Диетологсем рациона вырӑнти пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырлана кӗртме сӗнеҫҫӗ, кунсерен 3-4 порци ҫимелле.
Мӗнле ҫырла уйрӑмах усӑллӑ тата мӗн ҫине тимлӗх уйӑрмалла? Иммунолог тухтӑр ҫуллахи чи усӑллӑ 5 ҫырла, вӗсен уйрӑмлӑхӗсемпе организмшӑн хакли пирки каласа кӑтартрӗ.
ҪӖР ҪЫРЛИ (КЛУБНИКА). Ҫӗр ҫырли – С витаминӑн чи пуян ҫӑл куҫӗсенчен пӗри тата ҫырлара вӑл лимонпа ыхраран ытларах. С Витамин сивӗ температура витӗмӗпе арканмасть. Ҫавӑнпа ҫырла шӑнтма питӗ лайӑх.
Ҫӗр ҫырлинче антиоксидант шутланакан флавоноидсем нумай. Вӗсен тӗп ӗҫӗ – клеткӑсене ылмашӑну процесӗсем вӑхӑтӗнче пулакан ирӗклӗ радикалсен сиенӗнчен сыхласси. Йӗркеллӗ чухне организм вӗсене хӑй тӗллӗн ҫӗнтерме пултарать, анчах чирлесен тата ӳснӗҫемӗн ҫак ӗҫ ҫухалать.
Антиоксидантсен тепӗр ӗҫӗ – вӑхӑтсӑр ватӑласран сыхласси. Ҫырла йышӗнче магни, ҫавӑн пекех кали нумай. Ҫавӑнпа ҫӗр ҫырлине чӗре тата юн тымарӗсен, нерв тытӑмӗн чирӗсемпе нушаланакан ҫынсене сӗннӗ.
Хӑш-пӗр ӑсчах палӑртнӑ тӑрӑх, теветкеллӗ ушкӑнри пациентсене юн тымарӗсен катастрофисене – инфарктсемпе инсультсене – профилактика ирттерме рациона ҫӗр ҫырли хушни усӑллӑ.
Ҫӗр ҫырли – сахал калориллӗ ҫимӗҫ, унпа ҫырткалама, пӑтӑпа десертсене, смузисене хушма юрать. Ҫын йывӑрӑшне чакарма, тунӑ кӑтартӑва тытса пыма тӑрӑшакансем валли те усӑ курма пулать.
ХӐМЛА ҪЫРЛИ. Яланах хӑмла ҫырли сезонӗ ҫӗр ҫырли хыҫҫӑн тӳрех пуҫланать. Ҫырлан усӑлӑхне хаклама йывӑр, апат-ҫимӗҫ пахалӑхӗпе те вӑл ҫӗр ҫырлинчен кая мар. Хӑмла ҫырлинче апат ирӗлнине йӗркеллӗ тытса тӑракан клетчатка, пыршӑлӑх микробиомӗ, перистальтика пур, вар хытасран сыхлать.
Хӑмла ҫырлинче ылмашӑну процесӗсене, метаболизма тӗрӗслесе тытса тӑракан витаминсем, ҫавӑн пекех ирӗклӗ радикалсене сиенсӗрлетекен, вӑхӑтсӑр ватӑласран сыхлакан антиоксидантсем нумай.
Антиоксидантсем шыҫӑ процесӗсене чарассинче мӗнле вырӑн йышӑннине ӗнентерекен тӗпчевсем те пур. Флавоноидсем чӗрепе юн тымарӗсен ӗҫне пулӑшаҫҫӗ, вӑраха кайнӑ чирсем аталанасран сыхлаҫҫӗ. Вӑл диетӑллӑ ҫимӗҫ, ҫӗр ҫырлипе танлаштарсан кӑшт калориллӗрех. Анчах вӑл виҫене тӗрӗс-тӗкел тытма та пулӑшать, начарланма та пулӑшать.
ХУРЛӐХАН. Вӑл витаминсемпе микроэлементсем нумай тата тепӗр ҫырла.
Хурлӑханӑн сорчӗсем нумай. Вӗсем тӗсӗпе кӑна мар, хими тытӑмӗпе те уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Усӑллӑ тутлӑхлӑ япаласен тытӑмӗн ертӳҫи – хура хурлӑхан, кайран хӗрли шутланать, ак шурри, ытти сортсемпе танлаштарсан, чи «чухӑн» пулать. Анчах ку ҫырла усӑсӑр пулнине пӗлтермест.
Хурлӑхан – В, С, Е тата D ушкӑнри витаминсен пуян ҫӑл куҫӗ. Ҫак витаминсем нумай ылмашӑну процесӗсене хутшӑнаҫҫӗ, организма тата нерв тытӑмне пулӑшаҫҫӗ.
Минераллӑ тытӑма пӑхсан хурлӑханра шыв-электролит шайлашӑвне йӗркелеме хутшӑнакан кали нумай, клеткӑсен ӑшӗнчи рН тытса тӑрать. Кали натрин хӑрушлӑхсӑр альтернативи шутланать. Чӗре чирӗпе аптӑракан пур ҫыннӑн та натри йышӑнассине чакармалла. Унӑн ҫӑл куҫӗ вара апат тӑварӗ, ӑна калипе улӑштармалла. Кали хӑш- пӗр симӗс салатсенче, ҫавӑн пекех ҫырлара та пур.
ЧИЕ ҪЫРЛИ. Чие А, С, Е тата В ушкӑнри витаминсемпе пуян. Ҫак витаминсем чӗрепе юн тымарӗсен тытӑмӗ, куҫ курӑм органӗсем йӗркеллӗ ӗҫлеме, нерв импульсӗсем куҫнине йӗркелеме тата нумай чир-чӗртен сыхланма кирлӗ.
Чие ҫырлинче флавоноид-антиоксидант, ҫавӑн пекех мелатонин нумай. Ку ыйха, апат хуранӗн ӗҫне йӗркене кӗртме, юнри холестерин шайне тытса тӑма пулӑшать.
Ҫырлара хырӑмлӑха ӗҫлеме пулӑшакан клетчатка нумай, микробиома тата иммунитета пулӑшать. Пӗтӗмпе пӗр ывӑҫ ҫырла талӑкри виҫен чӗрӗкне витет, ҫав вӑхӑтрах ҫырла сахал калориллӗ.
ХУРА ҪЫРЛА (ЧЕРНИКА). Апат-ҫимӗҫӗн антиоксидант хастарлӑхӗн пӗтӗм тӗнчери классификацийӗпе килӗшӳллӗн хура ҫырла малти вырӑна йышӑнать. Ку ҫырлана илемпе ҫамрӑклӑх ҫӑл куҫӗ пек пӑхма пулать.
Ҫырлан хӑйне евӗрлӗ тытӑмӗ шыҫӑ чирӗсене, вӗсен кӑткӑслӑхӗсене тӗрӗслесе чарма пулӑшать, бактерисене хирӗҫ тата вируса хирӗҫ витӗм кӳрет. Сӑмах май, хура ҫырла – сайра тӗл пулакан ҫырласенчен пӗри, унра К витамин пур. Вӑл шӑмӑ сывлӑхне упрас, юн тымарӗсене кальцификацилесрен тата вӗсене аркатасран хастар хутшӑнать.
Кунти витаминсем куҫ ҫивӗчлӗхне упраҫҫӗ, хӑш-пӗр офтальмологи чирӗсенчен сыхлаҫҫӗ. Ку ҫырла иммунитет тата ылмашӑну процесӗсен ӗҫне тытса тӑма усӑллӑ.
Сывлӑхлӑ пулӑр!
Август 2026 |
