Обществăлла ĕç хастарĕ, сăрт-ту туризмĕ енĕпе СССР спорт мастерĕн кандидачĕ, туризм ĕçĕн ветеранĕ Александр Степанович Аргандеев çуралнăранпа 95 çул çитрĕ.
«Опять тропа расстаяла,
Но при себе оставила
Она следы усталые...
Сверну палатку ветхую,
В которой зимовал, –
Кому-то будет вехою
Оставленный привал».
А. Аргандеев, «Тропа», 1999 çул.
Чăваш Енте туризм юлашки вăхăтра анлăн сарăлса, унăн пĕлтерĕшĕ ÿссе пырать. Çулсерен çĕнĕ маршрутсем уçăлаççĕ, туризм вырăнĕсем, сиплевпе кану учрежденийĕсем çĕнелеççĕ. Çакна та асăнмалла, хальхи вăхăтра вăйра тăракан туризм ĕçĕн никĕсне самай маларах хывса хăварнă. Çавăнпа та унта тÿпе хывнисен ĕç-хĕлне тĕпчени усăллă тата кăсăклă.
Çакăнта Канаш выççăлккинче 1930 çулхи мартăн 8-мĕшĕнче çуралнă Александр Степанович Аргандеев ячĕ уйрăм тимлĕхе тивĕç. Асламăшĕ ăна мĕн ачаранпах çут çанталăка юратма вĕрентнĕ. Вĕсем иккĕшĕ пĕрле тĕрлĕ курăк пухма çÿренĕ. Çавна пула 5 çулхи ачан çут çанталăк енĕпе çакă тĕп пĕлÿ пулнă.
Унăн ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе пĕр килнĕ. Ашшĕ фронтра çухалнă хыççăн Александр Аргандеев çемьене тăрантараканĕ вырăнне юлнă. Урпашри шкултан вĕренсе тухсан ДОСфлота вĕренме кĕнĕ, çав хушăрах вырăнти линисенчи «Ударник Потапов» тата «Газовец» теплоходсем çинче рулевой матрос пулнă.
1950 – 53 çулсенче ăна Краснодарти çыхăну çар училищине вĕренме янă. Унтан вĕренсе тухсан вăл çыхăну офицерĕн званине тивĕçнĕ, ăна дивизи штабĕн 6-мĕш уйрăмне ертсе пыма шаннă. Унăн çулĕ Беломор çар округне пулнă. Вăхăт нумай та иртмен, чире пула çар ĕçĕнчен уйрăлма тивнĕ.
Хыççăнхи пурнăçа вăл çамрăк ăрăва туризма вĕрентессине халалланă. 1954 – 1961 çулсенче Архангельскри строительство техникумĕнче военрукра ĕçленĕ. Асламăшĕнчен куçнă туризм туртăмĕ професси ĕçĕн тĕп пайĕ пулса тăнă. 1961 çулта Архангельскри Пионерсен çуртĕнчи туризм секцине ертсе пыма тытăннă, «Веселый ветер» туризм клубне йĕркеленĕ. Çав тапхăрта вăл Соловецки утравĕ çине экспедиципе тухма тытăннă, унта тĕпчев ĕçĕсем ирттернĕ, сăн ÿкерчĕксене МГУ профессорĕ Г. Богуславский «Острова Соловецкие» кĕнекинче усă курнă.
1964 çулта Александр Аргандеев Архангельск облаçĕн туризм канашĕн ертÿçи пулнă. Çак постра вăл çирĕме яхăн турбазăпа турклуб, вăл шутра Соловецки турбази, Северная Двина шывĕ çинчи турбаза уçассине тата Архангельскра гостиница тăвассине витĕм кÿнĕ.
Унăн ĕçне асăрхамасăр хăварман, 1967 çулта ăна Чăваш АССРĕн ВЦСПСĕн Туризм енĕпе ĕçлекен тĕп канашне чĕннĕ, республикăра туризма аталантарассинче пулăшма ыйтнă.
Чăваш Енте вăл 1968 – 1984 çулсенче туризм отраслĕнче тĕрлĕ должноçра ĕçленĕ. Вăл тăрăшнипе «Сурские зори», «Белые камни» турбазăсем, «Волжанка» туркомплекс, çавăн пекех Улатăрта, Канашра, Çĕмĕрлере, Вăрмарта тата Çĕнĕ Шупашкарта Чăваш туризм облаçри канашĕн çул çÿрев бюровĕсене уçнă. Асăннă сферăра пысăк ĕçсем тунăшăн 1975 çулта Александр Степанович ятне Чăваш туризмпа экскурси облаçри канашĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.
Тĕп должноçра тăрăшнисĕр пуçне ытти ĕç те чылай пурнăçланă вăл, экологи ыйтăвĕпе радиора, телевиденире тухса калаçнă, экскурсоводсене хатĕрлессипе пединститутра лекцисем вуланă.
Тивĕçлĕ канăва тухиччен вара хăйне çамрăксене çарпа патриотика воспитанийĕ парассине халалланă. 1990 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă, обществăлла ĕçе тата туризм ĕçне хастар хутшăнса тăнă. Республикăра тухса тăракан хаçатсен штатра тăман журналисчĕ чылай вăхăт пулнă. «Чувашия Турист» фирмăра инструкторта 1997 çулччен ĕçленĕ.
Шупашкар хули 530 çул тултарнине халалласа хулан кивĕ пайĕн сăн ÿкерчĕкĕсен серине аса илÿсемпе усă курса кăларнă, «Память сердца» конкурсра çĕнтернĕ.
2002 çулхи мартăн 7-мĕшĕнче унăн пурнăçĕ татăлнă. А. Аргандеевăн ĕçне тĕрлĕ наградăпа хакланă. Унăн архивĕнчи документсене мăшăрĕ Аза Аргандеева патшалăх архив фондне управа панă. Çак документсем вăл Архангельск облаçĕнче тата Чăваш Республикинче туризм енĕпе тунă пĕрремĕш утăмсене çирĕплетеççĕ.
Людмила АФАНАСЬЕВА,
патшалăх архивĕн ертсе пыракан архивисчĕ.
Август 2026 |
