Раççей Ĕç министерстви 2026 çулхи уяв тата кану кунĕсен календарьне пичете панă.
– Кану кунĕсем уяв кунне лексен вĕсене урăх куна куçараççĕ, – тенĕ Антон Котяков министр.
Çапла вара кану кунĕсене куçарнă хыççăн 2026 çулта çапла канмалла пулать:
2025 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа 2026 çулхи январĕн 11-мĕшĕччен;
февралĕн 21 – 23-мĕшĕсенче;
мартăн 7 – 9-мĕшĕсенче;
майăн 1 – 3-мĕшĕсенче;
майăн 9 – 11-мĕшĕсенче;
июнĕн 12 – 14-мĕшĕсенче;
ноябрĕн 4-мĕшĕнче;
2026 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче.
Август 2026 |
