçнĕ Миша мучи. Паян ялти хастарсем унăн аса илĕвне çырса юлса ял историне, хастар ĕçченсен кун-çулне пĕлессишĕн тăрăшаççĕ. Ырă сунакан ырă сăмахпа кÿршĕллĕ çÿрет тенĕ пек, пирĕн сăмаха пĕрре пăхсах кăмăллă асатте малалла тăсрĕ. Пурнăç тутимаси пит çинче тарăн йĕрсем хăварнă пулсан та, савăнăçпа çиçекен куçсем вĕсенчен вăйлăрах. Кăшт йăл кулă палăрсанах сăн-питри пĕркеленчĕксем таçта тарса пытанаççĕ. Кун пек чухне Миша мучие 93 çул тăруках параймăн та. Анчах вăл уçă кăмăллă пулни унпа калаçма пуçласан пĕрремĕш сăмахранах ума тухать.

– Ĕмĕр ĕмĕрлерĕм, тавах Турра, çынна усал тумарăм. Çавăнпах пулĕ тăван ялта 1959 çулта çĕнĕ йывăç пÿрт лартсан çийĕнчех тăвайман çенĕке хăйсем тĕллĕнех пыл хурчĕсен çемйи пырса вырнаçрĕ. Вĕлле хурчĕ хам патăма пĕрремĕш утăм тунăранпа нумай вăхăт иртрĕ пулин те, хурт-хăмăртан сивĕнмерĕм. Турă кайăкне епле хăваласа ярас-ха? Манăн та çапла тума вăй çитмерĕ. Сисмесĕрех килти хушма хуçалăхра вĕлле хурчĕ тытас ĕмĕт çуралчĕ. Хамăр ратăра пыл хурчĕпе ĕçлекен пулманран пĕтĕм ĕçе тĕпрен вĕренме, утарçă ĕçне никĕсрен алла илме тиврĕ. Ырă ĕмĕтлĕ çыннăн çулĕ те уçăлса пырать. Çапла вара юнашар вăрманти утарçă манăн шухăш-кăмăла сиссе мана рама пачĕ, тепринпе калаçрăм та – вĕллеллĕ пултăм. Çапла вара 66 çул каялла хам шутламасăрах утарçăсен ретне тăтăм, – калаçрĕ манпа пурнăçне хурт-хăмăр ĕçне халалланă Михаил Никифорович.

Çулсем иртнĕçемĕн хурт-хăмăр ĕçĕн юратăвĕ вăйланнă, ял çыннисемпе пĕрле ачисене те – икĕ ывăлпа хĕрне – пыл хурчĕпе туслаштарнă. Халĕ хăйĕн вĕренекенĕсем тĕл пулса сывлăх суннишĕн те, хăйĕнчен канаш ыйтнишĕн те савăнать утарçă.

– Нумай вĕренеймерĕм, анчах ку вăл пирĕн вăхăтăн шăпи пулчĕ. Йывăрлăхра çынна шеллесси, ăна вăхăтра пулăшасси пирĕн кун йĕркинчен самантлăха та тухмарĕ. Телей çавнашкал пулни çынпа хăр-хар пулмаллине пĕлтермест. Çапла вара çынна ырă сунассине хамăн кун-çулăн уйрăлми пайĕ туса хутăм, – терĕ ĕç ветеранĕ.

Пĕчĕк çемьере ÿсмен Миша мучи. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кĕрленĕ çулсенче вĕсем килте 6 ача пулнă. Йыш пысăккине кура унăн шкулта та нумай пĕлÿ пухма май килмен: тăватă класс çеç вĕреннĕ вăл. Хырăм выçать, ĕçлемелле... Çапла вара Михаил тăватă класс хыççăнах Йăлăма вăрман касма тухса каять.

Ăста утарçă тенĕрен. 66 çул каялла пыл хурчĕпе хăй тĕллĕн ĕçлеме пуçланăскер, паян та вăл килти хушма хуçалăхра вĕллесем тытать. Унăн ĕçне ывăлĕ Геннадий малалла тăсать. «Вĕлле хурчĕ утарçă епле ĕçленине, унăн кăмăлне тăтăш тĕрĕслет. Хăйĕнпе килĕшÿллĕ пулсан тата ĕçсене вăхăтра пурнăçласан, кĕркунне хуçине пылĕпе савăнтарать. Кун пек чух паха продукци ачасемшĕн шалккă мар. Сывă ÿсчĕр вĕсем. Вĕсенче-çке эпир хамăр пуласлăха куратпăр», – шăппăн сăмахларĕ ырă кăмăл кÿрекен мучи пирĕнпе калаçнă хушăрах кÿршĕлле чупакан ачасен савăнăçлă сассине тăнласа. Нумай çул хурт-хăмăрпа ĕçлессинче хăй тăрăшнине тĕп вырăнта тытнă 93 çулхи утарçăн паян та сĕтел çинчен пыл каймасть. Туслă тĕл пулура ăша илмелли, вĕренсе юлмалли, çĕннине епле пурнăçа кĕртмеллине пĕлмелли çул-йĕр те чылай пулчĕ.

Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6