Ял хуçалăх таварне туса илессине 25 процент ÿстеретпĕр

Категория: Общество Опубликовано: 18.07.2025, 08:33 Просмотров: 103

Чăваш Республики Раççейĕн агро­промышленность регионĕсем хуш­шинче ертсе пыракан позицие шан­чăклăн тытса пырать. Республикăра пурăнакансен 35 ытла проценчĕ яллă вырăнсенче тĕпленнĕ. Сухаланă çĕр лаптăкĕ шайĕпе вара Чăваш Ен çĕр­шывра çиччĕмĕш вырăнта тăрать.

Ку статистика кăна мар, республика ертÿлĕхĕн стратеги суйлавĕн курăмлă ĕçĕ, яла производство вырăнĕ пек тăвасси çеç мар, аталануллă тата пурăнма хăтлă тер­ритори тăвассишĕн тăрăшни. Ял хуçалăхĕ ÿсĕм вырăнĕ пулса пырать. Ун тавра пулă­шу мелĕсем, инфраструктурăпа инвестици ĕçĕсем анлăланаççĕ.

Июлĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Аслă экономика канашĕн президиумĕн анлă ларăвĕнче Олег Николаева регионăн 2030 çулчченхи Агропромышленность комплексĕн аталану стратегийĕпе паллаштарчĕç. Çак документ – производительноçа ÿстересси­пе, ялти пурнăç пахалăхне лайăхлатассипе, çĕнĕлĕхсене алла илессипе тата чăваш про­дукцийĕпе суту-илÿ тăвассине хăпартассипе тунă масштаблă практика тата аналитика ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕ.

Сухаланă пĕр гектар çĕр пуçне тивекен патшалăх пулăшăвĕн вăтам виçи 7,9 пин тенкĕрен иртет. Ку кăтарту Атăл çи федера­ци округĕнчи вăтам шайран 2,3 хут ытларах. Юлашки пилĕк çулта республикăри аграрисем 35 млрд яхăн тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă. Инвестицин масштаблă ÿсĕмĕ Чăваш Ене хăмла туса илессипе, çĕр улмипе пахча çимĕç, тыр-пул ÿстерессипе, аш-пăш, сĕт туса илессипе Атăл çи федераци округĕн­че лидер йышĕнче пулма май парать.

Регионти аграрисен ăнăçлăхне федераци шайĕнче те асăрхамасăр хăвармаççĕ. Чăваш продукцийĕпе проекчĕсене форумсемпе кура­всенче РФ премьер-министрне Михаил Ми­шустина, Дмитрий Патрушев вице-премьера пĕрре мар паллаштарнă.

Ял пурнăçĕн пахалăхне ÿстересси – ялан­хи пекех тĕп приоритет шутĕнче. Яллă тер­риторисен аталанăвĕн комплекслă програм­мипе тата пуçарулăх бюджечĕн программипе юлашки пилĕк çулта ял инфраструктурине лайăхлатма 34 млрд тенкĕ уйăрнă. Вуншар социаллă объекта çĕнĕрен тунă тата юсанă, инженери çыхăнăвĕсене, çул-йĕр, пурăнмал­ли çурт-йĕре çĕнетнĕ, пысăк хăвăртлăхлă интернетпа çыхăнтарнă. Хальхи ял пурăнма, ĕçлеме, ача-пăча ÿстерме, пуласлăха утма хăтлă та меллĕ вырăн пулса тăрать.

Пуçарулăх бюджечĕн программи чăнни­пех те халăх программи пулса тăчĕ, унăн пулăшăвĕпе пĕтĕмпе 5200 ытла проект пур­нăçа кĕртнĕ.

Олег Николаева паллаштарнă «АгроПро­движение» стратеги 6 ене пĕрлештерет. Вăл шутра – ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене упраса хăварасси, выльăх-чĕрлĕх ÿстерес­сине модернизацилесси, рынокпа экспорт потенциалне аталантарасси, продукцие тир­пейлесси тата ытти те. 2030 çулччен 221 ин­вестици проектне вăя кĕртме палăртнă, вăл шутра 5 мегапроект, 12 драйвер проекчĕ. Çав хушăрах кадрсем хатĕрлессипе, селекцие аталантарассипе, экспорт потенциалне ÿсте­рессипе, ветеринари службине çирĕплетесси­пе тата ыттипе 5 регион программи вăй илет.

Тĕллев питĕ калăпăшлă та конкретлă: 2030 çул тĕлне агропрмышленность комплексĕн продукцине туса илесси 25 процент ÿсмелле, экспорт 1,5 хут хăпармалла, хăмла ÿстерес­синче импорта улăштарасси 46 процентран кая мар пулмалла, чăх-чĕп продукцине туса илесси икĕ хут ÿсмелле, унпа танах ял çын­нин тупăшĕ хăпармалла, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçăлмалла.

Цифра аталанăвĕ паянхи кун ыйтнă шай­ра пулмалла: уй-хир космос мониторингĕ, çĕрсене цифрăласси, заявкăсене электрон­лă тăратасси, продукци куçнине электронлă тĕрĕслесе тăрасси. Çак ĕçсем халĕ вăя кĕрсе пыраççĕ, малашне вăл татах та анлăланать.

Стратегин тепĕр енĕ – аграри пĕлĕвне ÿстересси, çĕнĕ ăру специалисчĕсене вос­питани парасси. Агроклассем уçăлаççĕ, про­фесси пĕлĕвĕн программисене модернизаци­леççĕ, аслă вĕренÿ заведенийĕсемпе çыхăнса ĕçлесси анлăланать.

Регион пуçлăхĕ Олег Николаев çакăн пек тĕллев лартать: республикăри социаллă уч­режденисене тивĕçтерекен апат-çимĕç про­дукчĕ 70 процентран кая мар хамăр туса илни пулмалла. Ку вырăнти производительсене тĕрев пани кăна мар, пысăк пахалăхлă апат­ланăва гарантилени те.

Çитес 5 çулта Чăваш Енте агропромыш­ленность продукцийĕн экспортне 1,5 хут ÿстерме тĕллев лартнă.

«Эпир ял çине картта çине пăнчă лартнă пек ставка тумастпăр, регионăн ăнăçлă ата­ланăвĕн центрĕ пек тата çыннăн пурăнас, ĕçлес, ача-пăча ÿстерес килмелли территори çине ставка тăватпăр. Çакăнта – пирĕн стра­теги суйлавĕ, çакăнта – Чăваш Ен пуласлăхĕ», – палăртать Олег Николаев.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6