Июлĕн 8-мĕшĕнче Тури чăвашсен музейĕн картишĕнче ирех савăнăçлă сăн-питлĕ ача-пăчапа ашшĕ-амăшĕ пухăнчĕ. Кунта уяв иртрĕ, вăйă вырăнĕсем хатĕрленĕ, талккишпех салтак тÿми чечекĕн пуçĕсене сарса хунă, йывăç сулхăнĕ те пухăннисемшĕн меллĕ пулчĕ. Сăн ÿкерĕнмелли вырăна та кашниех çитме тăрăшрĕ.
Музей картишĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Чăваш Енти савăнăçлă çу кунĕсем» проекчĕ шайĕнче Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалланă «Муркаш енчи сăпка юррисем» муниципалитет проекчĕн виççĕмĕш фестивалĕ иртрĕ.
Çемье фестивальне хутшăнакансене уяв ячĕпе Муркаш муниципалитет округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Лилия Тарасова саламларĕ. «Çемье вăл – кашни ачашăн кил-çурт, атте-анне, пичче-аппа. Сирĕн çемьесенче яланах телей хуçалантăр, кил-çуртра ăшă пултăр. Çемьери çыхăну çапла çултан-çул çирĕпленсе пытăр. Çавăн пек чухне кăна пирĕн округ çирĕпрех, çĕршыв тĕреклĕрех пулĕ, – терĕ Лилия Юрьевна саламласа.
Уява пĕтĕм Раççейри «Ачалăх навигаторĕсем» проектăн тĕп эксперчĕ, регионти координаторĕ Наталья Иванова килсе çитрĕ. «Çак уява эпĕ тинех çитсе куртăм, унччен вара ун пирки социаллă сеть тăрăх кăна пĕлнĕччĕ. Муркаш çĕрĕ йăла-йĕркесене упрассипе яланах пултаруллă. Кунта туслă та тăрăшуллă çынсем пурăнаççĕ. Малашне те çапла пултăр», – терĕ вăл.
Çавăн пекех Республикăри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн округри канашĕн ертÿçи Любовь Рыжкова, «Движение первых» юхăмăн округри специалисчĕ Анюта Столярова саламларĕç.
«Ачалăх навигаторĕсем» проектăн муниципалитетри координаторĕ Алевтина Рожкова каланă тăрăх, çемье фестивалĕ çемье йăли-йĕркине упрама, ăруран-ăрăва куçарма, çемье хаклăхне ÿстерме май парать. Фестивальте кашни çемьен хăйĕн кĕтесĕ пулчĕ, вĕсем йăла-йĕркепе, ал ĕçĕпе паллаштарчĕç. Çемьесем аннесемпе асаннесен пĕчĕк арчисене те илсе тухнă.
Уяв пĕр çемьери пек хаваслă та кăмăллă иртрĕ. Активлă çемьесене, тĕрлĕ ĕçре пултарулăхпа палăрнисене диплом парса чысларĕç. Ачасем Л. Митрофанова хореограф ертсе пынипе сăпка юррипе çепĕççĕн ташларĕç. Ача-пăча библиотекин ĕçченĕсем кĕнекесемпе паллашма май туса пачĕç.
Пĕчĕк ачасем ашшĕ-амăшĕ ăсталанă илемлĕ коляскăсемпе çула тухрĕç, парад ирттерчĕç. Фестиваль çÿллĕ шайра пулни, йĕркелÿçисем тăрăшни лайăх курăнчĕ. Уяв пурте пĕрле тытăнса çемье хороводне тăнипе вĕçленчĕ, çакă кашни çынна пĕр самантлăха ачалăхра туйма май пачĕ.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
