Çапла пĕтĕмлетрĕ калаçăва Çатракасси территори пайĕнчи Çĕньял Очăкасси ялĕн старости Сергей ИВАНОВ (сăн ÿкерчĕкре). Тăрăшуллă çын ĕçĕ ырăпа палăрать. Çакна шута хурса тата пĕтĕмĕшле лару-тăрăва пĕлсе нумаях пулмасть Сергей Германович патĕнче хăнара пултăм, вăл каласа панă тăрăх ял пурнăçне куртăм. Ăнсăртран та мар, вырăнта пурăнакансем пĕрлехи вăйпа, халăх тăрăшнипе тăван яла хăт кĕртессипе юлашки вăхăтра туса ирттернĕ анлă ĕçсемпе çывăхарах паллашас терĕм. Ял старос ти манăн пуçарăва хирĕçлемерĕ. Кĕске калаçура вырăнти ĕçсем епле йĕркеленсе пыни, ялта пурăнакансенчен камсем пуçар уллăрах та тăрăшуллăрах пулни пирки вăл мана ĕнентерÿллĕ каласа пачĕ. Хăйĕн ка лаçăвне тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Çапла вара манăн куç умне ялăн паянхи пурнăçĕ, унăн аталанăвĕ, ял çыннисем малашлăхпа пурăнни туллин тухрĕ.
«Ăçта çуралнă – çавăнтах кирлĕ пулнă», – тет чуна парса ĕçлекене хисеп туса чăваш çынни. Çакна тăван ен аталанăвĕшĕн çанă тавăрса тăрăшакан, унăн малашлăхне шанса пурăнакан, ыттисене те хăй хыççăн ертсе пыракан пирки каланă. Аслă асатте-асаннесен асăрхаттарăвне шута илсе пынине иртнĕ кунсенче Çатракасси территори пайĕнчи Çĕньял Очăкассинче пулса курсан та куç умне туллин кăларма тÿр килчĕ. Вырăна çитсен ялти пуçаруллă çынсен ĕçĕ-хĕлĕпе çывăхарах паллашрăм. Вĕсем ертсе пынипе тăван тăрăха тирпей-хăт кĕртессипе кунта пурăнакансем пĕр вăхăт та вырăнта тăмаççĕ, пуçаруçăсен тăрăшулăхĕ çине алă сулмаççĕ. Ялта пурăнакансем ютран килсе пулăшасса кĕтсе ларма хăнăхман, вĕсем ытларах хăйсен вăйĕ çине шанаççĕ. Çĕньял Очăкассинче пурăнакансен ĕçне тишкерсен, ял çынни ыранхи куна пăхса çĕнĕ тĕллевсемпе пурăнни туллин куç умне тухрĕ.
– Ĕçсем паян пурин те çителĕклех тесе шутлатпăр. Эпир те 45 кил хуçалăхлă хамăр ялта вĕсене тăтăшах куратпăр. Кун пек чухне çивĕч ыйтусене ял çыннисемпе пĕр çыхăра пулса вăхăтра татса пама тăрăшни пире малашлăха шанчăклăрах пăхма пулăш ать. Пурте пĕр тĕллевлĕ пулсан çеç хамăр ялшăн, унăн малашлăхĕшĕн çирĕп шанчăк çуралать. Çакăн никĕсĕнче пурнăç ьхăтлăхĕ тăнине пирĕн ялта пурăнакансенчен кашниех лайăх ăнланать. Хăйсен ăнланăвне вĕсем кулленхи ĕçĕпе çирĕплетсе пыраççĕ. Çавна кура ял хăчĕ те тăтăш ÿссе, тавралăх илемĕ аталанса пырать. Пĕтĕмлетÿ – ялта пурăнакансен йышĕ те курăмлă чакмасть. Апла пулсан Муркаш муниципалитет округ ĕнчи вуншар ялăнни пекех Çĕньял Очăкассин те малашлăхĕ пур тесе шутлатăп, – калаçрĕ ял пурнăçĕ пирки сăмах хускатсан унăн старости.
Ял малашлăхĕ – тимлĕхре
Иккĕмĕш çул ял старостинче вăй хуракан Сергей Германович хамăр хушăри калаçура хăтлăх тата хăрушсăрлăх, тирпей-илем ыйтăвĕсене ялан тĕп вырăнта тытма тăрăшнине, вĕсене малашлăха пăхса аталантарассишĕн ял активисчĕсем пĕрле пулса кунсерен çанă тавăрса ĕçленине, ку пуçаруран ялта пурăнакан уйрăм граждансем те катара тăманнине палăртрĕ. Хăйĕн сăмахĕсене вăл уйрăм çынсен ĕç тĕслĕхĕсемпе çирĕплетсе пычĕ. «Ялта хăтлă пурăнассишĕн унта пурă накансем яваплă пулса тăраççĕ. Çак тĕрĕс лĕхрен никам та пăрăнса юлмасан ял татах та илемлĕрех, хăтлăрах пуласси пирки манăн пĕр иккĕленÿ те çук», – терĕ ывă лĕн ĕçне хак парса Герман Иванович та. 43 çул ĕç стажĕллĕ арçын К. Иванов яч. хис. хуçал ăхра 34 çул ытла водительте ĕçленĕ, тăрăшулăхĕпе «Ĕç ветеранĕ» ят илме ти вĕçнĕ. Мăшăрĕпе, Галина Ивановнăпа, 1974 çулта çемье çавăрнăскерсем, ывăлпа хĕр çуратса ÿстернĕ. Сергей паян аслă ăрурисен ял пурнăçĕнчи ĕçне малалла тăсса тăван яла хăтлăрах тăвассишĕн тăрăшнине ашшĕпе амăшĕ ырлаççĕ кăна. «Ял çыннисен пурнăç условийĕсем меллĕрех пулччăр. Ăна валли пуçаруçă кирлĕ. Сергей Германович – çавăн пеккисенчен пĕри. Ун пек çынсем ытларах пулс ан çамрăксем те ялтан сивĕнмĕç», – терĕç активист старостăна кулленхи ĕçре ялан пулăшма тăрăшакан Евгений Костенев, Алек сандр Романов, Константин Матвеев, Николай Степанов, Александр Матвеев, Родион Романов, Андрей Федоров, Димитрий Алексеев. Тĕл пулăва пухăннисем Çатракасси территори пайĕн пуçлăхĕ Надежда Никитина вырăнти ялсен аталанăвĕпе паллаштарнине, унта пурăнакансем йывăçсем лартма тата тăван тавралăха тирпей-илем кĕртме активлă хутшăннине, урамсене хăтлăрах тăвассишĕн камсем еплерех ĕçленине, урамсене электричество çути кĕртессипе тăрăшнине итлерĕç. Пĕччен сурать – типсех пырать, халăх сурать – кÿлĕ пулать. Ваттисен каланă çак чăнлăх юлашки çулсенче Çĕньял Очăкассинче пурă накансемшĕн тĕрĕсе килсе пычĕ. Çамрăксем мал ĕмĕтлипе, ял çыннисем пурте пĕр çыхăра пулнипе Çатракасси территори пайĕнче те паян пуçаруллăх ĕçĕсем хăй еккипе пымаççĕ. Кунта çынсене пурăнма, ĕçлеме тата канма, хăйсен пушă вăхăтне усăллă ирттерме лайăхрах условисем туса парасси, ялти обществăлла йĕркелĕхпе пурнăç хăрушсăрлăхне туллин тивĕçтересси тĕп задача пулса тăрать. Ăна пурнăçлассинче территори пайĕнчи ытти ялта пурăнакансемпе пĕрлех çĕньялочăкассисем те алă усса лармаççĕ. Умри тĕллевсен вĕ сем пĕрлехи ĕç тесе йышăнаççĕ. Хăйс ен тĕп ĕçĕсене йĕркелесе пынă чух яваплă ĕçченсем паян шăпах çак задачăсене тĕпе хурса пурнăçа кĕртме тăрăшни малашлăха пăхтарать.
Пĕве таса шывпа тулчĕ
Çĕньял Очăкассинче пурăнакансем паян пĕр чăмăра пĕрлешсе ял малашлăхĕшĕн тăрăшса пурăнаççĕ, тирпейлĕх ыйтăвĕсене çул параççĕ. Пуçаруллă çынсем ертсе пынипе юлашки çулсенче тăван тавралăх илемĕпе хăтлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрни кунта вăрттăнлăхра мар. Çакă ял çыннисене ыранхи куна пăхса пурăнма хавхалантарать. Пĕрлехи ĕçе ватти-вĕтти те аван ăнланать. Çавăнпа пуçарнă ĕçрен кунта никам та айккинче тăрса юлмасть. Çичĕ хут тар тăкса ĕçлекен валли патшалăх пулăшăвĕ те витĕмлĕ пулнине ял çынни ăнланчĕ ĕнтĕ. Çавăнпа унпа вăл паян туллин усă курма тăрăшать. Асăннă ĕç йĕрки ялăн паянхи малашлăхĕпе çыхăннине уйрăммăн палăртас килет. Çĕнĕлĕхсене аталантарма паян вырăн сенче пуçарулăх бюджечĕ пысăк тĕкĕ пулса тăнине ялта пурăнакансем хăвăрт ăнланса илчĕç. Çавăнпа та яла е ун таврашне ыранхи куна пăхса хăт кĕртессипе, ял çыннине паракан пулăшупа ытларах тата тĕллевлĕрех усă курассипе вырăнти халăх кар тăрса ĕçленине ырă енчен палăртатăп. Çĕньял Очăкассинче пурăнакансем те юлашки вăхăтра малашлăха пăхса аталанăвăн çак çулне суйласа илчĕç. Иртнĕ кунсенче çÿлерех асăннă, çăл куçсемпе пуян пĕве шывпа тулчĕ (сăн ÿкерчĕкре), çырана çапакан хумсем яла çĕнĕ сăн кĕртрĕç, унта пурăнакансенче малашлăх ĕмĕтсем çуратрĕç. Вăл тĕллевсем вăхăтра пурнăçланасса паян ялта пурăнакансем пĕр çын пек шанаççĕ тата ĕненеççĕ. Ку пĕве Çĕньял Очăкассипе çывăхри ялсемшĕн пушарпа кĕрешме шыв илмелли вырăн. Сергей Германович пушар машинисене пĕве хĕрне çитмелли ятарлă вырăн хатĕрлес тĕллевлĕ. «Хăрушсăрлăх – хамăршăн», – терĕ вăл кĕскен.
Малашлăх тенĕрен çакна палăртса хăвармалла. Ял старости каласа панă тăрăх çывăх малашлăхра çынсемпе пĕрле пулса кунта пулă ĕрчетес шухăш та, çамрăксем валли хăйăр тăкса парса кану вырăнĕ йĕркелес ĕмĕт те пур. Апла пулсан ялти пĕве пурăна киле культурăллă кану вырăнĕ те пулса тăрĕ. Малашлăха пăхса унăн çыранне тайлăк туни те шыва кĕрес текеншĕн меллĕ çеç. Ку вăл – ялти иккĕмĕш пĕве. Унчченхи шыв хранилищи вара паян симĕс улăх ытамĕнче выртать. Вăл – ял çыннисене выльăхпа кайăк-кĕшĕк тытма питех те меллĕ вырăн. Яла хăт кĕртесси пĕве пĕвелесси çеç мар. Иртнĕ кунсенче, каллех ытларах ялти çамрăксем тăрăшнипе тата вĕсен ĕçне йĕркелесе пынипе, выльăхсем хире тухса каясран бетон юпасем лартса 400 метр ытла сетка-рабицăпа карта тытма пултарнă, ял вĕçĕнчи çĕрĕшнĕ йывăç картана каллех ял çыннисен пĕрлехи вăйĕпе штакетникпа улăштарнă. «Тăван ен хăтлăхĕ – хамăр алăра», – терĕ ĕçпе паллаштарса ял старости. Кунта карта тытасси пĕр кунхи ĕç пулман. Ял çыннисен çамрăксем тăрăшнипе малтан территорие хăрăк йывăçсенчен, çĕрĕшнĕ чикмексемпе картасенчен тасатма тивнĕ. Пурте пĕр çын пек вăй хунипе ку ĕç ăнса çеç пынă. Староста пĕрлехи пуçарупа ял хапхи тунă çĕрте те тĕллевлĕ усă курма ĕмĕтленет. Çавăнпа пĕрлех ял таврашне тирпейлĕ тытасси те паян кунта пĕрлехи тĕллев пулса тăрать. Çĕньял Очăкассинче пурăнакансем малашлăхра ку ĕçе те хăй еккипе ямасса шанмалли çеç юлать.
Анатолий БЕЛОВ.
«Ял çĕнелет» проект Чăваш Ен Цифра министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Август 2026 |
