Сăн ÿкерчĕкре Тăван çĕршыв хÿтĕлевçине, Иван Шариков капитана, куратăр. Вăл Тереçре 1914 çулхи апрелĕн 28-мĕшĕнче çуралнă. 1933 çулта Муркашри çичĕ çуллă шкултан вĕренсе тухнă.
...Ача артист пулас ĕмĕтпе ÿсрĕ. Сцена çине тухас туйăм пысăкчĕ унăн. Шкул хыççăн вара вăл Шупашкарти театр техникумне вĕренме кĕчĕ, пысăк сцена пирки ĕмĕтленчĕ. Çамрăк каччăн ăсталăхĕ пысăкчĕ, хăшĕ-пĕри вара ăна ăмсанатчĕ те. 1936 çулхи май уйăхĕнче актер пулса тухрĕ Тереç каччи. Акă вăл – пурнăç çулĕ, хăш енне кайсан тĕрĕс пулĕ-ши? Çук иккен-ха, актер ăсталăхне кăтартма вăхăт çитмен, малтан арçын тивĕçне пурнăçламалла, салтак атти тăхăнмалла. Нумай та вăхăт иртмерĕ, Сĕнтĕр çар комиссариачĕ урлă Ивана çар ретне тăма алла повестка пачĕç. Çапла пулса тухнишĕн каччă пачах та ÿкĕнмерĕ. Малтанах вăл Ленинград çар округĕн конно-артиллери полкĕн курсанчĕ пулчĕ, кайран ăна çавăнтах взвод командирĕн пулăшуçи пулма шанчĕç. Хăйĕн тивĕçне вăл япăх мар пурнăçласа пычĕ. 1938 çулхи сентябрĕн 17-мĕшĕнче салтак пысăк хавхаланупа тăван киле çула тухрĕ. Пуйăс вăрмансем çумĕпе, хир-хир урлă тĕтĕм кăларса та шăхăрса малалла васкарĕ. Акă çара уран чупнă улăх-çаран, кăштах тайăннă уй хапхи, куç умĕнчен кайман пĕчĕк картиш алăкĕ. Салтакăн чĕри кăлт-кăлт тапрĕ, алăка яриех уçрĕ те çывăх çынсене куçпа шырарĕ вăл. Çапла кил-йыш тĕл пулчĕ те чылайччен калаçса ларчĕ пĕчĕк кăна пÿртре. Вăрăм çул хыççăн темиçе кун канчĕ те вăл, ĕçсĕр ларма шухăшламарĕ, тÿрех Ишлейри шалти ĕçсен пайне ĕçе вырнаçрĕ. Çак вăхăт тĕлне унăн çар ĕçĕн ăсталăхĕ пысăкчĕ. Ку ĕçре вăл 1941 çулхи сентябрь уйăхĕччен ĕçлерĕ. Тĕнчене хаяр вăрçă кисрететчĕ, фронта кайма унăн та ят тухрĕ. Вăрăм çула пуçтарăнчĕ вăл. «Сывăпул тăван кил-йыш, ансăр урам, выляса чупнă улăх-çаран... Тĕл пулăп-ши вĕсемпе эпĕ тепĕр хут», – çапла шухăш мĕлтлетрĕ унăн пуçĕнче, çапах та хăйне алла илчĕ те çирĕппĕн те шанчăклăн урам вĕçнелле утрĕ. Вăл вăхăт тĕлне вăрçăра пуç хунисем пирки яла хыпар килме ĕлкĕрнĕччĕ. Çĕршыв чĕнет! Пуйăс кăстăрчăкĕ вара шăкăртатрĕ те шăкăртатрĕ. Ку хутĕнче Иван салтакăн çулĕ Ленинградри çар училищине пулчĕ. Чăваш салтакĕ çар ĕçĕн ăсталăхне ÿстерчĕ те Волховск фронтне çитрĕ. Тÿпере пĕр чарăнмасăр тăшман «çăханĕ» явăнать, пĕр çапăçура вăл йывăр аманчĕ, куç умĕнче каç пулнă пек хуралса килчĕ... «Салтак, эсĕ 2177 номерлĕ полевой госпитальте, сипленмелле, ура çине тăмалла», – терĕ вăр-вар калаçакан тухтăр хăйĕн ĕçне тунă хушăра. 1942 çул, июнь уйăхĕ. Çапăçу хирне тухма юрăхлă пулнишĕн савăнчĕ вăл. «Юлташсемшĕн тавăрăп-ха», – калаçрĕ вăл хăйпе хăй. Иван Шарикова миномет батарейин командирĕн пулăшуçи пулма шанчĕç. Ун хыççăн – пулемет ротин командирĕн пулăшуçи. Вăл çапăçусенче пысăк ăсталăх кăтартрĕ, пĕлĕвĕпе ăсталăхне ÿстерчĕ. 1944 çултан пуçласа 1946 çулччен ăна парторг пулма шанчĕç. Пысăках мар пÿлĕмри сĕтел çинче çурта ерипен çунать, 18-мĕш ГАЛБр ГОМ командирĕ гварди полковникĕ Кортеев тата политпайăн ертÿçи гварди подполковникĕ Ермаков çÿлтен хушнă задачăна сÿтсе яваççĕ. Акă алăра Иван салтакăн ĕçне хаклакан пĕр документ. «Боевая характеристика на парторга 1 дивизиона 18 гвардии гаубично-артиллерийской Ленинградской бригады ГОМ гвардии капитана Шарикова Ивана Анисимовича. 1914 года рождения, член ВКП(б) с ноября 1942 года. Гвардии капитан Шариков И. со своими обязанностями справляется отлично. Работу партоорганизации дивизиона поднял на должную высоту... За отличные боевые действия в районе г. Хуши (2 Украинский фронт) гвардии капитан Шариков Иван награжден орденом «Красная звезда». Савăнăçлă хыпар часах чăваш салтакĕ патне çитрĕ.
1944 çулхи августăн 20-мĕшĕнче салтак чикĕ урлă вăрăм çула тухрĕ. Тепĕр çул вĕçĕччен Румынипе Венгрие, Австрипе Чехословакие çитсе килчĕ вăл штабрисемпе. Çапăçу хирĕнче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн, ытти ĕçри ăсталăхшăн Ивана 1944 çулхи октябрĕн 8-мĕшĕнчи приказпа Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чысларĕç, çавăн пекех вăл тĕрлĕ медале тивĕçрĕ. «Орден-медальшĕн мар, мирлĕ халăха, ял-хуласене, совет салтакĕсене тĕп тунăшăн тавăрас тесе çапăçрăм», – терĕ вăл алла пысăк наградăна тытса. 1946 çулхи апрельте тăван киле таврăнчĕ те тÿрех колхоз ĕçне пикенчĕ. Тăрăшулăхне кура ăна Ахмане ял Советне ертсе пыма шанчĕç. Пĕлĕвне вăл татах ÿстерчĕ. Ун хыççăн Сĕнтĕр районĕн халăх сучĕн 2 участокĕн суд исполнителĕ пулчĕ...
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
