Августăн 15-мĕшĕнче Сыпай шкулĕ сумлă 100 çул тултарать. Кăштах унăн историйĕпе паллашар-ха.
1925 çулта Сыпай ялĕнче пĕрремĕш сыпăклă тăватă çул вĕренмелли шкул уçăлнă. Чĕмпĕрти учительсене хатĕрлекен Иван Яковлев шкулĕнчен вĕренсе тухнă А. Майоров пĕрремĕш учитель пулнă. Шкул валли ятарлă çурт пулманран ачасем В. Рыков çурчĕн пĕр пÿлĕмĕнче вĕренме тытăннă. 1929 çулта çак шкултан 30 арçын ачапа хĕр ача вĕренсе тухнă. Вĕсен шутĕнче – чăвашсен паллă çыравçи – Александра Лазарева. 1930 – 31 вĕренÿ çулне 116 ача çĕнĕ икĕ пÿлĕмлĕ шкул çуртĕнче пуçланă. 1935 – 36 вĕренÿ çулĕнче шкул ертÿçи пулма М. Башмакова шаннă. Çав çулхинех шкултан чăвашсен пулас тепĕр çыравçи Иван Григорьев вĕренсе тухнă. 1938 çулта пуçламăш шкултан тулли мар вăтам пĕлÿ паракан шкул туса хунă. Вăрçă çулĕсенче шкулта пуçламăш классем кăна ĕçленĕ, мĕншĕн тесен арçын учительсем, пурте тенĕ пекех, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Вăрçă пĕтсен И. Федотов, А. Щукин шкула ĕçлеме таврăннă, вĕсем мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех çак шкулта тăрăшнă. 1948 çулта çичĕ çул вĕренмелли шкула ертсе пыма Чул хулари учительсен институтĕнче пĕлÿ илнĕ Çĕн Тăмлай ялĕнчи Я. Смирнова шаннă. Вăл тăрăшнипе ачасене вĕрентме татах та çĕнĕ пÿлĕмсем тунă. 1990 – 1991 вĕренÿ çулне сыпайсем çĕнĕ, капмар, икĕ хутлă чул çуртра пуçланă.
Çак шкула хута яма вăл вăхăтра «Дружба» хуçалăх ертÿçинче тăрăшнă А. Федотов нумай тимленĕ. Я. Смирнов хыççăн шкула Г. Александров (1952 – 1956 ç.ç.), В. Григорьев (1962 – 1965 ç.ç.), Т. Баранова (1965 – 1969 ç.ç.), И. Смирнов (1969 – 1995 ç.ç.) ертсе пынă. Каярах вара çамрăк ертÿçĕсем тăрăшрĕç: В. Андреев (1995 – 2003 ç.ç.), В. Дашков (2003 – 2018 ç.ç.), М. Николаев (2018 – 2019 ç.ç.). 2019 çултан пуçласа шкул ертÿçинче Алина Арталионова вăй хурать. Паянхи кун пуян опыт пухнă вĕрентекенсем пурнăç кăларса тăратнă ыйтусене татса парассишĕн, çĕнĕлĕхсене вăя кĕртессишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра шкулта 10 вĕрентекен вăй хурать. Вĕсен шутĕнче виçĕ вĕрентекен – аслă категориллĕ, ыттисем – пĕрремĕш категориллĕ. Паянхи кун Сыпай шкулĕн коллективĕ вĕренекенсене пурнăçпа тан утма, вĕренÿре, спортра пур енлĕн туллин аталанма май туса парас тесе тимлет. Çулленех вĕрентекенсем тăрăшнипе ачасем округра, республикăра, Раççей шайĕсенче ирттерекен ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Ачасене пĕлÿ, воспитани парас ĕç уроксенче çеç мар, хыççăн та пулса пырать. Шкул тата класс тулашĕнче ирттерекен мероприятисене хутшăнни ачасен пултарулăхне ÿстерме, вĕсене хăйсем тĕллĕн шухăшлама, илнĕ пĕлĕве çирĕплетме, çĕнĕ материала ăса хывма пулăшать. Унсăр пуçне уроксем хыççăнхи вăхăт ачасемшĕн интереслĕ те усăллă иртет. Коллектив тăрăшуллă. Д. Хлашева – аслă категориллĕ вĕрентекен, çак шкулта 45 çул ĕçлет, ачасене математика вĕрентет. Вăл хăйĕн ăсталăхĕпе паллаштарса округри тата республикăри вĕрентекенсем умĕнче темиçе хутчен те уçă уроксем панă. Ачасене юратакан тата хăйĕн ĕçне чĕререн парăннă, пуян опытлă учителĕн вĕренекенĕсем предмет олимпиадисене, çулленхи экзаменсене, наукăпа ăслăлăх конференцийĕсене хутшăнса тарăн пĕлÿ кăтартаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Унăн вĕренекенĕ Е. Терентьев Раççей шайĕнче ирттерекен «Победители» конкурсра 1 степеньлĕдиплома тивĕ cрĕ С. Ефимов вара Раç cей шайĕнче «Новое древо» олимпиадăра 2-мĕш пулчĕ, округри «Юные дарования» олимпиадăра 3-мĕш вырăна тухрĕ. Регионсем хушшинче иртекен наукăпа практика конференцийĕнче Е. Терентьев кăçал та малти вырăна тухма пултарчĕ. Дина Порфирьевна хăй те тĕрлĕ фестивальпе конкурса хутшăнать. Çуллен республика шайĕнче иртекен «Чăваш ачи чăвашах» фестивальте вăл кăçал та – 2-мĕш вырăнта. Вĕренÿ ĕçĕнчи тăрăшулăхшăн ăна округри вĕренÿ пайĕн, Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствин Хисеп грамотипе тата Раççей Федерацийĕн Çут ĕç министерствин Хисеп грамотипе, «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» паллăпа чысланă. «Вĕрентекен ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман, анчах ачасене юратсан пур йывăрлăха та çĕнтерме пулать. Учитель ĕçĕ пархатарлă професси тесе çирĕппĕнех калама пултаратăп», – тет çак шкулта 25 çула яхăн вăй хуракан аслă категориллĕ вĕрентекен В. Дашков. Валерий Валерианович физика, ИКТ предмечĕсене ертсе пырать. Унăн ĕçри тĕп хатĕрсем – компьютерпа проектор. Республикăри, çĕршыври пултаруллă, хастар учительсен пуян опытне тĕпе хурса хатĕрленĕ вăл ăна. Ачасемшĕн чи усăллине, пахине пуçтарнă. Унсăр пуçне В. Дашков ачасемпе тĕрлĕ похода тухса çÿрет, кружок ертсе пырать. М. Баранов дронсене вĕçтерессипе 3-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Ăсталăхне, тÿрĕ кăмăлĕпе пуçарулăхне, маларах директорта ĕçленине кура Валерий Валериановича директорăн вĕренÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма шаннă. Ĕçри хастарлăхшăн вăл та пысăк наградăсене тивĕçнĕ. А. Дашкова – аслă категориллĕ вĕрентекен, директорăн советникĕ. Вăл çак шкулта 12 çул географи тата технологи предмечĕсене вĕрентет. Советник пулнă май вăл ачасемпе тĕрлĕ мероприяти ирттерет, пур конкурспа ăслăлăх конференцийĕсене хутшăнать. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче регионсем хушшинче иртекен наукăпа практика конференцийĕнче унăн вĕренекенĕсем А. Шишкина, Т. Попова, К. Васильева 3-мĕш вырăна тухрĕç. Çавăн пекех иртнĕ вĕренÿ çулĕнче А. Дашкова ертсе пынипе шкулти ачасемпе çамрăксем валли хатĕрленĕ ăмăртусемпе проектсен конкурсĕнче 200 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илме пултарчĕç. Ĕçри ÿсĕмсемшĕн ăста вĕрентекене Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствин тата Раççей Федерацийĕн Çут ĕç министерствин Тав хучĕпе чысларĕç. «Мана хам суйласа илнĕ професси питĕкилĕшет, вăл вăй-хăват парса тăрать», – тет А. Дашкова. Н. Яковлевăпа калаçнă май, эпĕ вĕрентекен профессийĕ ăна ачаранах килĕшнине пĕлтĕм. «Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен М. Александрова урокĕсем мана учитель ĕçне суйласа илме хавхалантарчĕç. Шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕтĕм», – тăсрĕ малалли калаçăва Надежда Николаевна. Тăван çĕршыва юратма, çынна хисеплеме хăнăхтарса ÿстерес тĕллевпе Надежда Николаевна ачасемпе «Хавхалану» театр студине йĕркелерĕ. «Сăмах хăвачĕ» 3 фестиваль конкурсра çак студие çÿрекен 7 класс вĕренекенĕ Т. Попова 2 вырăна тухма пултарчĕ. Шкул театрĕсем хушшинче иртекен «Асам» фестивале хутшăнса округ шайĕнче мала тухма, республикăра вара çĕнтерÿçĕсен шутĕнче пулма пултарчĕç пирĕн ачасем. «Лучшая женская роль» номаницире Т. Попова пултарулăхне пысăка хурса хакларĕç. «Ватта сума сăвакан – хăй те сумлă пулакан» спектакльте асламăшĕ рольне выляса çĕнтерÿçĕ ятне илме пултарчĕ. Театр студине çÿрекенсем регион шайĕнче те хастар. Г. Волкова халалланă регионсем хушшинче ирттернĕ «Хавхалану» пултарулăх фестивальне хутшăнса «Видео фильм» номинацире «Тĕлĕнтермĕш курăк» ÿкерчĕкпе çĕнтерÿçĕ ятне тивĕç пулчĕç. Çавăн пекех вĕренекенсем Чăваш наци конгресĕ ирттернĕ «Йăла-йĕрке уявĕ» фестивальтен «Салтака ăсатни» сценка лартса 3 степеньлĕ дипломпа таврăнчĕç. Анчах ĕçлеме пуçланă çамрăк вĕрентекен Н. Петрова та аслисенчен тĕслĕх илсе округ шайĕнче иртекен конкурссене хутшăнса дипломсемпе таврăнать. Çĕнĕ технологисемпе усă курса хăйĕн урокĕсемпе ачасене тыткăнлама пултарать вĕрентекен. Çак шкулта ĕçлекен кашни вĕрентекен хăйĕн ĕçне чуна парса тăвать. С. Попова нумай çул хушши тин шкула килекен ачасене вĕренÿ тĕнчине çирĕппĕн утса кĕме пулăшать. Вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекен С. Мешкова вĕренекенсене çирĕп пĕлÿ парать. Унăн вĕренекенĕсем кашни çулах патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытса пыраççĕ. Ачасене акăлчан чĕлхин вăрттăнлăхне ăша хывма М. Толстова пулăшать. Спорт ăмăртăвĕсенче çитĕнÿсем тума ачасене Е. Соколова хавхалантарать. Арçын ачасем А. Шишкин ертсе пыракан хоккей тата футбол кружокĕсене хаваспах çÿреççĕ, округ чысне хÿтĕлеççĕ. Ачасем республикăри «Надежда» хоккей ăмăртăвĕнче 2023 çулта вăтам ÿсĕмри командăсем хушшинче 1 вырăн йышăнчĕç. «Ылтăн шайба» ăмăртăва хутшăнса кашни çулах малти вырăнсене тухаççĕ. 2011 çултанпа шкулта шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕ ĕçлет. В. Абрамова тата Н. Сапожникова воспитательсем вăй хунипе шăпăрлансем валли кăсăклă чылай мероприяти иртет. Вĕсем те округ тата республика шайĕсенчи конкурссене хутшăнаççĕ, малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Пултаруллă коллектива çак шкултан вĕренсе тухнă А. Арталионова ертсе пырать. Çамрăк ертÿçĕ хăйĕн ĕçне пĕлсе, паянхи пурнăç ыйтнипе тивĕçлĕ тума тăрăшать. Çакăн пек ÿсĕмсемпе кĕтсе илет Сыпай шкулĕ хăйĕн 100 çулхи юбилейне. Юбилей уявне вара эпир августăн 16-мĕшĕнче 13 сехетре шкулта ирттерме палăртатпăр. Пурне те хамăр патра хапăл туса кĕтсе илетпĕр.
Дина Хлашева .
Август 2026 |
