Çавăн пек еткерлĕх те пулать

Категория: Общество Опубликовано: 25.07.2025, 10:06 Просмотров: 79

Чăваш кĕнеке издательствинче «Ют çын ачи» ятлă кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Авторĕ – Валентин Константинов. Кăларăмри произведенисене икĕ ушкăна пайласа вырнаçтарнă. Пĕрремĕшне «Чăт, тата кăштах чăт...» повесть, «Стан­дартсăр кинемей», «Ют çын ачи», «Алевтина», «Симĕс курăк, шурă лаша, кăвак тÿпе, Анукпа Хĕветĕр» калавсем кĕнĕ. Иккĕмĕш пайĕнче пĕтĕмпех – шÿтлĕ-мыскараллă кĕске-кĕске хайлавсем.

Чăваш кĕнеке издательствинче «Ют çын ачи» ятлă кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Авторĕ – Валентин Константинов. Кăларăмри произведенисене икĕ ушкăна пайласа вырнаçтарнă. Пĕрремĕшне «Чăт, тата кăштах чăт...» повесть, «Стан­дартсăр кинемей», «Ют çын ачи», «Алевтина», «Симĕс курăк, шурă лаша, кăвак тÿпе, Анукпа Хĕветĕр» калавсем кĕнĕ. Иккĕмĕш пайĕнче пĕтĕмпех – шÿтлĕ-мыскараллă кĕске-кĕске хайлавсем.

Пĕр сумка кирпĕч тултарса Мускава вы­ставкăна кайса килнĕ Сахрун Ваççильчран (мĕн тумастăн-ши чаплă пулас килнипе!), хĕрарăмсем умĕнчи хăюсăрлăхне пĕтерес­сишĕн хитре майра хыççăн лавккаран лавкка­на сĕтĕрĕнсе çÿресе пур-çук укçине кирлĕ мар япала туянса пĕтернĕ Миша Сорокинран (ăсĕ пур-ха ун, МГУ студенчĕ вăл), тикĕт пек хура сăнлă Сариванран (хура пулсан та хĕрарăм­сем питĕ юратаççĕ мура), пĕр эрне пурин­чен те пытанса пурăннă пуховăй качакаран (выльăхăн та сисĕмлĕх пурах çав), хурчăка мăшкăлĕ пулнă Уринепе Петĕртен (ах, çав сăра саккине!), ытти геройран кулмасăр чăт­ма çук. Пурне те мар пулин те, ун йышшисене эпир хамăр хушăра та куратпăр вĕт. Шÿтлĕ хайлавсене пĕр ярăма пĕрлештерсе «Пурнăç мыскарасăр мар» ят панă.

Вулакана калаçтараканни, тавлаштара­канни – пĕрремĕш пайра. «Тĕрĕслĕх пурах тĕнчере» ятлă вăл. Кунти кирек хăш калава вуласа тухсан та шухăша каймалли пурах. Ялта пурăнакан кинемей, хăй ĕмĕрĕнче пĕр­ремĕш хут больницăна выртнăскер, пĕр килнĕ чух пĕтĕм чирĕнчен сываласшăн та – ун пек юрамасть иккен, сиплев стандарчĕ ирĕк па­масть. Чăн-чăн чăваш хĕрарăмех ĕнтĕ Кĕтер­не. Вĕсем кăна сывлăхĕ çинчен шутламасăр кунне-çĕрне пăхмасăр ĕçлеме пултараççĕ. «Ман анне пек», – тейĕ вулакансенчен нумай­ăшĕ. Стандартсăр кинемей кирлĕ пулăшăва туллин илейменни кăштах пăшăрхантарать те, кăмăл хуçăлсах юлмасть. Мĕншĕн тесен лешĕ çынна шанса пурăнма хăнăхман, çут çанталăк мĕн панипе усă курса сывлăхне тытса тăма вĕреннĕ.

«Чăт, тата кăштах чăт...» повеçри эстра­да юрăçи Маргарита, унăн упăшки пулнă Емцов, Маргаритăн çĕнĕ савнийĕ Аристарх пирки вулакансем тĕрлĕрен каласса мал­танах пĕлсе тăратпăр. Аристарха ытлашши çемçешке пулнăшăн, Маргаритăна вара упăшкинчен уйрăличченех тепĕр арçынпа çывăхланнăшăн тиркекенсем те пулĕç тен. Çапах та вулакан кăмăллăнах уйрăлать ку повеçĕн тĕп геройĕсемпе, мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен телейне тупаççĕ. Пурнăçра пуриншĕн те явап тытма тивет. Авторăн çак шухăшĕ «Алевтина», «Симĕс курăк, шурă лаша, кăвак тÿпе, Анукпа Хĕветĕр» ятлă ка­лавĕсенче те палăрать.

«Ют çын ачи» калав çинче уйрăммăн чарăнса тăрас килет. Ватлăх çулĕсене çитнĕ çын, Василий Павлович, хăйĕн виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерне сутса пĕр пÿлĕмлине куçать. Хваттер сутнă укçине вара пĕртен-пĕр хĕрне те мар, мăнукне те мар, урамра курса паллашнă Анатолие парать. Лешĕн пĕчĕк хĕр ачи питĕ чирлĕ, ăна сыватма ют çĕршыв кли­никине илсе каймалла, анчах укçа çук. Урамра тăрса пĕчĕккĕн тупкалать-ха вăл, анчах хăçан пухса çитерĕн кун пек, ачин сывлăхĕ вара кĕç- вĕç татăлса каяс çип пек.

«Ют çын ачи» калаври ĕç тĕп хулара пулса иртет. Чирлĕ ачасене сыватма укçа пухакан­сене кашни хуларах тĕл пулма пулать. Йĕр­келĕхе хураллакансем асăрхаттарнă тăрăх, ун пеккисем хушшинче çынсен ырă кăмăллăхĕпе усă куракан ултавçăсем те пулма пултараççĕ. Василий Павлович та çакна пĕлмест мар. Пурнăç курнă çын чун-чĕри сисĕмлĕ: Анато­лий суйманнине туять вăл.

Юрĕ, Анатолий чăннине калать тейĕпĕр. Анчах та пурне те пулăшса çитереймĕн, пур­нăçра нушана кĕрсе ÿкекен сахал мар вĕт. Ву­лакана ĕнентерме тата витĕмлĕрех сăлтав кирлĕ. Василий Павловичăн пур çавăн пек сăлтав. Пач пĕлмен ют çынсене пулăшса вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хут­шăннă, тахçанах çĕре кĕнĕ ашшĕн парăмне татасшăн, кая юлса та пулин унăн чунне çăмăллăх кÿресшĕн. Василий Павловичăн ашшĕ вăрçă вăхăтĕнче летчик пулнă ик­кен, партизансем патне час-часах вĕçнĕ, вĕсем валли хĕç-пăшал, апат-çимĕç леçнĕ, каялла килнĕ чух аманнисене илсе тухнă. Ун чухнехи çирĕп саккунсем приказран пăрăнма ирĕк паман. Çав çирĕплĕхе пулах пĕррехинче вăл чирлĕ пĕчĕк хĕр ачана са­молет çине илеймест. Вырăн çук ăна вал­ли, летчикăн аманнă партизансене илсе тухмалла. Хăйĕн çапла тума тивнишĕн летчик çул тăршшĕпе куççуль юхтарать. «Халь пулсан хама айăпласса та пăхса тăмăттăм, лартса тухăттăм çав хĕр ачана», – тесе ĕмĕрĕ тăршшĕпе ÿкĕнсе пурăнать Василий Павловичăн ашшĕ. Çав парăмпах çĕре кĕрет. Ăна канăç паман ÿкĕнÿ ывăлне куçать. Çавăн пек еткерлĕх те пулать иккен пурнăçра.

Василий Павлович чăннипех те ырă чĕреллĕ çын. Ан тив, кÿрентĕрех пĕр­тен-пĕр хĕрĕ, вăл выçă лармасть, çĕтĕк çÿремест, килсĕр те мар. Тулли пурнăçпа пурăнаканскерĕн ашшĕ патне пырса çÿреме те вăхăт çук авă.

Нушана кĕрсе ÿкнĕ çемьери ачана вилĕм­рен çăлса хăварса ватă арçын хăйĕн чунĕ вал­ли те канăçлăх тупать. Хÿтлĕх те, кил ăшши те парать ăна ют çемье.

Калав кирек камăн чунне те хускататех. Ахальтен мар унăн ятне кĕнеке хуплашкине кăларнă.

Галина МАТВЕЕВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6