Паянхи пурнăçра çынсем час-часах вакцинаци тумалли пирки калаçу пуçараççĕ. Мĕнле пулăшу парать вăл çын организмне? Кирлех-ши вăл куллен ĕçлеме е вĕренме çÿрекене? Çак ыйтусем çине сывлăх хуралçи мĕн каланипе район хаçатĕнче паллашас килет.
Алексей ПЕТРОВ.
Мăн Сĕнтĕр территори пайĕнчи Турикасси ялĕ. Муниципалитет округĕн хаçатĕнче пирĕн вулакансем нумай тĕрлĕ ыйтăва хускатаççĕ. Апла пулсан вĕсем хаçата вулаççĕ, унта мĕн çырнипе кăсăклансах тăраççĕ. Çакна шута илсе «Республикăри общество сывлăхĕн центрĕпе медицина профилактики, сыватăвăн физкультурăпа спорт медицини» бюджет учрежденийĕн врачĕпе Екатерина АБЫЗОВĂПА çыхăнтăмăр.
Вăл пире çакăн пек хурав пачĕ:
– Паян çынсем хушшинче тĕрлĕ чир-чĕр сарăлни вăрттăнлăх мар. Вĕсен хăрушлăхне вакцинаци туни нумай чакарма пултарать. Çакна ăнланнисем паян хăйсем чирлессе кĕтмесĕрех больницăсене е хăйсен участокри врачĕсем патне пыраççĕ. Вĕсем кашниех вăл е ку чиртен сывлăха вакцинăланса сыхланас ыйтăва çĕклеççĕ. Тĕрĕс тăваççĕ тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен паянхи пурнăçра вакцинаци çыннăн тата унпа хутшăнакансен сывлăхне эффективлă хÿтĕлемелли мел пулса тăрать. Çакна мĕн чухлĕ маларах ăнланатăн – çавăн чухлĕ сывлăхна упраса хăваратăн. Вăрттăнлăх мар, вакцинăсем пирĕн организмшăн тĕрлĕ инфекци чирĕсемпе вăхăтра кĕрешмелли хÿтлĕх пулса тăраççĕ. Вĕсемпе кая юлмасăр усă курни чылай хăрушă чиртен пăрăнса иртме май парать. Вĕсен шутĕнче хĕрлĕхен (корь), грипп тата полиомиелит. Çынсенчен ытларахăшĕ хăрушă чирсенчен вакцинăланни обществăри коллективлă иммунитета йĕркелет. Çапла вара пĕчĕк ачасем те, аллергиллĕ çынсем те хăйсене хăрушă чирсенчен хÿтлĕхре туйма пултараççĕ. Енчен те халăхăн ытларах пайĕ вакцинăланнă пулсан, чир вирусĕсем ирĕклĕ сарăлаймаççĕ, халăх хушшинче чир аталанас хăрушлăх та пĕчĕкленет. Инфекци чирĕсенчен сываласси çынсемшĕн хаклă тата нумай вăхăт ыйтать. Вăхăтлă вакцинаци вара пурне те çак тăкаксенчен пăрăнса иртме пулăшать. Профилактика яланах сывату ĕçĕнчен йÿнĕрех пулнипе паллă. Кунсăр пуçне сывă çынсем ĕçлеме тата вĕренме пултараççĕ. Ку вара экономика аталанăвĕшĕн ырă палăрăм. Вакцинаци ĕçне çул панăранпа этемлĕх инфекци чирĕсемпе кĕрешессинче палăрăмлă утăм турĕ. Тĕслĕхрен, массăллă вакцинаци пире чечче (оспа) чирĕнчен тĕппипех хăтăлма пулăшрĕ. Çакă тĕрлĕ чир-чĕртен вăхăтра вакцинăлани пирĕн пурнăçа тĕппипех ырă енне улăштарма пултарнине те çирĕплетет. Халăха вăл е ку чиртен хÿтĕленме хатĕрлекен вакцинăпа усă курма пуçличчен вăл тĕплĕ тĕрĕслев витĕр тухать. Ăсчахсем унăн хăрушсăрлăхĕпе эффективлăхне çиччĕ виçсе пăхаççĕ. Çакăн хыççăн çеç вакцина пирĕн организма пулăшма пултарни паллă пулать. Вакцинаци – сывă пурнăçпа пурăнмалли пĕр утăм. Вăл уйрăм çынна çеç мар, пирĕн обществăна та сывă пурăнма пулăшать. Вăл е ку чиртен прививка туса эпир хамăр сывлăхшăн кĕрешнипе пĕрлех хамăрпа юнашаррисен сывлăхĕшĕн те усăллă ĕç тăватпăр. Çавăнпа та вăхăтра вакцинаци туса чиртен сыхланасси пирки паян никамăн та манас марччĕ.
Август 2026 |
