Шетмĕпуç территори пайне пĕр çулталăк çурă Борис Арефьевич Васильев ертсе пырать. Ку территорие çитсе курсан вырăнти пурнăç хăтлăрах пулни курăнать.
Çак тапхăрта çынсен пурнăç условине лайăхлатас, ялсене кăна мар, тавралăха та тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе пĕрле пулса сахал мар ĕç туса ирттертĕмĕр тесе шухăшлатăп эпĕ. Çыннисем пуçаруллă, тăрăшуллă, пĕр вырăнта ларма памаççĕ. Пуçарулăх бюджечĕн программине тата ытти программăна хутшăнатпăр.
Ялсем çĕнелсе пыраççĕ. Пуçарулăх бюджечĕн проекчĕсем виççĕ, проектсемпе ĕçлесси вĕçленсе пырать, йăлтах йĕркеллĕ пуласса шанас килет. Малашнехи плансем те пысăк пирĕн, – терĕ Борис Васильев.
Аса илтеретпĕр, иртнĕ çул Шетмĕпуç тăрăхĕнче пуçарулăх бюджечĕн программипе тата ытти программăпа усă курса çичĕ проект пурнăçа кĕртрĕç. Подрядчиксем япăх мар ĕçленине палăртрĕ вырăнти пуçлăх. Çав шутран тăваттăшĕ ялсенчи çул-йĕре юсассипе çыхăннă, ытти – пушар хăрушсăрлăх вырăнне хатĕрлесси, шыв пăрăхĕ юсасси, шыв башни тавра карта тытса çаврăнасси. Иртнĕ çул Турхан ялĕнче уйрăмах нумай ĕç тунă.
Кăçал вара пуçарулăх бюджечĕн программипе – виçĕ проект. Турхан ялĕнчи Мичурин ячĕллĕ урамра шыв пăрăхне тĕпрен юсас ĕç вĕçленсе пырать (пĕрремĕш сăн ÿкерчĕкре). Ĕçе «Великий лес» чикĕллĕ яваплăхлă общество пурнăçлать.
Пĕтĕмĕшле ĕç хакĕ 3 миллион та 188 пин те 254 тенкĕпе танлашнă. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 052 пин те 212 тенкĕ, республика бюджетĕнчен 1 млн та 817 пин те 458 тенкĕ уйăрнă, ытти пайĕ – 318 пин те 852 тенкĕ – вырăнти çынсенчен.
Тепĕр проект та шыв пăрăхĕ хурассипе çыхăннă. Ăна Карманкасси тата Катăкуй ялĕсем валли пăхнă. Çак ялта пурăнакансем тахçантанпах шыв ыйтăвне хускатаççĕ. Кăçал вара ку ĕç патне тинех çитме пултарчĕç вĕсем. Ĕçе «Великий лес» чикĕллĕ яваплăхлă общество пурнăçлать.
Проект хакĕ 4 миллион та 182 пин те 925 тенкĕ. Вырăнти бюджетран 1 млн та 380 пин те 365 тенкĕ уйăрнă, республика бюджетĕнчен – 2 млн та 384 пин те 267 тенкĕ, ытти пайĕ – 418 пин те 292 тенкĕ – вырăнти çынсенчен.
Виççĕмĕш проект – Шетмĕпуçĕнчи шыв башнине çĕнетесси (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре). Ку ĕç подрядчикĕ Балалайкин индивидуаллă предприниматель, объектри ĕçе вĕçленĕ. Проект хакĕ 3 миллион та 713 пин те 582 тенкĕ. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 225 пин те 482 тенкĕ, республика бюджетĕнчен – 2 млн та 116 пин те 741 тенкĕ, ытти пайĕ – 371 пин те 358 тенкĕ – вырăнти çынсенчен.
– Пуçарулăх бюджечĕн программи чылай çул ĕçлет, унăн усси пысăккине çынсем ăнланса илчĕç. Ăна халăх валлиех тунă, вĕсене хăш ĕç маларах кирлĕ, çавна суйласа илме пултараççĕ. Камăн çул, башня тумалла, камăн пĕве тасатмалла.
Çаксене пуçарса яма кашни ялта пуçаруллă çынсем кирлĕ. Ун пек çынсем пирĕн пур. Катăкуй ялĕнче Ольга Филимонова староста (виççĕмĕш сăн ÿкерчĕкре) ĕçлет, Карманкассинче – Аркадий Смирнов. Пуçаруллă çынсем пирĕн тăрăхра сахал мар. Çапла пĕрле ĕçлесе пынишĕн эпĕ вĕсене тав тăватăп, – пĕлтерет вырăнти пуçлăх.
Шетмĕпуçсен çитес çулхи ĕç планĕ те пысăк. Вĕсем сакăр проектпа ĕçлесшĕн, проекчĕсем хатĕр. Тивĕшсем Новая тата Южная урамсенчи çула юсасшăн. Шетмĕпуçсем Центральная урамра пĕве таврашне тирпейлесшĕн. Опрыскьялĕнче çул юсама палăртнă. Шетмĕпуçĕнчи Первомайская урамра пушар хăрушсăрлăх тĕлĕшпе пĕве тасатмалла. Автанкассинче те çавăн пек пĕве тасатмалла тата пирс тумалла. Шетмĕпуçĕнчи Первомайская урамра тата тепĕр пĕве тасатмалла. Катăкуйĕнче çăва территорине тирпейлемелле. Турханти Садовая урамри шыв пăрăхĕн сетьне юсамалла.
Шетмĕпуç территори пайĕ çитес çул çакăн пек проектсене пурнăçлама тĕллев лартать. Çыннисем пуçаруллă, çак ĕçсене тусан ялсем татах та ытларах хăтлă пулса пырĕç. Кашни ялта çынсемпе пухусем ирттернĕ, çак ĕçсене пурнăçласси пирки сÿтсе явнă. Апла пулсан проектсене республикăри конкурс комиссийĕ йышăнассине кăна кĕтмелли юлать.
Катăкуйсем пĕчĕк уяв ирттерчĕç, юратнă çăл куçа çĕнетрĕç. Маларахри çулсенче унта ялĕпех шыв ăсма çÿренĕ. Пĕр вăхăт вăл манăçа тухнăччĕ ĕнтĕ.
Çак ялта Раççей Геройĕ, халĕ ятарлă çар операцине хутшăнакан Евгений Борисов çуралнă. Вăл яла тăтăшах килсе çÿрет. 2023 çулта çак ялта ял çыннисем Çĕнтерÿçĕсен паркне тунă, унтах стела уçнă, ларса канмалли вырăнсем пур. Халĕ унта питĕ илемлĕ, кану тата ытти мероприяти ирттерме лайăх вырăн пулса тăчĕ.
Нумаях пулмасть ял çумĕнчи улăхра çăл куçĕ тасатса çĕнетрĕç. Çакă Катăкуйĕнчи канмалли иккĕмĕш вырăн пулчĕ. Ăна халăх хăй укçине пухса турĕ. Унта кирлĕ материалсене Андрей Яковлев предприниматель тупса пачĕ. Ĕç тăваканни вара вырăнти халăх пулчĕ.
Çак ĕçе Елена Викторовнăпа Зиновий Гурьевич Спиридоновсем пуçарса ячĕç, çăл куç таврашне илемлетрĕç, хăйсен ĕмĕтне пурнăçларĕç. Халĕ унти шыв питĕ таса, тăрă, иртсе çÿреме кăмăллă, автомашинăпа та пырса çÿреççĕ. Ял халăхĕ хисеплĕ мăшăра тав тăвать.
Зиновий Гурьевичăн (тăваттăмĕш сăн ÿкерчĕкре) ĕмĕчĕсем пысăк, çитес вăхăтра вăл çавăнти вырăна татах та илемлетесшĕн, анлăлатасшăн. Халĕ вара çăл куç патне илсе каякан çул çынсем тăтăш çÿренĕрен такăр пулĕ. Çакна та палăртса хăвармалла. Спиридоновсем иртнĕ çул тепĕр çăл куç тасатнă. Çавăн пек хастар çынсем пурăнаççĕ Шетмĕпуç территори пайĕнче.
Ку тăрăхсем ытти ĕçре те активлă: çул хĕррисене çулса тасатаççĕ, субботниксем тăваççĕ, çăва таврашне тирпейлеççĕ. Шетмĕпуç тăрăхĕ пĕве-плотинăпа пуян. Вĕсем япăх шайра мар, анчах водолазсем тĕрĕслесе шыва кĕме юрăхлине çирĕплетнĕ пĕве çук-ха.
Кăларăма
Роза ИЛЛАРИОНОВА хатĕрленĕ.
«Ял çĕнелет» проект Чăваш Ен Цифра министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Август 2026 |
