Утни – сывлăха çирĕплетни

Категория: Общество Опубликовано: 25.07.2025, 10:07 Просмотров: 65

Çыннăн сывлăхне тата кăмăлне тивĕçлĕ шайра тытма унăн физкультура активлăхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Физкульту­ра тесен кунта спортăн тĕрлĕ енне палăрт­масăрах çын çуран утни хăйех сывлăха çирĕп тĕкĕ пама пулăшнине палăртатăп. Кашни çыншăнах тĕрлĕ тĕслĕ спорт енĕсенчен çу­ран çÿрени чи меллĕ хускану тĕсĕ пулса тăрать. Ăна пурнăçа кĕртме çынна ятарлă хатĕрленÿ те кирлех мар тесе палăртатăп, вăл çынран хаклă япаласем те ыйтмасть, спортăн ку тĕсĕ пысăк тăкаклă пулманнипе палăрать, анчах вăл çын сывлăхĕшĕн пысăк хавхалану çăл куçĕ пулса тăрать. Çакна асра тытакансем çуран утассине кулленхи йĕрке­не кĕртеççĕ, çирĕп аталантараççĕ. Ăна вал­ли ятарлă спорт лаптăкĕ те, çурт-йĕрпе спорт снарячĕ те кирлĕ мар. Çак çула суйласа иле­кеншĕн хăйĕн аталану кăмăлĕ çеç пулмалла.

Тăтăш çуран утни çак енчен усăллине палăртатăп:

– вăл алă-ура, пĕçĕ, çурăм мышцисене аталантарма, шăмăсене тата суставсене çирĕплетме пулăшать;

– çуран утни кĕлеткери юн çаврăнăшне лайăхлатать, холестерин виçине чакарать, юн пусăмне тивĕçлĕ шайра тытма пулăшать;

– ÿпкесен шăнăçне палăрмаллах ÿстерет;

– калорисене пĕтерме пулăшать, кĕлет­кен ытлашши виçине чакарма май парать;

– гормонсен телейлĕхне ÿстерет, кăмăла лайăхлатма пулăшать;

– пуç ĕçлессине активлăлатать, психоэ­моци тытăмне ирттерет;

– вар-хырăм ĕçне лайăхлатать;

– вăй-халпа ĕçлес йывăрлăха чăтса ирт­терме пулăшать, пурнăç энергийĕн шайне ÿстерет;

– пушă вăхăта юлташсемпе тата çывăх çынсемпе активлă ирттерме, тăван тав­ралăх илемĕпе туллин киленме май парать.

Уçă сывлăшра тăтăш çуран уçăлса çÿрени шухăшлава лайăхлатать, кулленхи ĕç-хĕлтен канса илме май парать. Нумай çыравçăпа философсем лайăх шухăшсем çуран уçăлса çÿренĕ чух вăй илнине палăртнă.

Уçăлса çÿремелли чи лайăх вырăнсем – парксемпе скверсем, юхан шыв хĕррисем, çуран утмалли ятарлă вырăнсем. Асăннă территорисем комфортлă тата хăрушлăхсăр пулни пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Çуран утнă чух хăвăра çăмăллăн та чăрмавсăр сывла­малли йĕркене суйласа илме тăрăшăр. Утăм хăвăртлăхĕ сывлама çăмăл та меллĕ пу­лассипе çыхăнса тăтăр. Кунне 30 минутран ытла хăвăрт утма юрамасть.

Паян çуран утассин хăвăртлăхне кон­трольлеме ансат. Хальхи вăхăтра кĕсье телефонĕсем çумĕнче утăм шутлакан ятар­лă приложенисем те пур. Вĕсемпе пĕлсе усă курни сире çуран утассин хăвăртлăхне тивĕçлĕ шайра тытма пулăшать.

Чи кирли – хăвăра çуран утма хăнăхтарасси. Ăна уçă сывлăшра та, пÿлĕмре те пурнăçлама пулать. Ирĕклĕ вăхăтра е каç пулттипе çывăх паркра çуран чупмалли çулпа йĕркене пăхăн­са çуран утни усăллă пулнине ан манăр.

Эсир тунă кашни утăм – сирĕн çирĕп сы­влăх никĕсĕ.

Елена ЕГОРОВА,

«Республикăри обществăлла сывлăх центрĕ тата медицина профилактики, сывлăх физкультурипе спорт медицини» бюджет учрежденийĕн

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6