Юлашки вăхăтри уяр кунсем акнă тырă-пулăна пиçсе çитме лайăх услови туса пачĕç. Çавăнпа та хамăр округри ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен уй-хирĕсене çитсен, тырă-пулă тухăçĕ кăçал пĕчĕк пулас çукки куç умне пулать. Тулли пучахлă кĕрхи тулă, сăмахран, епле илемлĕ кашласа ларать паян. Пучахĕсемпе кăчăк туртса вăл уй-хир ĕçченне хăй патне чĕнет. Куç шăрçине упранă пек пăхса ÿстернĕ тырă-пулăна вăхăтра тата çухатусемсĕр пухса кĕртесси – хресчен умĕнчи тĕп тĕллев.
Кăçалхи вырман малтанхи тапхăрне пĕтĕмлетсен, тырă-пулă пухса илесси пĕлтĕрхинчен 30 процент пысăкрах пулма пултарать. Çакăн пирки Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Николаева Правительство çуртĕнче эрнесерен иртекен планеркăра Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев пĕлтернĕ. Çут çанталăк условийĕсене кура 2025 çулхи вырма кампанийĕ ытти çулхинчен маларах пуçланчĕ: тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртесси – утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче, пахча çимĕç пухса кĕртесси – утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче, ир пулакан çĕр улмине кăларасси утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче вăй илчĕç. Çĕр ĕçченĕ вырмана маларах хатĕрленни çурла уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне 77 пин гектар çинчи тырă-пулăна пухса кĕртме май панă. Вăтам тухăç 40,3 центнерпа танлашать (пĕлтĕр 32,3 центнер пулнăччĕ). Асăннă кун тĕлне республикăри çĕр ĕçченĕ пĕтĕмпе 310,3 пин тонна тырă-пулă управа кĕртсе хунă. Вырма пынипе пĕрлех пĕрлешÿллĕ кооперативсенче тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пахча çимĕçпе техника культурисем пухса кĕртес ĕç пырать. Ĕç-хĕл епле пынине тишкернĕ май тырă-пулă вырса илесси 2024 çулхинчен пысăкрах пулнă вăхăтрах пахча çимĕçĕн пĕтĕмĕшле тухăçĕ пĕлтĕрхи шайрах юлмалла.
«#стернĕ тырă-пулăна çухатусемсĕр пухса кĕртсе кĕлете упрама хурассишĕн кашни уяр кунпа туллин усă курар, ăна валли ĕçе эффективлă пурнăçлассишĕн тăрăшар. Туса илнĕ продукцие реализацилессипе те тытăнса ан тăрăр, мĕншĕн тесен вырма тапхăрĕн пуçламăшĕ тĕлне тырă-пулăн йĕркеленнĕ хакĕ кăçал хресчене тивĕçтермелле», – тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев канашлăва хутшăннă ял хуçалăх министрне тата муниципалитет округĕсен пуçлăхĕсене. Кăçалхи вырмана республикипе 700 ытла «хир карапĕ» хутшăнать. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тĕкĕ панипе вырма валли пирĕн çĕр ĕçченĕ ял хуçалăх техникин паркне самай çĕнетме пултарчĕ: паян ĕçлекен техникăн 30 проценчĕ – 5 çул та ĕçлеменнисем. Пысăк тухăçлă та шанчăклă техника вырмари çухатăва самай пĕчĕклетме май парать. Çав вăхăтрах пĕр «хир карапĕ» пуçне тивекен ĕç тиевĕ пирĕн республикăра Атăл çи федераци округĕнче чи пĕчĕкки шутланать. Паян кăçалхи тырă-пулăна туянса управа хурас ĕç пырать. Тулăна туянас хак иртнĕ çул шайĕнчех сыхланса юлни хресченшĕн паллă. Пĕтĕмĕшле илсен, 2025 çул валли ÿсен-тăран отрасльне патшалăх пулăшăвĕ пама 1,1 миллиард тенкĕ пăхнă. Унăн пысăк пайне ял хуçалăхне çитернĕ те ĕнтĕ. Уйрăм тимлĕх выльăх-чĕрлĕх отраслĕ валли хĕл каçма апат янтăласси пирки. Ку ĕçе хуçалăхсем планпа пăхнин 73 проценчĕ чухлĕ пурнăçланă та ĕнтĕ. Обществăлла выльăх апатне хĕл валли янтăлассипе те кăçалхи ĕçсем иртнĕ çулхинчен ăнăçлăрах. Кăна çапла ăнлантарма пулать: Чăваш Енре пысăк тухăçлă çĕнĕ выльăх-чĕрлĕх комплексĕсем хута кĕртнĕ май выльăх апачĕн ыйтăвĕ те, пĕлтерĕшĕ те ÿсет. Вырма ĕçĕсене тишкерессине вĕçленĕ май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев чылай муниципалитет округĕсен пуçлăхĕсене ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ, анчах усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе активлăрах пулмаллине палăртнă. Ку асăрхаттару Элĕк, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле муниципалитет округĕсене ытларах пырса тивет.
«Çĕр – вăл пирĕн тĕп ресурс. Кашни сотка çĕр тĕлĕшпе пирĕн тивĕçлĕ ăнлану пулмалла: хресчен унпа паян епле усă курать тата унпа эффективлăрах усă курма çывăх вăхăтра мĕн тумалла? Пурнăç иртнĕ май ку ыйтусемпе яваплăх ÿсĕ çеç. Мĕн тÿрлетме пултарнине кая юлмасăр пурнăçа кĕртни вырăнлăрах. Çакăн хыçĕнче Чăваш Республикин аталанăвĕн программине ăнăçлă пурнăçа кĕртесси, республикăра пурăнакансем умĕнчи тивĕçе туллин пурнăçласси тăрать», – палăртнă республика ертÿçи. Муркаш муниципалитет округĕнче вара çумăрлă кунсем тăнине пăхмасăрах вырма хăвăртлăхĕ пĕчĕк мар. Уй-хир ĕçченĕ, йывăрлăхсене парăнмасăр, умне лартнă тĕллевĕсене туллин пурнăçлама тăрăшать. Çапла вара тырă пуссисене тухнă 32 «хир карапĕ» вырмана кĕске вăхăтра вĕçлессипе вăй хурать. Пĕрлехи вăйпа вĕсем кĕрхи культурăсене 3550 гектар çинчен пуçтарса кĕртме ĕлкĕрнĕ. Ку вăл мĕнпур вырма лаптăкĕн 25,3 проценчĕпе танлашать. Вăл шутра кĕрхи культурăсем 72 процент ытла йышăнаççĕ. Вырма ĕçĕ кунсерен сарăлса пырать. Е. Андреев яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕнче «хир карапĕсем» çуртрисен пуссине тухма та ĕлкĕрнĕ. Çурхи культурăна – урпана – вĕсем 23 гектар çинчен вырса илнĕ те ĕнтĕ.
«Хир карапĕсем» паян çавăн пекех ытти хуçалăхра та вырма лаптăкĕсене ÿстерсе пыраççĕ. Ку енĕпе уйрăмах Суворов яч. хис., «Куснар», «Свобода», «Герой», Чкалов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕсем хастар пулнине палăртмалла. Малашлăха пăхса пурăнакан хуçалăхсем уй-хире улăмран тасатнă май вĕсене кĕр акине хатĕрлеме те пуçланă. Ку ĕç «Свобода», Е. Андреев яч. хис., Суворов яч. хис. хуçалăхсенче ыттисенчен ăнăçлăрах пырать. Уй-хир ĕçченĕ йывăрлăхсем умĕнче пуç усмасăр, çанталăк условийĕсене çĕнсе, хăй умне лартнă тĕллеве туллин пурнăçласа пырать. Тăрăшуллисен мал ĕмĕтлĕ ĕçĕ паян гектар çумне гектар хушса пырать. Вырмана тухнисен йышĕ хушăннă май муниципалитет округĕ тĕппипех черетлĕ хĕрÿ ĕç çи ытамне кĕрсе кайрĕ. Хирсенче тата йĕтемсем çинче те вăй хураканăн канăçсăр тапхăрĕ пуçланчĕ.
Август 2026 |
