Сывă пурнăç йĕрки вăл – çын хăйĕн сывлăхне медицина пулăшăвĕсĕр çирĕплетме тата ăна сывă шайра сыхласа хăварма тăрăшни, тĕрлĕ чиртен вăхăтра профилактика ĕçĕ ирттерни.
Паянхи медицина аталанăвĕ темĕнле çÿллĕ шайра пулсан та, вăл çынна пур чиртен те упраса хăвараймасть. Этем – хăйĕн сывлăхĕн хуçи.
Паянхи пурнăçри транспорт аталанăвне пула çынсем сахалрах çуран çÿреме пуçларĕç. Çакă вĕсен пурнăçне кĕскетесси патне илсе пырать. Тĕпчевсем çирĕплетнĕ тăрăх çын сахалрах куçма пуçланине пула унăн пурнăç тăршшĕ 20 процент кĕскелет. Сахал куçса çÿрекен çынсем мăнтăрланас енне сулăнаççĕ.
Çав вăхăтрах физкультура енчен активлă пурăнакансен пурнăçĕ чылай вăрăмланать:
вĕсем тĕрлĕ сăлтава пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăласси чакать;
миокард инфаркчĕн, гипертонин, диабетпа инсультăн хăрушлăхĕ сахалланать;
шăк хăмпăвĕн, хулăн пыршăн, сĕт парĕсен, эндометрин, пÿрен, ÿпкепе вар-хырăмĕн рак чирĕсен хăрушлăхĕ пĕчĕкленет;
çыннăн депрессине, хумханăвне пĕчĕклетет;
ыйхă пахалăхне палăрмалла ÿстерет, кăнтăрла çывăрас килнине чакарать;
ÿт хушассине пĕчĕклетет;
шăмăсен çирĕплĕхне ÿстерет, аслă ÿсĕмри çынсен ÿкес хăрушлăхне чакарать;
çыннăн вăйне, вăр-варлăхне ÿстерет;
пурнăç пахалăхне курăмлă лайăхлатать.
Физкультура активлăхĕн кирек-хăш шайĕ те пурнăçра ку ене пачах аталантарманнинчен лайăхрах. Ăна тăтăш ÿстерессипе тăрăшни вăхăта ларса ирттернинчен усăллăрах. Уйрăмах вăл йывăр хĕрарăмсемшĕн, ача çуратнă хыççăнхисемшĕн, йывăр чирпе аптăракансемшĕн усăллă шутланать.
#снĕ çынсен хăйсен физкультура активлăхĕ валли эрнере 150 минутран кая мар уйăрмалла. Унăн виçи пирки малтанах хăвăрăн участокри терапевтпа канашласа илмелле.
Уçă сывлăшра нумай уçăлса çÿрени, ирсерен тăтăшах зарядка туни, çуран чупни сывлăха çирĕп шайра сыхласа хăвармалли чи ансат мел.
Манмалли çук, уçă сывлăшра 1 сехетрен кая мар çуран уçăлса çÿрени çыннăн кăмăлне лайăхлатать, чĕре тымаррисене вăйлатать, иммунитета çирĕплетет, ытлашши ÿт хушасран сыхлать.
Активлă хускалу варианчĕсен шутне тренажер залĕнче занятисем ирттерни, çуран чупни, васкавлă утни, бассейнра ишни, велосипедпа ярăнса çÿрени, килти гимнастика, ташă ташлани, йога тата сывлав гимнастикин тĕрлĕ тĕсĕсем кĕреççĕ.
Спорт залне çÿреме май пулмасан, тăтăшах çуран утма тăрăшни те пысăк пĕлтерĕшлĕ шутланать. Аслă ăрури çынсене кунсерен 30 – 40 минут çуран уçăлса çÿрени питĕ усăллă пулнине манмалли çук. Сад-пахчара ĕçлени те физкультура активлăхĕн пĕр варианчĕ шутланать.
Наука çирĕплетнĕ тăрăх кирек епле активлăх та çынна сывлăх парать, унăн пурнăçне вăрăмлатать.
И. ВОЛКОВА, «Республикăри обществăлла сывлăх центрĕ тата медицина профилактики, сывлăх физкультурипе спорт медицини» бюджет учрежденийĕн тухтăрĕ.
Август 2026 |
