Паян ялта пурăнакан кашни кил хуçиех хăйĕн хушма хуçалăхĕнче тĕрлĕ тĕслĕ пан улми лартса ÿстерет. Çакă ыт ахальтен мар. Кунта темиçе ыйту çуралать: кашни çыншăнах усăллă-и вĕсем, мĕнре-ха вĕсен усси, апатланура еплерех мелпе усă курма пулать пан улмипе, вĕсен тасалăхне чи нумай мĕн вăхăта упрама пулать? Раççейăн вăтам тăрăхĕнче пурăнакан нумай çын сывлăхне пырса тивекен çак ыйтусем çине паян Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлав министерстви хуравлать. Вуласа пăхăр, пан улмин хăвăра кирлĕ усăллă енĕсемпе ытларах усă курса сывлăхăра çирĕплетĕр. Халăхра çапла калани пур: «Кам кунсерен пан улми çиет – вăл тухтăр патне утмасть». Баланс енчен тулăх апат валли çыннăн талăксерен 1 – 2 пан улми çиме тăрăшмалла. Апатланура пан улми сорчĕсене тăтăш улăштарса тăни те вырăнлă пулнине ан манăр.
Пан улми çимелли 5 сăлтав
– Çын хăйĕн пурнăçĕнче вун-вун тĕрлĕ çимĕçпе апатланать. Вĕсен кашнийĕнех хăйне евĕр усăллă енĕсем пур. Çапах вĕсем хушшинче паян пан улмине çитекенни çуках. Вăл витаминсемпе чи пуян çимĕç шутне кĕмест пулсан та, хăйĕн тытăмĕнчи усăллă япаласен хутшăнăвĕпе ыттисенчен ырă енне курăмлă уйрăлса тăрать. Пан улмире С витамин шайĕ пысăккине уйрăмах ырă енчен палăртса хăвармалла. Вăл çыннăн иммунна системине çирĕплетессинче, организма тĕрлĕ инфекцирен хÿтĕлессинче палăрăмлă вырăн йышăнать. Çавăн пекех пан улми ÿт сывлăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ коллагенпа эластин синтезĕнче, регенераци процесĕнче тата юн хатĕрлессинче пысăк пĕлтерĕшлĕ шутланать. Каласа хăвармалла, пан улмире В ушкăн витаминĕсемпе пĕрлех Е, К, тата А витаминсем те çителĕклĕ пур. Вĕсем чĕрепе сосуд тата нерв системин ĕçĕсем çине ырă витĕм кÿреççĕ.
– Пан улми макро- тата микроэлементсемпе питĕ пуян. Вĕсен шутне анемие сирекен тимĕр, чĕрепе юн сосучĕсемшĕн усăллă кали, шăлпа шăмăсен çирĕплĕхĕ çине витĕм кÿрекен кальци, нерв системине çирĕп ĕçлеме пулăшакан магни, ÿтпе çÿçе тата чĕрнесене илемлĕхре тытма май паракан цинк кĕреççĕ.
– Манмалли çук, пан улмин апат ирĕлтерес енĕ апат-çимĕçе лайăх йышăнма тата вар-хырăма çийĕнчех тасатма пулăшать. Кунпа пĕрлех çак ен кĕлетке йывăрăшне чакарма та пулăшать, артерири юн пусăмне тивĕçлĕ шайра тытма май парать.
– Е витаминпа флавоноид пек хăватлă антиоксидантсем пуррине кура пан улми ирĕклĕ радикалсене нейтрализицилет, клеткăсем аманассине чакарать. Çакă Альцгеймер тата Паркинсон чирĕсенчен, чĕрепе сосуд патологийĕсенчен, 2-мĕш типлă сахăр диабетĕнчен, кĕлетке самăрăлассинчен тата рак чирĕ аталанассинчен профилактика мелĕ пулса тăрать.
– Пан улми пĕчĕк калориллĕ апат-çимĕç шутланать. Калорисен хисепĕ уйрăмах симĕс пан улмире сахал: 100 грамм çимĕç пуçне 35 – 40 ккал çеç тивет.
Пан улмине хăçан çимелле ?
Вăрттăнлăх мар, пан улмине пурин те апат-çимĕçре çителĕклĕ усă курма юрать. Вăл уйрăмах çакăн пек лару-тăрура питĕ кирлĕ:
– тимĕр çителĕксĕр анеми вăхăтĕнче, мĕншĕн тесен С витамин организма тимĕре лайăх йышăнма пулăшать;
– метаболизм, кĕлетке самăрăлас, атеросклероз, артери гипертензийĕ тата чĕрепе сосуд чирĕсем чухне, мĕншĕн тесен çÿлерех каланă пек пан улми пĕчĕк калориллĕ çимĕç шутне кĕрет. Вăл пуян тытăмлă, çусемлĕ тата холестеринлă мар, анчах вĕсене çинĕ чух клетчатка пысăккине кура хăвăрт тăраннă пек кăтартать;
– тăтăш ывăнсан тата кăмăл час-час улшăнсан пан улми çиме тăрăшмалла – çакă унăн тытăмĕнче В ушкăн витаминĕсем, фосфор тата глютамин кислоти пуррипе çыхăннă;
– организмшăн апат-çимĕç ирĕлтерес ыйтусене лайăхлатма пулăшать, мĕншĕн тесен клетчаткăпа пуян пан улми вар-хырăм микрофлорине лайăхлатма май парать;
– чĕрепе сосудсен чирĕ чухне пан улмири кали чĕре ĕçĕ çине ырă витĕм кÿрет, çыннăн артери пусăмне вăхăтра йĕркелеме май парать.
Кам ăн ас ăрханмалла ?
Пан улми усăллă çимĕç пулсан та, вăл пур чухне те ырă витĕм çеç кÿмест. Унран камăн асăрханмалла-ха? Ку ыйту та хаçат вулакансемшĕн иккĕмĕш вырăнта тăмасть. Çак улма-çырлана çинĕ чухне уйрăмах çаксен тимлĕх пирки манмалли çук. Пĕрремĕшĕ – аллергетиксен. Улмуççисем чечекре чухне вĕсен тусанĕ хăвăр организм çине витĕм кÿнине сисетĕр пулсан, ку çимĕçе çийĕнчех рационтан кăлармалла – иммунна системи унăн компоненчĕсемпе аллергине кĕме пултарать. Кунашкал аллергетиксен пан улми çеçкере пулман вăхăтра аллерги пулмасан та пултарать. Иккĕмĕшĕ – сахăр диабечĕллисен. Кун пеккисен пан улмирен хатĕрленĕ пюрене тата сока апатланура усă курмалла мар. Виççĕмĕшĕ – çимĕçе чăмланă тата çăтнă чухне йывăрлăх туякан çынсен асăрханмалла, мĕншĕн тесен пан улми – хытă çимĕç.
– Тăваттăмĕшĕ – пÿрепе чирлĕ çынсен ытларах асăрханмалла. Вĕсене кали пур продуктсене çиме сĕнмеççĕ. Вăл шута пан улми те кĕрет.
Пан улми пачах юрамасть Вăрăм пыршă язвипе тата гастритпа аптăракан çынсен пан улми çиме пачах та юрамасть. Чĕрĕ те йÿçĕ çимĕç вар-хырăма питĕ аптăратать. Вар-хырăм чирĕпе аптăракан пациентсен пан улмири фруктоза пысăк хисепре пулнăран вар-хырăм ĕçĕ пăсăлма пултарать.
Пан улмине епле çимелле ?
Ку ыйту çине кашни çыннăн вар-хырăмĕ хăйне евĕр хурав парать. Сывă çын пан улмине хуппипе çиет. Пан улми хуппинче вар-хырăма тухăçлă ĕçлеттерекен япаласем пур. Вар-хырăм чирĕсем ытла аптăратаççĕ пулсан, пан улмине шуратса çиме сĕнеççĕ. Вар-хырăм чирĕ пуррисен пĕçернĕ пан улмипе усă курни вырăнлăрах шутланать. Мĕншĕн тесен пĕçернĕ чух вар-хырăма витĕм кÿрекен кислотасем саланаççĕ.
Çуллахи тух ăçа – çĕнĕ çулччен
Пан улмин чĕрĕлĕхне, тутине, унăн усăллă енĕсене нумай вăхăтлăха упраса хăварас тесен çак йĕркесене пăхăнмалла:
– пан улмине 0 – 4 градус ăшăра упрамалла. Ытларах ăшă пулни çимĕçе çĕртме, сивĕрех пулни çимĕç структурине улăштарма пултарать;
– пан улми упранакан пÿлĕмри нÿрĕк виçи 85
– 95 процент пулмалла. Нÿрĕк çитмен чухне пан улми «час ватăлать», ытларах пулсан вăл çĕрме пуçлать;
– пан улми упранакан пÿлĕмре сывлăш вентиляцийĕ лайăх пулмалла. Ку вăл çимĕçсем кăларакан газран вăхăтра тасалса тăма кирлĕ;
– пан улмине ялан тĕттĕмре упрамалла. Çутăра тытни çĕрес процесс ĕçне хăвăртлатать кăна;
– пан улмине çĕр улмипе, бананпа кÿршĕллĕ уп- рассинчен асăрханмалла.
Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлав министерстви.
Август 2026 |
