Вырмана хатĕрленесси – тĕп вырăнта иртнĕ

Категория: Общество Опубликовано: 11.07.2025, 09:07 Просмотров: 160

Муркаш муниципалитет округĕнче пурăнакансем паян иртен пуçласа каçчен çи­тес хĕл валли выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ янтăлассипе тăрăшаççĕ. Мал туртăм­лисем кунта ыранхи куна пăхса уйрăмах тăрăшуллă ĕçленине те палăртса хăварас килет. Пĕрлехи вăйпа округри пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çак вăхăта 400 тоннăна яхăн утă хатĕрленĕ, 21 пин тонна ытла сенаж хывса хăварнă. Çавăнпа пĕрлех кĕрхи тулă пуссисене сарă сăн çапни вырмаччен те вăхăт нумаях юлманни пирки асăрхаттарать. Çакна ăнла­накан хресчен паян самантлăха та алă усса лараймасть. Вăл халĕ паянхи ĕçе малашлăха пăхса пурнăçлассишĕн тăрăшать. Ыранхи кунпа пурăнаканăн вара малашлăх тĕллевĕсем те ансат пулмалла мар.

Иртнĕ эрнере муниципалитет округĕнчи пĕрлешÿллĕ кооперативсене тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсен машинăпа трак­тор паркĕсене çитсе çаврăнса тухрăмăр. Хуçалăхсем вырма пирки шутлани интере­слентерчĕ пире. Ĕçсем хальлĕхе ĕлĕкреххи пек калăпăшлă пулса пымасан та, çĕр ĕçне чунĕпе парăннисем хăйсен ĕçне малашлăха пăхса вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлас­сишĕн тăрăшаççĕ: пĕрисем хирте выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ, теприсем вырмана тух­малли техникăна юсавлисен ретне лартас­сипе тимлеççĕ. Çавăнпа паян механизаци­ленĕ парксенче те, уй-хирте те малашлăхпа çыхăннă ĕçĕсем самантлăха та чарăнмаççĕ. Вĕсем халĕ ытларах хĕвел ăшшипе пиçсе пыракан тырă-пулăна вăхăтра тата çухату­семсĕр пухса кĕртессипе çыхăннă. Çакна валли хуçалăхсенче паян çĕнĕ техника туя­наççĕ, саппас пайсем кÿрсе килсе вырмана хутшăнмалли «хир карапĕсене» юсаççĕ, ĕç планĕсем хатĕрлеççĕ, тырă аламалли-типĕт­мелли агрегатсене юсавлисен ретне лартас­сишĕн тăрăшаççĕ.

Епле вăй хураççĕ-ха ку енпе тырă-пулă туса илессипе ĕçлекен пĕрлешÿллĕ хуçалăх­сем? Çак ыйту çине хурав шыраса иртнĕ кун­сенче хамăр округри çĕр ĕçченĕсем патĕнче пулса куртăмăр, вĕсен вырма умĕнхи хатĕр­ленÿ ĕçĕпе паллашрăмăр. Тĕрĕслев серепи­не «Оринино», «Восток», «Бездна», «Герой», «Свобода», «Ударник», Чкалов яч. хис., Ильич яч. хис., Суворов яч. хис., «Куснар», Е. Андреев яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕсем лекрĕç. Тÿрех каламалла, «симĕс ĕç çи» пынине пăхмасăрах асăннă хуçалăхсенче çывхаракан вырмана хатĕр­ленме туллин пуçланă. Кашни хуçалăхăн ма­шинăпа трактор паркĕнчех механизаторсем «хир карапĕсене» ĕçе хатĕрлеме тытăнни, тырă типĕтмелли агрегатсем çумне специа­листсене çирĕплетни куç умне пулчĕ. Апла пулсан çĕр ĕçченĕ ыранхи кунпа пурăнать тесе çирĕплетсех каламалла.

«Оринино» ял хуçалăх производство ко­оперативĕнче эпир хуçалăхăн тĕп бухгал­терĕпе Оксана Налимовăпа тĕл пулса ка­лаçрăмăр. Оксана Юрьевна пире хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе, умри тĕллевсемпе паллаштар­чĕ. Асăннă кооперативăн кăçалхи кĕрхи ĕçсен планĕ пĕчĕк мар. Вĕсен 307 гектар çин­чен кĕрхи культурăсене пуçтарса кĕртмелле пулсан, çуртрисем 220 гектар йышăнаççĕ, ку­куруза лаптăкĕ – 83 гектар. Кооператив бух­галтерĕ хуçалăх ĕçченĕсем умри ĕçсен çак калăпăшĕ умĕнче пуç усмасса шанать.

Кÿршĕллĕ «Восток» ял хуçалăх производ­ство кооперативĕнче эпир çитнĕ кун трак­тор-машина паркĕнче пушăччĕ. Ахăртнех пурте «симĕс ĕç çинче». Хуçалăхăн вырма лаптăкĕ кÿршĕсеннинчен сахалрах пулин те, ун çинчи çăкăр та тăрăшса пуçтармасăр кĕлете кĕмест.

Çав вăхăтрах Лапкасра килти хушма хуçалăх тытакан Алексей Воробьев хăйĕн харпăрлăхĕнчи «хир карапĕ» вырмана хатĕр­ри пирки пĕлтерчĕ. Алексей Михайлович хăй­ĕн техникине – вырмана, ангарта тырă хума вырăн тĕплĕ хатĕрлени пирки каласа кăтар­трĕ, хăйĕн ĕçлекенĕсемпе паллаштарчĕ.

«Бездна» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра хальлĕхе ĕçлекенсен пĕтĕм вăйне выльăх апачĕ янтăлас ĕçе явăçтарнă. Асăннă хуçалăх ертÿçин çумĕ Владислав Ананьев паянхи кун хуçалăх ĕçченĕсем пĕтĕмпех выльăх апачĕ янтăлас ĕçре вăй хуни пирки каларĕ. Тепĕр эрнерен, кунти ĕçсем вĕçленсен, механиза­торсем «хир карапĕсене» юсассипе ĕçлеме кÿлĕнĕç. Саппас пайсем туянса хунăран тата ĕçлес кăмăллисем пулнăран ертÿçĕ хатĕрленÿ ĕçĕсенче пысăк чăрмав пулмасса шанать.

Асăннă хуçалăхăн вырма лаптăкĕ кăçал 1100 гектар йышăнать. Çак ĕç калăпăшне çĕнме «Бездна» обществăн «хир карапĕсем» те, ĕçлекенĕсем те çитсе пымалла. Ĕç усло­вийĕсем те вĕсене тивĕçтермелле.

Ярапайкассисемпе юнашар кÿршĕллĕ «Герой» ял хуçалăх производство коопе­ративĕн уй-хирĕ выртать. Ака технологине пăхăннăран кунти тырă-пулă тухăçĕ те кăçал пĕчĕк пулмасса шантарать. Пирĕн шухăш­сене Шурчари машинăпа трактор паркĕн­че тырă вырмалли икĕ комбайна вырмана хатĕрлессипе тăрăшакансем те çирĕпле­трĕç. «Хуçалăх ертÿçисем пире мĕнле ыйту кăсăклантарнипе интересленсех тăраççĕ. Кирлĕ саппас пайсене вăхăтра тупса панăран эпир те пушшăн лармастпăр. Ку йĕркене хура кĕрчченех сыхласа хăварсан вырмана кĕске вăхăтра ирттересси пирки пирĕнтен ыйту пулмĕ», – терĕ 14-мĕш вырмана хутшăна­кан Владимир Степанов комбайнер. Унăн сăмахĕсемпе пĕрле ĕçлекенĕсем те кăмăллă пулнине палăртрĕç. Механизаторсемпе ирт­тернĕ калаçура хуçалăх вĕсене комбайнсе­не юсавлисен ретне лартма саппас пайсене пĕтĕмпех туянса пани, механизаторсемпе ĕç килĕшĕвĕсем туни паллă пулчĕ. Тепĕр комбайнпа хире тухакан Илья Дмитриев та вырмара пĕрремĕш çул мар. Çак икĕ экипаж хуçалăхри вырма ĕçне кĕске вăхăтра ирт­терес тĕллевлĕ (пĕрремĕш сăн ÿкерчĕкре эсир сулахайран сылтăмалла Илья Дмитри­ев, Алексей Иванов, Владимир Степанов, Александр Шурнов комбайнерсене, Алексей Пайков механизатора куратăр).

«Свобода» хуçалăхра та малашлăха пăх­са ĕçлеççĕ. Кунта та вырма лаптăкĕ пĕчĕк мар. Вĕсене пуçтарса кĕртме Никита Ишаков тытса пыракан «Акрос-530» тата Владимир Шапошниковăн «Полесье» комбайнĕсем тухмалла. Иккĕмĕш «хир карапне» техника тĕрĕслевне тăратмалли çеç юлнă пулсан, пĕрремĕш комбайнне ĕçе хатĕрлесе çите­рессипе те ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ.

– Малашлăха пăхса, ыррине шанса тăрă­шатпăр. Эпир тимленине кура хуçалăх та пире пулăшусăр хăвармасть, техникăна ĕçе вăхăтра юсавлă кăларма мĕн кирлипе кая юлмасăр тивĕçтерет. Ку вара мал туртăмлă ĕçлес ĕмĕте вăй парать, – терĕç хастар ме­ханизаторсем.

«Ударник» хуçалăхри вырма калăпăшĕсем­пе пире Александр Васильев тĕп агроном паллаштарчĕ. Хуçалăхра кăçал кĕрхи куль­турăсен лаптăкĕ 512 гектар, çуртрисем – 664 гектар. Кашни пусăри тулăх пучах паян çĕр ĕçченне хăй патне йыхравлать.

– Техникăна хире вăхăтра кăларасси пирки пирĕнтен иккĕленÿ пулмĕ. Мĕн акса ÿстерни­не уйра хăвармăпăр. Вырмана явăçтармалли «хир карапĕсене» техника тĕрĕслевне тăрат­малли çеç юлчĕ (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре), – терĕ агроном.

Чуманкассипе Исетерккĕ тăрăхĕнче те вы­рма çывхарни тырă вырмалли комбайнсене юсассипе çанă тавăрсах ĕçе кÿлĕннинчен курăнчĕ. Эсир виççĕмĕш сăн ÿкерчĕкре куракан Димитрий Порфирьевпа Андрей Иванов хăйсене шанса панă «хир карапне» юсавлисен ретне лартнăпа пĕрех ĕнтĕ.

– Пирĕн комбайнерсем умри ĕç калăпăшĕсе­не аван кураççĕ. 870 гектар лаптăкран тырă пуçтарса кĕртмелле. Кунашкал калăпăша юсавсăр техникăпа пурнăçлама майĕ çук. Çак­на комбайнерсем ăнланчĕç тесе шутлатăп, – терĕ «хир карапĕ» çумĕпе иртнĕ май хуçалăхăн тĕп агрономĕ Виталий Морозов.

Кăçал тырă вырмалли çĕнĕ комбайн («По­лесье») туяннине Ильич яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕнче тĕл пул­тăмăр. Вырмана хутшăнакан икĕ комбайн хуçалăхшăн пысăк тĕкĕ пуласси пирки паян иккĕленÿ çук.

Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕнче паян вырмана хутшăнакан механизаторсен пысăк ушкăнĕ «симĕс ĕç çинче» вăй хуратчĕ. Кунта вырмана кăларма 5 «хир карапĕ» хатĕрлеççĕ. Кашнин патне юсавçă алли çитнĕ.

Е. Андреев яч. хис. ял хуçалăх производ­ство кооперативĕнче ял хуçалăх техникине кĕркуннех управа тирпейлĕ лартнăран паян вĕсене ĕçе хатĕрлессипе пысăк ыйтусемех çук. Кооператив ертÿçине Виталий Семенова машинăпа трактор паркĕнче тĕл пултăмăр.

Çу варрине çитсе пынă май вăхăт кĕр ен­нелле сулăнать. Çавна май хресчен акнă-ларт­нă культурăсене вăхăтра тата çухатусемсĕр пухса кĕртессипе тăрăшать. Çак хыпкалану Е. Андреев яч. хис. ял хуçалăх производство ко­оперативĕн кантурĕнче те, машинăпа трактор паркĕнче те, тырă йĕтемĕнче те, складсемпе ангарсенче те, уй-хирте те ирлесех куç умĕн­че. Пурте хăйсене вырма ĕç планĕпе çирĕ­плетсе панă вырăнсенче вăй хураççĕ, хăйсене шанса панă техникăна тĕрĕслесе ĕçе хатĕр­леççĕ. Çав вăхăтрах ĕçлекенсем пĕр-пĕринпе шÿтлесе илни вĕсем умри тĕллевсене пур­нăçлассинчен хăраманнине çирĕплетет.

– Кĕр аки валли хатĕрлекен пусăсем çăвĕпех пăхса тăнăран паян кăпăшка пулни хуçалăх ĕçченĕсене савăнтарать. Çавăнпа та умри тĕллевсене пурнăçлассипе механиза­торсем хуçалăхра тăрăшсах ĕçлеççĕ, – терĕ уй-хир ĕçченĕсем йывăрлăхсенчен хăраман­нине палăртса кооператив ертÿçи Виталий Семенов.

Ĕçсене пĕлсе йĕркелесен халăх ĕçлет. Çак шухăшпа таврăнтăмăр эпир вырма ый­тăвне хускатса тухнă çул çÿреврен.

Сергей НИКОЛАЕВ, патшалăх техника надзорĕн районти аслă инспекторĕ;

Анатолий БЕЛОВ, район хаçачĕн

ял хуçалăх пайĕн редакторĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6