Пĕрле пулни вăй-хăват парать

Категория: Общество Опубликовано: 11.07.2025, 09:03 Просмотров: 115

Нумаях пулмасть пĕтĕм Раççейри «Раççей вăйĕ» спорт марафонĕ шайĕнче «Единая Россия» парти депутачĕсем пулăшнипе «Сывлăх» спорт шкулĕнче пĕтĕм Раççейри Куç курманнисен обществăлла организацийĕн Муркашри уйрăмĕн пайташĕсем тĕл пулу йĕркелерĕç. Кунта вĕсем шашкăпа шахматла вылярĕç, дартс печĕç, чуна уçса калаçрĕç. Ăмăртусенче вăйлисем пулчĕç пулсан та туслăх çĕнтерчĕ. Çак тĕл пулăва «Ыр кăмăллăх» клубăн пайташĕсем те хутшăнчĕç.

Муркашри тĕп библиотекăн специалисчĕсем спорт мероприятине килнисене сывă пурнăç йĕрки пирки каласа кăтартрĕç, активлă пулма, хусканусем ытларах тума чĕнсе каларĕç. Çавăн пекех библиотекарьсем сиплев физкультурипе сывлăхлă апатлану, сывă пурнăç йĕрки пирки ка­лакан кĕнекесемпе паллаштарчĕç.

Вĕсем хатĕрленĕ «Фразăна вĕçле» кăсăклă вăйă вара пурне те хавха­лантарчĕ. Мероприяти Муркашри тĕп библиотекăн информаципе библи­ографи секторĕ хатĕрленĕ «Основные принципы ЗОЖ», «В здоровом теле – здоровый дух» брошюра валеçсе панипе вĕçленчĕ.

«Ыр кăмăллăх» клубĕн пайташĕсем — чи активлă та ырă кăмăллă çынсем. Вĕсем хаваспах хăйсем илнĕ пĕлĕве ыттисемпе пайлаççĕ, пур­не те çирĕп сывлăх сунаççĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6