Чăваш ÿнерĕнче Олег Иванович Прокопьев тахçанах палăрнă. Вăл – паллă журналист, пултаруллă поэт. Унăн сăввисем 2008 çулта «Шыв çинчи сар хĕвел çулĕпе» кĕнекинче тата 2013 çулта «Чăваш поэзийĕн антологийĕнче» пичетленнĕ, интернетра тухнă. Олег Прокопьевăн «Чăвашăм, пурăн!» кĕнеки «Кая хăварнă сăвăсем» ятлă пĕтĕмлетсе калакан хайлавпа уçăлать. Сăвă кая юлать-и? Лайăх сăвă ĕмĕрсем пурăнать. Сăввисем «çынна çунат хушса вăй панине» кунта каланă-çке! Апла тăк пĕртте кая юлман. Сăвăсене сакăр ушкăна уйăрса панă. Вĕсем пĕлтерĕшлĕ, мĕн çинчен çырнине пайсен ячĕсенченех пĕлме пулать: «Ялти тĕрленчĕксем», «Юрату тата ырату», «Тĕрĕслĕх шыравĕ», «Тивĕç», «Юратупа эс килтĕн тĕнчене», «Тухату», «Витĕркуру – асăрхаттару». Юрă хывма ăсталанă сăвăсене уйрăм вырнаçтарнă. Жанр тăрăх йĕркелес пулсан, «сăвăсем» (шурă сăвă, ирĕклĕ сăвă, акросăвă, ода тата ытти те), «уйланăшсем» (баллада), «юрăсем» (романс, гимн, марш, такмак...) темеллеччĕ. Тема тăрăх йĕркеленĕ пайсенче маларах çырнисем пур пулсан та, XXI ĕмĕрте çырнă хайлавсем нумаййине кура Олег Прокопьева çак ĕмĕр поэчĕ тетĕп. Çĕнĕ ĕмĕр, çĕнĕ вăхăт, хальхи çынсемпе Тăван çĕршыв поэта мĕнлерех курăнать-ха? Çутçанталăкра, Тăван ялта, ĕçре-тивĕçре, тĕрĕслĕхре тата... çапкаланчăк ĕçкĕçсенче. Эпир тулăх самана ачисем вĕт! Вăхăчĕ пăтравлă пулсан та. Лару-тăрăвĕ савăнмаллиех марри сăвăранах курăнать – тăван чĕлхе пирки павракан тÿре ачисем те чăвашла пĕлмеççĕ, ваттисем çеç тăрса юлнă ялти «чи ватă мучие йÿн тупăкра пытарĕç», «хупмашкăн маннă хурсене туланă выçă йытăсем», ашшĕсĕр çемьен сурăхĕсене вăрăсем тытса кайнă. Çыннисем, ачисем, каччисем, хĕрĕсем ятламалла япăх хăтланаççĕ. «Куратăр: тĕнче усал, тĕнче хаяр». Чăт, чăваш! Олег Прокопьев, Чăваш хумсасĕнче (радиовĕнче) вăй хунăскер, «Халăх шкулĕ» журналăн тĕп редакторĕнче ĕçлекенскер, сăмах хăватне лайăх пĕлет. Чĕлхепе сăнарлăн усă курасси унăн пултарулăхне яланлăх кĕрсе вырнаçнă. Сăвăсенче çакă тÿрех курăнать. Сăвăхывăм вăрттăнлăхĕсене (версификацие) тĕпренех ярса илнĕ. Йĕркесен виçи, çаври, картсем, кĕвĕлĕх, янăрав, пусăм, сăмах вылявĕ, калаçу тĕсĕ («Салам», «Юрату пире çăлать», «СМС» сăвăсене сăна) çĕр тĕрлĕ – кашни кăмăл-туйăм, шухăш валли юрăхлă ÿкерчĕк тупса майланă. «Çурт тăррисем аслатие хавасчĕ – Сикет пăрçа пек çумăрĕ – шултра. Кÿлленчĕкре те йывăçсем пурнатчĕç, Пурнатчĕ пĕлĕт. Эп çара уран». («Çав саккăрти ача пекех юласчĕ» сăвă). Аллитераци-ассонансĕ, пысăклату-пĕчĕклетÿ, чĕрĕлетÿ, такмакĕ-гексаметрĕ тата тем те ăна пăхăннă: «Çут тĕнче тĕвĕленнĕ тĕлте йăвине çавăрать çамрăк кăмăл» вăрăм йĕркесемпе юнашарах – кĕскен калани: «Атя санпа ларса йĕрер» е тата пĕр-ик сăмахпа картласа кайнисем – «Паян каçпа çăпатапа» йышшисем шăкăрин. «Катаран киленсе каçхи канăç килет...», «Каç каркăçне кив уйăх сĕтĕрет аран. Унпа вăл чĕркенсе выртасшăн» («Ир кÿлĕм»). «Выртать шур юр хăяккăн Сăртсем çинче канса» («Пуçламăш»). )керчĕк-и? Селĕм чĕрĕлетÿ. Тăршшипех çапла. Кăрлачра, нарăсра, пуш уйăхĕнче, акара («Апрель çаплах пÿрт çамкине çуллать...»), çуркунне («Çурăлман çулçăсем папкара калаçаççĕ»), кĕркунне, хĕлле... Шурă каçра, тунсăх ирхине, хирте, вăрманта... – виçесĕр анлă поэтăн тĕнчи. Виçесĕр унăн поэзи ÿкерчĕкĕсем. «Чи тарăн тинĕсре улмуççисем - ÿсеççĕ, Улмийĕсем ÿкеççĕ пĕлĕте...». Те романтика темелле, те фантастика кунта. Юрату ярăмне вуласан «Кĕмĕл ĕмĕр» (Серебряный век) таврăннă пекех туйăнса кайрĕ. Кашни сăвă çăтă, шухăшлă, çав вăхăтрах чипер. Юратăва черченлетсе, ытарлатса, капăрлатса, ĕмĕрлетсе кăтартнă. Ĕмĕрхи ачашлану, тупа туни, йăнăшни, кĕвĕçни, сăвăç чунĕ вĕçерĕнсе кайни... Вуласа пăхăр, хăвăрах ăнланса хăпартланăр. Тен, çырса та илĕр, пăхмасăр вĕренĕр. Гражданла лирикăра та ун вичкĕн сăнавсем пайтах. «Çĕпĕре кайма тивнисене» сăвăра «Раççейре миçе çулта вилеççĕ?» тесе ыйтниех поэт паянхи е ĕмĕрхи пăтравсенчен пăрăнса иртменнине систерет. «Камсем тăраççĕ тупăк умĕнче – Хăйсен çăтмахĕнче кама хăварĕç»? Кунта эпĕ публицистсем калайманнине тавçăрса илетĕп. Тĕплĕ поэзи вăхăта тимлĕ сисет çав! Олег Прокопьевăн поэзи туйăмĕ, илем хисепĕ çирĕп. Ку пурнăçра мĕн хаклине, мĕн чăннине вăл тахçанах картса хунă. Çынна хисеплени, юратни, ăна чипер тăвас тени, ĕçе, лăпкă пурнăçа ырлани кĕнекере тапса тăрать. Ăслă шухăшлать поэт, кашни сăвва пĕлтерĕшлĕ тăвать. Çакă ăна ытти сăвăçсенчен, сăмах купалакансенчен, пачах уйăрса çĕклет. Ман асран, тĕслĕхе, сăвăри ирхи сăн каймасть: «каç киле кĕртмен кушак «çĕнĕ пир тăрăх темĕн çырнă», инке ĕне сума тухнă та урисемпе кăпăш юра чуптуса хăварнă... Эппин, килĕшнĕ сăвăсем çинченех калам-ха. Вĕсем нумай. Уйрăмах юрату-ырату, чун-чĕре, кăмăл-туйăм, ăс-хакăл вылявне сăнарланисем хушшинче. Тем тесен те, Олег Прокопьев – сисĕмлĕ лирик. Ку унăн пултарулăхĕн уçăмлă пахалăхĕ. Пурнăç вылявне вăл туйăмсен черетленĕвĕ урлă кăтартса пырать.
Поэзире никĕсленнĕ сар кайăксенчен, тинĕсрен, чечексенчен, уйăхран-хĕвелтен, çăлтăрсенчен, тĕлĕксенчен, пирĕштисенчен тараймасть пулин те, хăйĕнле çутатать, хăйне майлă калать. Юрату çинчен лавĕ-лавĕпе çырнă ĕнтĕ. Шутласан, 2000–2024 çулсенче унта çĕннине мĕн тупма пулĕ-ши? Тупăнать çав. Харкамăн – хăйĕн туйăмĕ. Паллах, лирика геройĕ (ăна меслет кĕнекинче «йÿтĕмçĕ» тесеттĕм) – хальхи çын, унăн чун-чĕри таса, тĕллевĕсем ырă, вăл ашшĕ-амăшне, тус-тантăшне, савнине çĕклентерсе, чиперлетсе кăтартать. Сăвăсенче йÿтĕмçипе сăвăçи пĕрлешсех кайнă темелле. Вăл тĕнче илемĕпе киленет. Анчах та мар. Сивлесе лектермелли те пайтах пирĕн таврара. Олег Прокопьевăн ятлани те хăйĕн лăпкă кăмăлĕ урлă тухать иккен. Поэтăн вăйлă енĕ – юрату, çутçанталăк, шухăш (медитаци) лирики. Çĕнĕ кĕнекере çавсене ятарласа кăтартса тĕп вырăна кăларни питĕ вырăнлă. Таса туйăмсен сăнарлă сасси каласа кайнă шĕпĕл сăвăсене хăйсен вырăнне лартать. Чăваш сăмахлăхĕнче вăл та, леш те çителĕклĕ. Пулччăр пурте. Ку кĕнекери çĕмрен йĕппи пек чĕтренекен, шăхăрса янăракан йĕркесем – Çеçпĕл, Митта, Хусанкай хывнă юрату лирикин малалли тăсăмĕ пулĕç. Вĕсем ку чухнехи чăваш литератури этем чун-хавалне кăтартакан пахалăха чакарманнине картса тăраççĕ.
Виталий СТАНЬЯЛ, Раççей писателĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ, чăваш халăх ăсчахĕ, филологи наукисен кандидачĕ.
Август 2026 |
