«Пирĕн адрес: тинĕс, океан»

Категория: Общество Опубликовано: 01.08.2025, 09:41 Просмотров: 151

Чăваш çынни ĕмĕртенпех çемьере арçын ача çуралсан, ăна алла илсе, утьăкка сиктернĕ. Çавна май вăл яланах ăна сывлăх сунса салтак пулма сĕннĕ. Салтак вăл – çемье тĕрекĕ, мирлĕ пурнăç хÿтĕлевçи, малашлăх шанчăкĕ. Çакă сăмахпа мар, ĕçпе çирĕплентĕр тесе эпĕ иртнĕ вырсарникун Тинĕсар флотĕнче службăра тăнисем хăйсен кунне уявланă çĕре тухрăм.

Хăйсен çар профессийĕн уявне паллă тума иртнĕ вырсарникун маларах палăртнă вăхăта тĕрлĕ çулта Тинĕсар флотĕнче службăра тăнă 30 ытла моряк «Сывлăх» спорт шкулĕ умĕнчи лаптăка пухăнчĕ. Бескозырка тăхăннă арçынсем паян та хăйсене вăр-вар тытрĕç, уява ертсе пыракансен командисене тикĕс пурнăçларĕç.

Ачалăхра ялти пĕверен пысăкрах шыв курманран, ÿссе çитсен эпĕ моряк пулăп тесе ĕмĕтленмен те. Пурнăç вара урăхла çаврăнса тухрĕ, – терĕ уяв пуçланичченхи кĕске калаçура Муркаш территори пайĕнчи Шаптакра çуралса ÿснĕ 2-мĕш рангри капитан Герман Майков. Шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслă пулни арçын ачана вăтам шкул хыççăн Тинĕсар училищине вĕренме кĕме пулăшнă. Вĕренÿ çулĕсем сисĕнмесĕрех иртнĕ. Акă ĕнерхи шкул ачи, курсант, офицер формипе тинĕс карапĕ çине ура ярса пусать. Çапла вара Тинĕс-çар флочĕ пирки шутламан чăваш ачи Тăван çĕршывăн шыв çинчи чиккисене сыхлама пуçлать. Вăтăр çул Тинĕс-çар флотĕнче службăра тăнă Герман Геннадьевич пухăннă ĕнерхи моряксене уяв ячĕпе саламларĕ. Кун хыççăн уява йĕркелеме вăй хунă А. Куликовпа С. Ермолаев йĕркеленипе пухăннă моряксем (пĕрремĕш сăн ÿкерчĕкре) Çĕнтерÿ паркне çул тытрĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсен палăкĕ умне чечек çыххисем хунă хыççăн асăннă паркрах хăйсен ячĕпе уçнă монумент умне кайса чечек кăшăлĕ хучĕç. Кун хыççăн Тинĕс-çар флотĕнче ирттернĕ çулсене, тус-тантăшĕсене аса илчĕç.

– Пирĕн адрес: тинĕс, океан, – терĕ юлташĕсене саламлама сăмах илсен Хура тинĕс флотĕнче Севастополь хулинче 2003 – 2005 çулсенче службăра тăнă Тушкасси каччи Алексей Николаев (иккĕмĕш сăн ÿкекрчĕкре).

– Тăван çĕршывăн 1941 – 1945 çулсенчи хаяр вăрçине хутшăннисене манманнисене, вĕсене чыслакансене тав туса пуçлатăп хамăн сăмахăма. Хаяр çапăçусенче пуç хунисен, хыпарсăр çухалнисен, фронтран таврăнса мирлĕ пурнăç тăвассишĕн ырми-канми ĕçленисен ачисемпе мăнукĕсем тата кĕçĕн мăнукĕсем вĕсен паттăрлăхне асра тытни, фронтовиксем юн юхтарни – ыт ахальтен пулманнине çирĕплетекен тĕслĕх, – терĕ вăл.

Тинĕс-çар флотне службăна лексен пĕрремĕш пысăк карапа курсан хăйсем епле тĕлĕннине Сергей Ермолаевпа Александр Куликов паян та пытараймаççĕ. «Кунашкал карапсем вăл вăхăтра сахалччĕ, анчах пирĕн шăпах çавнашкаллисем çинче службăра тăма тиврĕ», – терĕç вĕсем юлташĕсем умĕнче.

– Мĕн пачĕ-ха сире флот? – ыйтатăп сăн-питре ăшă кулă вылякан юлташсенчен. Сергей Николаевичпа Александр Николаевич иккĕшĕ те пÿрне хуçса шутласа кайрĕç. «Нумай шутлаççĕ», – мĕлтлетрĕ шухăш. Анчах хурав чăн-чăн морякла пулчĕ:

– Флотри служба ответлăха туйма, юлташ хулне тата команда вăйне туйма, пурнăçлама çук задачăсем пулманнине вĕрентрĕ. Тăрăшмалла кăна.

А. БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6