«Аттесен çĕнтерĕвне асра тытрăмăр»

Категория: Общество Опубликовано: 11.07.2025, 09:08 Просмотров: 139

Çынлăха упрасси, аслисен ĕçне малалла аталантарас­си тĕп вырăнта пулмалли пирки калаçу пуçларĕ Турай территори пайĕнчи Кĕçĕн Чурашра пурăнакан Валерий Алексеев (сăн ÿкерчĕкре). Унăн хамăр енри пиншер каччăпа пĕрле (республикипе – 108 пин ытла арçын) ашшĕсемпе аслашшĕсем тунă Аслă Çĕнтерĕве 1973 –1975 çулсенче совет çарĕсен Германири ушкăнĕнче сыхлама тивнĕ. Сăмах май ашшĕ – Василий Алексе­евич – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, Ста­линград хÿтĕлевçи. Нумай çапăçăва хутшăнса салтак тивĕçне чыслă пурнăçланăшăн командирсем ăна «За отвагу», «За боевые заслуги», «За Победу над Герма­нией» медальсемпе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕпе наградăланă. Нумай çул ялти Культура çуртне ертсе пынă ветеран мăшăрĕпе – Анаткассинчи пуçламăш шкулта ачасене 45 çул вĕрентнĕ Елизавета Алексеевнăпа – ĕçрен пăрăнмасăр 6 ача çуратса ÿстер­нĕ, вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Раççей историйĕнчен. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи 1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче вĕçленсен, Германи çĕрĕ çинчи пирĕн çарсемшĕн çĕнĕ пурнăç пуçланнă: мĕн тумалла ма­лалла? Çак ыйту çине Тĕп командованин Верховнăй Ставки çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче çапла приказ кăларать: çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнчен 1-мĕш Беларуç фронтне совет çарĕсен Гер­манири оккупаци ушкăнĕ тесе ят парас, штабне Берлин çы­вăхĕнче йĕркелес. 1-мĕш Беларуç фрончĕн командующине Г. Жуков маршала совет çарĕсен Германири оккупаци ушкăнĕн тĕп командующийĕ пулма çирĕплетес». 1945 çултан пуçласа 49 çул хушши унти çарсем пирĕн çĕршывăн Европăри инте­ресĕсене тата канăçлăхне хÿтĕлессипе тĕп вăй пулса тăнă.

Мирлĕ пурнăçра ĕç ветеранĕсен çемйи пĕр кун та алă усса ларман, çĕр ĕçне аталантарассишĕн тăрăшнă. Çав вăхăтрах ачисене те çĕршыва юратса пурăнма воспитани панă. Ва­лерий Васильевича пĕрремĕш кун мар пĕлнĕрен ашшĕпе амăшĕ хăйсем умне лартнă тĕллеве чыслăн пурнăçлани курăнать. Çапла вара вĕсем ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçпе туслаштарнă, тăван яла, çĕршыва юратма вĕрентсе ÿстер­нĕ. Паян Валерий Васильевичпа калаçатăп та ачисенчен нихăшĕ те ашшĕ-амăшĕн пилне çилпе вĕçтерменнине, вĕсем мĕн вĕрентнине чыслăн пурнăçлама тăрăшнине куратăп.

Валера аппăшĕсем хыççăн çемьере 3-мĕш ача пулнă. Çавăнпа та унăн шăллĕсемшĕн тĕкĕ пулма ачаран ĕçпе туслашма тивнĕ. Вăхăт çитсен салтак тумĕ тăхăнас ĕмĕт­лĕ каччă килте ытлă-çитлĕ вăй хунипе пĕрлех пĕрлешÿллĕ хуçалăх ĕçĕнчен те тăрса юлман.

– Пирĕн вăхăтра пĕрлешÿллĕ хуçалăх ĕçне ачаран хут­шăнасси ырă йăлараччĕ. Çавăнпа та атте-анне ирĕк панипе шкула кайма пуçласанах тантăшсемпе эпир уй-хир ĕçĕпе туслашрăмăр. Аслисемпе пĕр рете тăрса çумне те çумланă, уттине те пуçтарнă, улăмне капана хывнă, тыррине типĕтнĕ, çĕр улми кăларнă, выльăх-чĕрлĕх пăхнă т. ыт. те. Хамăр ĕç атте-аннешĕн тĕкĕ пулнине эпир ачаран ăша хывса ÿсрĕмĕр. Çара каиччен ДОСААФ автошкулĕнче водителе вĕренсе пра­ва алла илтĕм. Салтакран таврăнсан Шупашкарта Шалти ĕçсен министерствинче водительте, кайран тĕрлĕ çулсенче хам специальнăçпех Суворов яч. хис. пĕрлешÿллĕ хуçалăхра ĕçлерĕм, пĕр хушă вырăнти строительство бригадин ĕçĕшĕн яваплă пултăм. Хыççăн кооперативри сысна фермине ертсе пытăм, завскладра тăрăшрăм, – кăмăллăн калаçать совет çарĕсен Германири ушкăнне туса хунăранпа 80 çул çитнĕ ятпа юбилей медальне тивĕçнĕ ĕнерхи салтак.

Калаçу ку тĕле çитсен Валерий Васильевич хăй Зааль­фельд хулинче 17-мĕш гварди танк полкĕнче службăра тăни пирки каласа пачĕ. ДОСААФ автошкулĕнче водителе лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă каччăна салтак пурнăçне хăнăх­сан ефрейтор звани параççĕ, аслă водитель-механик пул­ма шанаççĕ. Пирĕн ентеш çанă тавăрсах çамрăк водитель­сене службăна хатĕрлес ĕçе кÿлĕнет. Тин кăна çара килнĕ каччăсене водителе вĕрентме çăмăлах пулман. Анчах ко­мандирсем шаннине Валера çирĕппĕн пурнăçланă. Çапла вара пирĕн ентеш хăй службăра тăнă çулсенче çамрăк во­дительсен 3 ушкăнне вĕрентсе кăларать. Хăйĕн ĕçне чыслăн пурнăçланăшăн вăл çар чаçĕн ялавĕ умĕнче сăн ÿкерĕнме тивĕçет. Çулталăкран панă тепĕр чыслав вăл – 10 кунлăх отпуск. Çаксем йăлтах ĕнер пулнă пек, анчах вăл кунсем историе çырăнса юлнăранпа 50 çул та иртрĕ ĕнтĕ. Анчах кун пирки сăмах тапратсан ĕнерхи салтак хăй çĕршыв хуралĕнче пулнишĕн пĕртте кулянманнине пĕлтерчĕ.

Çар вĕренĕвĕсем вăхăтĕнче Германири чылай хула (Эй­зенах, Ордруф, Магдебург, Витшток) çывăхĕнчи полигонсен­че пулнине, хăйне те ашшĕ-аслашшĕсем пек сарлака Эльба юханшывĕ урлă каçма тивнине манăн пĕлĕшĕм паян ырăпа çеç аса илет. «Пирĕн çарсем унта тăнă чухне тек вăрçă пу­лассăн туйăнмастчĕ. Эпĕ службăра тăнă 8-мĕш танк çарĕ манăн атте вăрçăна хутшăннă çарччĕ. Салтакран таврăнсан та аттепе пĕрре мар аса илеттĕмĕр çар пурнăçне. Атте Ста­линградшăн çапăçнине, фронтра çыхăнуçă пулнине, çыхăну йĕркеленĕ чухне йывăр аманнине каласа паратчĕ. Фронтран таврăнсан Шупашкарти художество училищинчен вĕренсе тухнă вăл. Хыççăн нумай çул ял клубне ертсе пынă, кунти художество пултарулăх ушкăнне тухăçлă ĕçлеттернĕ, ял çын­нисене ташă-юрăпа савăнтарнă.

Валерий Алексеев гварди ефрейтор çартан таврăнсан ял­тах тĕпленнĕ, çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе – Роза Евгеньевнăпа – хĕрпе ывăл çуратса ÿстернĕ. Ывăлĕ – Виктор – шалти ĕçсен пайĕн подполковникĕ.

– Нумай çул иртсен, иккĕмĕш тĕнче вăрçине пуçарнă çĕр­шывра хам çарта пуласси пирки эпĕ ачалăхра шутлама та пултарайман. Салтака кайма ят тухсан вара атте-анне ĕçре тăрăшуллă пулни, хамăр йĕрке пăсса çÿременни икĕ чикĕ урлă çар службине кайма çул уçрĕç. Çĕршыв мана çакăн пек яваплă вырăнта çар тивĕçне пурнăçлама шаннишĕн эпĕ паян хĕпĕртетĕп, хамăн çар пурнăçĕ пирки халĕ мăнуксене каласа паратăп. Хамăра Тăван çĕршыв Германире службăра тăма шаннишĕн эпир – çар тивĕçне унта пурнăçлама пултарнисем – туллин мăнаçланатпăр. Çак çулсем пирĕн асра нумай вăхăт ырăпа упранĕç. Мĕншĕн тесен 49 çул хушшинче совет салтакĕ Германире никамран та хăраман, никама та хăратман – мирлĕ пурнăçа сыхланă. Пирĕн çарсем хамăр ума лартнă задачăсене туллин пурнăçлани пирки унта службăра пулнисен паян пĕр иккĕленÿ те пулма кирлĕ мар, – терĕ çар ĕçĕн отличникĕ хамăр калаçăва вĕçлесе.

Анатолий БЕЛОВ, ГСВГ ветеранĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6