Çар çыннисен çемйисене – пысăк тимлĕх

Категория: Общество Опубликовано: 11.07.2025, 08:56 Просмотров: 174

 Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Нико­лаев ятарлă çар операцине хутшăнакан­сен мăшăрĕсемпе тĕл пулнă. Тĕл пулу 1 номерлĕ Хула клиника больницинчи Пулас ашшĕ-амăшĕн шкулĕнче ăшă ла­ру-тăрура иртнĕ.

Олег Николаев тата республикăри Хĕрарăмсен союзĕн ертÿçи Наталья Николаева салтаксен мăшăрĕсене асăнмалăх «Рожден­ный Героем» альбомсем тата «Чудо, рожден­ное Героем» медальсем парнеленĕ.

Республика ертÿçи çар çыннисен çемй­исене пулăшса пыни пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен упăш­кисемшĕн шанчăклă тыл пулса тăраççĕ. Вăл ятарлă çар операцине хутшăнакансем кĕçех çĕнтерÿпе таврăнассине шаннине каланă.

Тĕл пулу пĕрле чей ĕçнипе вĕçленнĕ. Олег Николаев хĕрарăмсемпе хутшăннă май вĕсене хумхантаракан ыйтусене хуравланă.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6