Паян çынсем хушшинче тĕрлĕ енпе палăракансене тĕл пулатпăр. Вĕсем хушшинче лайăх ĕç тăвакан вара пирĕн хушăмăрта яланах ырă ятпа палăрса тăрать. Çакăн пек паллă ентешсем пирки пулĕ те манăн малаллахи калаçу. Вĕсен пĕр пайĕ – халăх хушшинче сывă пурнăç йĕркине çирĕплетессишĕн, физкультурăпа спорта малалла аталантарассишĕн тăрăшакансем.
Эпĕ йĕркеленĕ тĕл пулăва ку хутĕнче хăйсен пурнăçне физкультурăпа çыхăнтарнă тĕрлĕ ÿсĕмри ентеш хутшăнчĕ. Çулĕсене пăхмасăрах калаçура вĕсем сывă пурнăç йĕркине мала хуни курăнчĕ. Ачаран спорта юратса унпа туслă çитĕннĕ çын ĕмĕр тăршшĕпех сывă пурнăç йĕркине тытса пырать, ыттисенчен те çавнах ыйтать, вĕрентет. Анчах йăлтах пĕлетпĕр-и-ха эпир ун пеккисем çинчен? Хам ума çак ыйтăва тăратнă май хаçат вулакансене паян Муркаш муниципалитет округĕнче пурăнакан спорт тусĕсен пĕр ушкăнĕпе паллаштарас шухăш çуралчĕ. Кун пек ăстасем вара пирĕн тăрăхра пĕр-икĕ çын çеç мар. Ялта çуралса ÿснĕскерсем ачаллах ĕçпе туслашнă, ашшĕ-амăшне килти хушма хуçалăхра пулăшнă, пĕрлешÿллĕ хуçалăх ĕçне хутшăнса çемье бюджетне тĕкĕ панă. «Атте-аннене юратса пурнăçланă ĕç ывăнтармасть, – терĕç уяв умĕн ăшă кулăна пытармасăр çулĕсене пăхмасăр спортра палăрнă ентешсем. – Спортпа туслашни пурнăçа илемлетрĕ». Спортри ÿсĕмĕсене пăхмасăрах пĕр-пĕринчен мала хуман спортсменсем кашни сăмахрах хăйсене ыттисен калаçăвне кĕме чарса пычĕç. Кăна эпĕ спорт маçтăрĕсем хăйсем хушшинче пĕр-пĕрне хисеплени тесе йышăнтăм. Сăн ÿкерчĕкре сулахайран пĕрремĕшĕ – Йÿçкасси территори пайĕнчи Вăрманкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, паян Муркаш муниципалитет округĕн физкультурăпа спорт тата çамрăксен политикин пайне ертсе пыракан В. Петров. Владимир Вячеславович ялта çуралса ÿснĕ пиншер ача пекех волейболла та, футболла та, баскетболла та вылянă. Çак вăйăсенче те, çурхи çерем çинче лапталла вылянă чух та çуран чупас хăвăртлăх, алăри мечĕке инçе тата тĕл пересси, ăна меллĕ тытасси малти вырăнта тăрать. Вĕсене ыттисем умĕнче намăс курмалла мар пурнăçлани спорт алăкĕсене уçнă пекех пулать. Вăйăра вылянă вăхăтрах ачасем ашшĕ-амăшне пахчара та, выльăх-чĕрлĕх патĕнче те, садра та пулăшнă. Володя та çак ĕçсенчен катара тăман. Çапла вара 1995 çулта Муркашри вăтам шкултан вĕренсе тухнă тĕле вăл хăйĕн пурнăçне физкультурăпа çыхăнтарма хатĕрлесе çитернĕ. Йывăрлăха хăй тĕллĕн парăнтарма хăнăхнă яш çав çулах ЧГПУн физкультура факультетне вĕренме кĕрет. Алла диплом илсен ĕç биографине Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта физкультура учителĕнчен пуçлать. 2001 çулта районти вĕрентÿ пайĕн ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн волейбол тренер-преподавателĕнче ĕçне малалла тăсать. Паянхи кун вăл – муниципалитет округĕнчи çамрăк спортсменсене пĕр çыхăра тытаканĕ. Пирĕн округра спорт тĕсĕсем аслăрах ăруран çамрăксене куçса пыраççĕ. Вĕсем вара хăйсен вĕрентекенĕсен ятне ямаççĕ. Кун пеккисен йышĕнче – Çатракассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă Евгений Григорьев (сăн ÿкерчĕкре иккĕмĕш). Ачаран спортпа туслăскер, паян «Сывлăх» спорт шкулне çÿрекен йĕлтĕрçĕсен тренер-преподавателĕ. Унăн вĕренекенĕсем ЧР йĕлтĕрçисен пĕрлештернĕ командинче Раççей ăмăртăвĕсене те хутшăнаççĕ. Кирилл Петровпа Карина Григорьева хăйсене Раççей шайĕнче те кăтартма пултарнă. Арина Григорьевăпа Милена Смирнова вара – малашлăх çăлтăрĕсем. Пирĕн округра спортăн нумай тĕсĕ аталаннă. Çав шутра – бокс та. Ачаран выляс-чупасран юлман Муркаш каччи Николай Багдасарян (сăн ÿкерчĕкре виççĕмĕш) боксер рингне 8 çулта тухнă та 27 çул хушшинче нумай ăмăртăва хутшăнса спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Паян вăл – аслă категориллĕ тренер. Ун патĕнче ăсталăх пухакансенчен 3 çамрăк боксер Атăл çи тăрăхĕнче палăрнă. 2-шĕ – РФ вĕренекенсен спартакиадин çĕнтерÿçи. 2 воспитанник бокс енĕпе Раççей пĕрлештернĕ командин резервĕнче тăрать. Ăста тренер вĕсем Муркашри бокс спорт шкулĕн ятне çĕклес малашлăха çирĕп шанать. Сăн ÿкерчĕкре тăваттăмĕшĕнче эсир Çатракассинче пурăнакан Марина Смирновăна куратăр. Вăл биатлонпа Раççей спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. «Ялти нимĕнпе те палăрман çемьере ÿсрĕм. Ачалла тус-юлташсемпе ăмăртнă-вылянă чухне тăтăш мала тухнăран ÿсерехпе мана спорт кăсăклантарса ячĕ. Тăтăш тренировкăсене çÿренĕрен тренерсем мана ЧР, Раççей ăмăртăвĕсене илсе тухма пуçларĕç. Çав вăхăтрах Шупашкарти Олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕре ăсталăх пухрăм», – кăмăллăн калаçать Марина Михайловна. Каярах çулсенче вăл тренер-преподаватель ĕçне кÿлĕннĕ. Муркашра «Сывлăх» спорт шкулĕ уçăлсан, вăл малтанах бассейнра инструктор пулнă. Халĕ – спорт шкулĕн ертÿçин çумĕ. Михаил Романова (сăн ÿкерчĕкре пиллĕкмĕш) пирĕн тăрăхра пĕлмен тата унăн ÿсĕмĕсем пирки илтмен çын çук та пулĕ. Йĕлтĕрпе чупассипе СССР спорт мастерĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Хамăр округри спорт пурнăçĕнчи стажĕ унăн пĕтĕмĕшле 30 çулпа танлашать. Вăл шутран 22 çулне Михаил Ананьевич Муркаш тăрăхĕнчи спорт комитечĕн ертÿçинче вăй хунă, 4 çул ытларах – тренер ĕçĕнче. Сăн ÿкерчĕкре сылтăмри – Ярапайкасси территори пайĕнчи Иштерекри Александр Шишкин. Вăл та ял ачисене спорта явăçтарассипе тăрăшать. 2 çул çарта пулнăскерĕн паян ял ачисене спорта явăçтарасси – тĕп тĕллевре. 2009 çултанпа Сыпай шкулĕн физкультура вĕрентекенĕ ачасене, çамрăксене, ашшĕ-амăшне явăçтарса ялта хĕлле валли хоккей лаптăкĕ йĕркелет. Ăна тума вĕсем 2015 çулта «Ялсен социаллă аталанăвĕ» программăна хутшăнаççĕ, тепĕр çулхине Раççей Ял хуçалăх министерствин «Ялсене тирпей-хăт кĕртесси» программăна хутшăнаççĕ. Унăн воспитанникĕсем хутшăнакан округ команди («Волжские ястребы») кĕçĕн, вăтам тата аслă çулсенчи ачасем хушшинче те – тăтăшах малти ретре. Кунти команда пĕрлехи тăрăшулăхпа яллă районсем хушшинче Раççейре Чăваш Республикишĕн 4 хутчен выляма тивĕçнĕ. Еленăпа Геннадий Тимченко спонсорсем пулăшнипе икĕ хутчен вĕсем Сыпайĕнче тата Шурчара «Ыркăмăллăх пăрĕ» турнир ирттерме пултарнă. Александр Леонидович тимленипе иртнĕ çул ялта спорт тĕсĕсене аталантарассипе коммерциллĕ мар «Пирĕн ял» организаци йĕркеленĕ. Кун пирки пурăна киле уйрăм калаçу пулĕ.
Анатолий БЕЛОВ.
Август 2026 |
