Çапла пĕтĕмлетрĕ Муркаш муниципалитет округне июлĕн 8-мĕшĕнче республикăран килнĕ пысăк делегаци.
Ĕç ушкăнĕнче çаксем пулчĕç: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Общество канашĕн ертÿçи, «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн контролĕнче» проекта пурнăçлассипе ĕç ушкăнĕн ертÿçи Наталия Партасова, Чăваш Республикин строительствăпа архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Максимов, Чăваш Республикин Общество палатин ертÿçи Ванифатий Шайкин, Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министрĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Олеся Игнатьева, «ГлавИнвестСтрой» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн ертÿçи Алексей Макаров тата ыттисем.
Делегацие Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕ Алексей Матросов, округ администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕн тивĕçне пурнăçлакан – вĕренÿ пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова, Муркаш муниципалитет округĕн Общество палатин ертÿçи Владимир Никитин тата ыттисем кĕтсе илчĕç.
Аса илтеретпĕр. 2025 çулхи апрель уйăхĕнче регион пуçлăхĕ Олег Николаев сĕнĕвĕпе Чăваш Республикин Экономикăн аслă канашĕн ларăвĕнче «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн контролĕнче» проект çирĕплетрĕç. Вăл социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсен строительствипе реконструкци, хăтлăх ĕçĕсем патне тата регион пурнăçĕнчи ытти аспекта общественноçа явăçтарма май парать. Проект обществăлла контроль мероприятийĕсене пĕрлештерет, влаçпа халăх хушшинчи шанăçлăха çирĕплетет, регион ертÿçин хушăвне епле пурнăçланине контрольте тытма май парать. Ĕçе çапла майпа йĕркелени строительсене ĕçрен пăрассинчен хăтарать, çав хушăрах объектсенчи лару-тăрăва объективлă хак пама пулăшать. Объектсенчи ĕç пурнăçлассин вăхăтне тата пахалăхне тĕрĕслеме республика правительствин, Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи Обществăлла канаш пайташĕсене, Общество палатин пайташĕсене тата хăй тĕллĕн ĕçлекен экспертсене явăçтараççĕ. Проектăн тĕп тĕллевĕ – объектсенчи чăн лару-тăрупа паллашасси. Пĕтĕмлетсе каласан вара çакă çынсен пурнăç условине лайăхлатма пулăшмалла. Чăваш Ен социаллă проектсен эффективлхăне ÿстерес çул-йĕрпе пырать.
Ĕçлĕ делегаци округри икĕ строительство объектне çитсе курчĕ: Муркаш тĕп больницин поликлиникине тата Москакассинчи «Колокольчик» ача садне. Çак икĕ объекта тăвассипе «ГлавИнвестСтрой» чикĕллĕ яваплăхлă общество тимлет.
– Юлашки 5 çулта – региона Олег Николаев ертсе пынă тапхăрта – çĕнетнĕ, юсанă вĕренÿ, медицинăпа культура учрежденийĕсем нумайланса пыраççĕ. Кăçалхи çул Муркаш округĕнче çĕнелнĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ икĕ объект ĕçлеме пуçламалла, ку, паллах, савăнтарать. Чи пĕлтерĕшли – çак объектсене килĕшÿре палăртнă вăхăтра вĕçлесси, – терĕ Наталия Партасова.
Çĕнĕ поликлиника çынсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ объект. Ăна хута яни çынсен пурнăçĕпе сывлăх шайне лайăхлатма май парать. Ку вара паллах регион ăнăçлăхĕпе çыхăннă. Объект патшалăх пахалăх стандарчĕпе вăя кĕмелле. Ăна «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ шайĕнче тăваççĕ.
Объект валли федераци бюджетĕнчен 191 млн тенкĕ уйăрнă. Ку суммăна оборудовани туянасси кĕмест. Килĕшÿ тăрăх, объекта çулталăк вĕçленнĕ тĕле туса пĕтермелле. Унта пĕр сменăра 150 çын хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттерме, çирĕплетме пултарать.
Поликлиника пулас вырăнти йывăç-тĕме йăлтах каснă, çĕр чавас, никĕс хурас ĕçсем пыраççĕ. Подрядчик каланă тăрăх, строительство ĕçĕ икĕ эрне графикран юлса пырать. Медицина оборудованийĕпе, сĕтел-пуканпа тивĕçтересси Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерствин «Центр ресурсного обеспечения государственных учреждений здравоохранения» хысна учрежденийĕ çинче. Çак вăхăт тĕлне вĕсене туянас тĕлĕшпе документаци хатĕрлес ĕç пырать.
– Поликлиника тума лайăх вырăн суйланă. Округра пурăнакансен хисепĕ пĕчĕк мар, кунта пĕчĕккисене те, аслисене те йышăнĕç. Контрактпа килĕшÿллĕн ку объект çĕнĕ çултан ĕçлеме пуçламалла, çакна пирĕн пурнăçламалла. Çитменлĕхсем пур, вĕсене пĕтермелле, – терĕ Наталия Партасова.
Объектри ĕç мĕнле пынине контрольте тытма телеграм-каналта ушкăн йĕркеленĕ, видеокамерăсем лартнă. Хальхи тĕп задача – монолит плитине хурасси çине тухасси. Ĕçе контрольте тытма майсем çителĕклĕ. Ĕç ушкăнĕ строительство контрольне округри Общество палатин пайташĕсене явăçтарма, июль вĕçленнĕ тĕле графикра палăртнă вăхăта çитме, ĕçлекенсене йышне ÿстерме сĕнчĕ. Подрядчик объекта вăхăтра вĕçлеме шантарчĕ.
– Муркашра паян поликлиника тăватпăр, вăл 150 çын валлилĕх пулать. Объекта туса пĕтерсен кунта ача-пăча тухтăрĕсем ĕçлĕç, çынсене отоларинголог, офтальмолог, невролог, дерматовенеролог, эндокринолог, инфекционист тата ытти специалистсем йышăнĕç. Çакăнтах УЗИ кабинечĕ те пулмалла, – терĕ Муркаш больницин тĕп врачĕ Оксана Попова.
Тепĕр объект – Москакассинче. «Молодежь и дети» наци проекчĕ шайĕнче унта 160 ача вырнаçмалăх ача сачĕ тăвас ĕç вĕçленсе пырать. Москакассинче «Колокольчик» ача садне тĕпрен тума тытăнни вырăнта пурăнакансем валли парнепе танах. Кĕçех çĕнĕ çурт хăйĕн алăкĕсене уçĕ. Учреждени хута кайнă май кунта ачасен çичĕ ушкăнне йышăнĕ.
Çак ĕçĕн заказчикĕ – Чăваш Ен Строительство министерствин «Республиканская служба единого заказчика» хысна учрежденийĕ. Патшалăх контрактне 2023 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче «ГлавИнвестСтрой» чикĕллĕ яваплăхлă обществăпа тунă. Проектпа смета документацине пушар хăрушсăрлăх, газификаци, террортан сыхланас хушма ĕçсене кĕртнипе ĕçе июнĕн 2-мĕшĕнче вĕçлеме палăртнă. Пĕтĕмĕшле ĕçсен хакĕ 219 миллион та 337 пин те тенкĕпе танлашать.
Çак вăхăт тĕлне подряд организацийĕ иккĕмĕш хутри шалти ĕçсене вĕçлесе пырать, территорие хăтлăх кĕртес ĕç те нумай юлман, котельнăйĕнче ĕçсем пыраççĕ. Объектри ĕçсене 94 процент пурнăçланă. Подрядчик кунта ĕçлекен çынсене кирлĕ чухлĕ явăçтарман, ĕç алли çителĕксĕр. Картишĕнче ачасем вылямалли лаптăксем, спорт зони пур. Территоринче газонсем йĕркеленĕ, тавралăха симĕслетме материал туяннă. Ача садне кĕнĕ çĕрте велопарковка, çунашкасемпе коляскăсем лартмалли ятарлă вырăн пур.
– Эпир паян Муркаш округĕнче пулса куртăмăр. Икĕ объекчĕ те пĕчĕк мар, ĕçе вăхăтрах вĕçлессе шансах тăратпăр. Паянхи кун тĕлне объектсенчи ĕçсем графикран кăшт юлса пыраççĕ. Строительство мĕнле пыни онлайн трансляцинчен курăнать. Поликлиника сывлăх çирĕплĕхĕ валли, ача сачĕ çак территоринчи ачасене питĕ кирлĕ. Пирĕн тĕллев – объектсенчи ĕçе май пур таран хăвăртрах вĕçлеме майсем туса парасси, – терĕ Чăваш Республикин строительствăпа архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Максимов.
Муркаш округĕнче шкулчченхи ÿсĕмри ача çулталăк пуçламăшĕ тĕлне 1016, иртнĕ çул 1376 пулнă, 2023 çулта – 1478. Шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсенче 855 воспитанник, садиксене ачасен 84,2 проценчĕ çÿрет.
Москакасси территори пайĕнче 1 çулчченхи 22 ача пурăнать. Вĕсем пурте округри ача садне çÿреме электронлă черете çырăннă. Çак территоринче пурăнакан 90 ача тĕрлĕ ача садне çÿрет. Москакасси шкулĕнче 54 ача вырнаçмалăх шкуллченхи 2 ушкăн ĕçлет, унта 37 ача çÿрет.
– Паян пирĕн округра пысăк ĕç пулса иртрĕ. Поликлиника тата ача сачĕн строительствине çитсе куртăмăр. Ĕçсем графикран юлса пыраççĕ пулсан та объектсене вĕçлесси ытла кая юлмасса шанатпăр. Муркашсем нихăçан та япăх ĕçлесе пыман. Ĕçре те, спортра та, культура мероприятийĕсенче эпир хастар. Çавна кура Чăваш Республикин Правительстви Муркаш округне çителĕклĕ чухлĕ тимлĕх уйăрать. Регион ертÿлĕхне эпир çакăн пек пулăшушăн тав тăватпăр, – терĕ Муркаш муниципалитет округĕн Общество палатин ертÿçи Владимир Никитин.
Роза ИЛЛАРИОНОВА
Август 2026 |
