Çĕр лаптăкĕ вырăнне – укçан

Категория: Общество Опубликовано: 11.07.2025, 09:03 Просмотров: 123

Чăваш Енте нумай ачаллă çемьесем пурнăçăн кашни тапхăрĕнче – çуралнăранпа пурнăç çулĕ çине тухичченхи вăхăтчен – патшалăх пулăшăвĕпе анлăн усă курма пултараççĕ. 2020 çултан пуçласа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тимлĕх уйăрнипе пулăшу мелĕ нумайланса, çак тĕлĕшпе уйăрнă укçа-тенкĕ калăпăшĕ ÿссе пырать. Чăваш Республикин Ĕç министерствин официаллă сайтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, çак тапхăр тĕлне нумай ачаллă çемьесене пулăшма 13 млрд ытла тенкĕ уйăрнă.

Пулăшу мелĕсенчен пĕри – нумай ачаллă çемье­сене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ парасси. Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикинче Раççей Федерацийĕн Çĕр Ко­дексĕн йĕркипе килĕшÿллĕн нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ парас вырăнне пĕр хутченхи укçа тÿлевĕпе тивĕçтереççĕ. Унăн калăпăшĕ – 250 пин тенкĕ. Çак укçапа пурăнмалли çурт-йĕр тунă тата туяннă, çĕр лаптăкĕ туянма е ипотека кредитне са­плаштарма усă курма ирĕк пур. Паллах, кăмăл пурри­сем çĕр лаптăкне илме пултараççĕ.

Çÿлерех асăннă официаллă сайтра пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа çĕр лаптăкĕ вырăнне укçан тивĕçес мелпе нумай ачаллă 214 çемье 53,2 млн тенкĕлĕх усă курнă. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта 276 çемье 68,4 млн тенкĕ чухлĕ тивĕçнĕ. Пĕтĕмпе вара çак пулăшу мелĕ вăя кĕнĕренпе 832 çемье 200,6 млн тенкĕлĕх хăйсен пурнăç условине лайăхлатма пултар­нă. Çакă – çемьесемшĕн питех те пысăк пулăшу.

Пĕр хутчен паракан тÿлев сертификатне 1104 çе­мье тивĕçнĕ. Ăна Чăваш Ен Ĕç министерствин «Соци­аллă пулăшу мелĕсемпе тивĕçтерекен центр» хысна учрежденийĕ парать, çемьесем заявление вырăнти хăй тытăмлăх органне тăратма пултараççĕ.

Муркашри Аннăпа Евгений Степановсен çемйи шăпах та патшалăхăн çак пулăшăвĕпе усă курма пул­тарчĕ. Çĕр лаптăкĕ вырăнне паракан укçапа вĕсем пурăнмалли çурт-йĕр туяннă чухне ипотека кредитне саплаштарчĕç.

– Патшалăх нумай ачаллă çемьесене тĕрлĕ пулă­шу мелĕ сĕнет. Çакăнпа эпир питĕ кăмăллă. Мала­рах тÿлевсĕр çĕр илме учета тăтăмăр. Çавăн пекех пирĕн çемье пурăнмалли çурт-йĕр лайăхлатмаллисен шутĕнче официаллă тăрать.

Çĕнĕлĕхсем вăя кĕрсех пыраççĕ, çĕршĕн 250 пин тенкĕ илме май пурри питĕ лайăх тесе шухăшлатпăр. Çак пулăшупа тĕллевлĕ усă курас терĕмĕр. Пирĕншĕн ку сахал укçа мар, ăна пухса çитерме самай тăрăш­малла.

Эпир Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Никола­ева пирĕн пек çемьесене пулăшу, тимлĕх уйăрнăшăн тав тăватпăр. Федерацин «Çемье» наци проекчĕ шай­ĕнче те пулăшу мелĕ тĕрлĕрен, çакă та çемьесемшĕн меллĕ. Вăл пирĕн пек çемьесен пурнăç пахалăхне ÿстерме май парать, уйрăмах яллă вырăнта, – терĕ Анна Валерьевна.

Çемье пуçĕ Евгений Ильич предприниматель ĕçĕпе тăрăшать. Мăшăрĕ – Анна Валерьевна тум çĕлессипе тимлетчĕ, халĕ вара тĕрлĕ чечек ÿстерет. Çемьери аслă хĕр ача – Виктория, вăл виççĕмĕш класран вĕренсе тухрĕ. Унăн ăсталăхĕ пысăк, ташлассипе пултаруллă. Машăпа Даша вара хальлĕхе пĕчĕк-ха, вĕсем «Солныш­ко» ача садне кăмăлпах çÿреççĕ.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6