Сăн ÿкерчĕкре çар ĕçĕсен ветеранне Михаил Романова куратăр. Вăл ятарлă çар операцине хутшăнса тăван тăрăха таврăнчĕ.
Михаил Владимирович çар ĕçне лайăх пĕлекен çын. Ăна вăл, ыттисем каланă тăрăх мар, хăй çинче самай тĕрĕсленĕ. 1991 çулта вăл çар ретне тăнă. Çар службинче пулнăскер, пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарма шухăшланă. Тула облаçĕнче прапорщиксен курсĕнче вĕренсе тухнă хыççăн ăна хăйĕн чаçĕнчи взвода ертсе пыма шаннă, çар вĕренĕвне темиçе те хутшăннă. Çавăнпа та вăл хĕç-пăшалпа усă курма ăста.
Михаил Романов патриот çемйинче çуралнă. Ашшĕ Варшава килĕшĕвĕпе пĕрлешнĕ социализм çĕршывĕсен тĕллевĕсене Румынири группировкăра пурнăçланă, çапăçу ĕçĕсем çинчен ашшĕ 4 ывăлне пĕрре мар каласа кăтартнă. Михаил хăйĕн пиччĕшĕсене çара ăсатнине, вĕсем тăван киле таврăннине, çар ĕçĕсем пирки каласа кăтартнине лайăх астăвать. Пиччĕшĕсене кура Михаил та вĕсем пек çирĕп пулма тăрăшнă.
– Пирĕн вăхăтра Совет е Раççей çарĕсенче тăман çамрăксене ялта ытлах хисеплеместчĕç, вĕсемпе хĕрсем те калаçасшăнах пулман. Вăхăт иртнĕ май вара тĕрлĕ сăлтава пула Тăван çĕршыва хÿтĕлекен çыннăн ырă ячĕ кăштах манăçа та тухрĕ.
Юрать-ха иртнĕ çулсенче ăна çĕклессишĕн патшалăх нумай тăрăшрĕ. Эпир, Афган, Чечня, Украина çапăçăвĕсенче пулнисем, çапла пĕтĕмлететпĕр: социаллă сетьсенче çамрăксен шухăшлавне тĕрĕс мар çулпа яракан Раççей обществишĕн сиенлĕ информаци питĕ нумай. Çакăн пек информаци çара хирĕç кăна мар, ытти енĕпе те пур. Çамрăксен пĕр пайĕ Европăри пахалăхсемпе пурăнма тăрăшнине куратпăр, ку, паллах, йĕркеллĕ пурнăçа хирĕçлекен самант. Ун пек пулмалла мар. Хăшĕ-пĕри вара Тăван çĕршыва тăшманран хÿтĕлемеллине те ăнланасшăн мар.
Çĕршыва, атте-аннене, тăвана, ял-йыша хÿтĕлес, çынна пулăшас тĕллеве ача пуçне шкулта вĕреннĕ чухнех хывса хăвармалла. Çав тапхăрта ăна атте-аннене, çывăх çынсене пăхма та хăнăхтармалла. Çак ĕçсене вара ачана шкулта, хуçалăхра е килте ĕçлеттерме хăнăхтармасăр тутарма йывăр. Эпĕ шутланă тăрăх, саккуна улăшну кĕртсех вĕсене ĕçе хăнăхтарма тытăнмалла. Ĕçе явăçнă ача усалли пирки шухăшламасть, ăна тума унăн вăхăчĕ çук.
Эпир шкулта чухне НВП предметне вĕреннĕ. Совет саманинчи ачасем вăл мĕнне пĕлеççĕ. Каярах вара шкул вĕрентĕвне ОБЖ предметне кĕртрĕç. Иккĕшĕн хушшинче уйрăмлăх пур. Ман шухăшпа пуçламăш çар хатĕрленĕвĕн предметне шкул ачисем патне тавăрмаллах, – çапла калать çар ĕçĕн ветеранĕ.
2022 çулхи нарăс уйăхĕнче пирĕн çарсем ятарлă çар операцине ирттересси пирки пĕлтерсен, ĕнерхи салтак каллех алла пăшал тытма хатĕр пулнă. Çак ĕçрен аякра юлма пултарайман вăл. «Çĕршыв чĕнет, çула тухмалла» çапла шухăш çуралнă унăн пуçĕнче.
Михаил Романов 2023 çулхи утă уйăхĕн пуçламăшĕнче Раççей Федерацийĕн Оборона министерствипе контракт çырнă. Ăна танксене пĕтерекен миномет батарейин старшини пулма çирĕплетнĕ. Вăл ытти штурмовикпа юнашар тăрса пулеметпа пĕрре çеç мар атакăна тухнă, оборонăра тăнă. Хăйне салтаксемпе тан тытнă, ыттисенчен мăнна хурасси пулман. Вăл мĕн ачаран çынна пулăшмаллине ăша хывса ÿснĕ. Ашшĕ-амăшĕн тĕрĕс воспитанийĕ унра лайăх курăнать.
– Ятарлă çар операцийĕнче пирĕн боецсем штурмлама кайнă чухне камăн мĕнле ĕç тумаллине званипе должноçа пăхса палăртмаççĕ. Çапăçу хирĕнче ытлашши каламасăрах мĕн тумалли паллă.
Çарта туслăх, пĕр-пĕрне пулăшса пырасси питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чаçсенче вăл пĕрремĕш çапăçăва кĕричченех çирĕпленме тытăнать. Пĕрремĕш линире пынă чухне вара пĕр шухăшлă пулмасан командирсем лартнă задачăна пурнăçлама та йывăр. Пĕр-пĕрин хушшинче туслăх çук пулсан никам çине те шанаймăн. Амансан тыла камсем çĕклесе тухма пултарасси пирки те пăшăрханса шухăшлатăн. Пĕр тĕллевлĕн пулсан кăна çапăçуран çĕнтерсе тухасси пирки иккĕленместĕн. Пур салтак та ыттисемшĕн шанчăклă пулмалла.
Манăн батарейăра туслăх çирĕпчĕ, салтаксем шанчăклă çынсемччĕ. Купянск патĕнчен 5 çухрăмра чухне 33 çынран тăракан взвод умне çывăхри вăрман тăрăхне тăшманран туртса илме задача лартрĕç.
Çак операцие пурте тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр. Анчах та пире тăшман дронĕсем асăрханă çав, лайăх сыхланă вĕсем пире. Взвод кĕрсе пытаннă вăрман тăрăхне снаряд-минăпа, гранатăпа тăтăшах атакăласа тăчĕç. Задачăна пурнăçламаллах, анчах та çухатусем те пысăк.
Çапах та 21 кунран унти лаптăка тăшманран туртса илме пултартăмăр. Çапăçу вăл çухатусăр мар, питĕ шел, чылайăшĕ пуç хучĕ çак çапăçура. Эпĕ вĕсене нихăçан та манмăп. Кама ăнăçнă, кама ăнăçман темелле пулĕ. Юлташсем юн нумай çухатасран вĕсен суранĕсене çыхса пулăшрăм, кăштах та пулин çăмăллăх кÿрес терĕм.
2023 çулхи юпа уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне хамăр ушкăнра 8-ăн кăна тăрса юлтăмăр. Пирĕнпе юнашарти окопа коптер граната пăрахса хăварчĕ. Вăл çурăлнипе эпĕ те амантăм. Граната ванчăкĕсем ал лаппипе чĕркуççинчен пырса çапрĕç, суран йывăр пулчĕ. Çапла пулса тухмасан тăшмана аркатмалла та аркатмаллаччĕ. Нерв хĕлĕхĕсене сиенлетес мар тесе ванчăксене халĕ те кăларса пĕтермен-ха.
Окопра юнашарах выртнă тутар ачи мана çийĕнчех пулăшма васкарĕ, юн нумай çухатасран ал-урана марльăпа туртса çыхрĕ. Чăтмалла, арçыннăн чун-чĕрепе çирĕп пулмалла. Мана 7 çухрăмри позицие илсе тухрĕç. Госпитальте 1 уйăх çурă сипленме тиврĕ.
Çар врачĕсен комиссийĕ эпĕ текех çар ĕçне хутшăнма пултараймасси пирки пĕтĕмлетÿ турĕ. Паллах, çакна ăнланса илме тата йышăнма питĕ йывăр пулчĕ мана. Хама эпĕ юлташсемпе стройрах курасшăнччĕ, çамрăк салтаксене те сахалах мар вĕрентме пултарăттăм. Апла пулин те, аптăрамастăп-ха, пуçа усмастăп. Тен ĕçлеме те тытăнăп-ха, çар ĕçĕнче мар пулсан та, ытти ĕçре усăллă пулăп.
Пирĕн чаçе чăваш тăрăхĕнчен, муркашсенчен, вăл шутра мăнсĕнтĕрсенчен те, гуманитари пулăшăвĕ çитсех тăчĕ. Тылпа фронт пĕрле пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăншăн ырă кăмăллă çынсене хам ятран тата ытти салтак ячĕпе тав тăватăп, – терĕ аслă прапорщик.
Çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Михаил Романова Жуков медалĕпе, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальпе тата ытти наградăпа чысланă. Вĕсем пирки ветеран ытлах калаçасшăн маррине туйрăм эпĕ. «Çĕршыва хÿтĕлеме кайнă эпĕ унта, наградăшăн мар. Çапăçусене, çухатусене аса илме вара çăмăлах мар. Çĕнтерÿ пулатех. Раççей салтакĕ пуç усма хăнăхман. Чăвашсем вара кăмăл-туйăм енĕпе те, хатĕрленÿ енĕпе те çирĕпрех», – терĕ вăл.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
