Мускавра Пӗтӗм Чӑвашсен Акатуйне уявларӗҫ. Ӑна кӑҫал Раҫҫей Федерацийӗнчи Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкне тата Чӑваш Республикинчи Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкне халалларӗҫ. Уяв ВДНХра республикӑра пурӑнакансемпе унта ҫуралса ӳснисене, Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчи тата чикӗ леш енчи чӑваш халӑхӗн представителӗсене пухрӗ. Уява Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑнчӗ.
«Паян Чӑваш халӑхӗ Раҫҫей Федерацийӗн мӗнпур халӑхне хӑйӗн йӑлана кӗнӗ наци уявӗпе Акатуйпа саламлать. Халӑхсен туслӑхӗн Фонтанӗ патӗнче чӑвашсем кӑна мар, тӗрлӗ наци хӑнисем пирӗн ӗмӗрсем хушшинчи пӗрлӗхе тата ҫыхӑнусем ҫирӗппине палӑртакан вӑйӑ картинче аллисене пӗрлештерчӗҫ. Ҫак енĕпе Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин яланах тимлет, пире кашни халӑхӑн хӑйне евӗрлӗхне упрама, ҫав вӑхӑтрах ӗмӗрсем хушши йӗркеленнӗ пӗрлӗхе, туслӑха хаклама, упрама вӗрентет», – тесе саламларӗ сцена ҫинчен пухӑннисене Олег Николаев.
Уявӑн ятарлӑ церемонийӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Указӗпе ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне кӑтартнӑ паттӑрлӑхшӑн «Чӑваш Республикин Хисеплӗ гражданинӗ» ята Михаил Николаевич Марцев подполковника, СВОна хутшӑнакана, Раҫҫей Федерацийӗн Геройне пачӗҫ.
«Олег Алексеевич, пысӑк награда панӑшӑн тав тӑватӑп. Чӑваш халӑхӗн ывӑлӗ пулнӑ май Чӑваш Республикин Хисеплӗ гражданинӗ ятне тивӗҫнине ӗҫпе ҫирӗплетӗп, республика мухтавне ӳстерӗп. Пирӗн пурин те ӑҫтан тухнине асра тытмалла, пӗр-пӗрне пулӑшни паян уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ, ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче пирӗн каччӑсем фашизма хирӗҫ ҫапӑҫнӑ чухне пушшех те», – тав турӗ Михаил Марцев.
«Ҫӗршер ҫул эпир вырӑс халӑхӗпе тата ытти халӑхсемпе пӗрле пурӑнатпӑр, тыр-пул акатпӑр, пухса кӗртетпӗр, заводсем лартатпӑр, кирлӗ чухне хӗҫ-пӑшал илетпӗр те тӑван ҫӗре хӳтӗлетпӗр. Халь пирӗн ачасем ятарлӑ ҫар операцийӗ вӑхӑтӗнче Аслӑ Раҫҫей интересӗсене хӳтӗлесе питӗ пӗлтерӗшлӗ мисси пурнӑҫлаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳ пирӗнте пуласса шансах тӑратӑп, Чӑваш Ен вара пирӗн ҫӗршыв малалла ҫирӗппӗн утса пытӑр тесе пурне те тӑвать. Олег Алексеевич Николаев республикӑна ертсе пырса аталану программине хатӗрлеме хушу панӑ. Ку – чи хӑюллӑ ӗмӗтсемпе тӗллевсен программи. 2030 ҫул тӗлне эпир сирӗнпе питӗ лайӑх кӑтартусем патне тухӑпӑр. Кӑҫал вара историре пӗрремӗш хут Чӑваш Ен хӑйӗн бюджетне профицитпа пурнӑҫлать. Олег Алексеевич команди ҫине тӑнипе республика ҫирӗп аталанса пырать», – палӑртрӗ Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин Финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитет председателӗ Анатолий Аксаков.
Уявӑн тӗп сцени ҫинче кунӗпех халӑх ансамблӗсем, чӑваш эстрада артисчӗсем – чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ, «Ярды» вокал ушкӑнӗ тата Августина Уляндина, «Бельканто» классик-ушкӑн, «Ҫеҫпӗл» чӑваш вокал ансамблӗ, «Сявал» фольклорпа эстрада ансамблӗ – пулчӗҫ.
Уяв хӑнисем, ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем вӑйӑсем выляма, чӑваш производителӗсен продукцийӗн курав-ярмӑрккинче асӑнмалӑх сувенирсем туянма пултарчӗҫ.
Маҫтӑрсем хӑнасене хушпу, пуканесем, хӑваран тата шӑрҫаран хатӗрсем тума вӗрентрӗҫ. Ҫавӑн пекех хӑнасем валли Раҫҫей кухнин ҫуртӗнче уяв кукӑлӗсем, какай шӳрпи, хуплу, тулӑ пашалӑвӗ, ҫуллахи десерт хатӗрлес енӗпе ӑсталӑх класӗсем иртрӗҫ.
«Паттӑрсен уҫланкинче» чӑваш наци кӗрешӗвӗн турнирне йӗркелерӗҫ. Спорт ӑмӑртӑвӗ «Акатуй» уявӗн тӗп мероприятийӗсенчен пӗри пулчӗ. Унта Мускав, Ульяновск, Самар облаҫӗсенчи, Тутарстан, Пушкӑрт, Дагестан Республикисенчи, Карачай-Черкессинчи чи вӑйлӑ спортсменсем хутшӑнчӗҫ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӑватӑ виҫе категорийӗнче иртнӗ ӑмӑртусен ҫӗнтерӳҫисене чысларӗ. Вӗсем – Чӑваш Енри Давид Крысов (66 кг) тата Станислав Никифоров (81 кг), Дагестан Республикинчи Рамзан Исаков (73 кг) тата Саидмагомед Гаирбеков (100 кг ытла).
Спортсменсемшӗн ку турнир Чӑваш Енре кӗркунне иртекен Пӗтӗм тӗнчери кӗрешӳ наци тӗсӗсен иккӗмӗш вӑййисене суйласа илмелли тапхӑр пулса тӑчӗ.
Август 2026 |
