Туслă йыш пысăк ĕç тăвать

Категория: Общество Опубликовано: 11.07.2025, 08:59 Просмотров: 132

Сăн ÿкерчĕкре Муркашри почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн туслă кол­лективне куратăр. Татьяна Пикузова тата Алина Анисимова çыхăну операторĕсем, Лариса Петрова Муркашри почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн ертÿçи, Луиза Николаева, Лидия Кирпичникова, Светлана Смирно­ва почтальонсем, Анастасия Соколова почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн ертÿçин çумĕ, Юрий Гордеев тата Николай Осинкин почтальонсем округ территорийĕнчи ялсенчи çынсен ыйтăвне тивĕçтереççĕ, вула­кан патне хаçат-журналпа тĕрлĕ çыру таврашĕ вăхăтра çитерессишĕн тăрăшаççĕ, ытти ĕçпе пулăшаççĕ.

 Çакна та палăртса хăвармалла, Шаптак ялĕнчи Юрий Гордеев почтальон куллен 24 çухрăм çула парăнтарать, çынсен ку тĕлĕшри ыйтăвне тивĕçтерессишĕн тăрăшать. Кăçал вăл Раççейри «Халăх почтальонĕ» конкурса хутшăнчĕ, Мускавра иртекен финал конкурсне тухма пултарчĕ. Унта хăйĕн ăсталăхне кăтартрĕ.

Тăрăшуллă коллектива Муркаш район хаçачĕн редакцийĕ Раççей почтин кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлать, ĕçре çитĕнÿсем тума сунать.

Роза ИЛЛАРИОНОВА сăн ÿкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6