Çулсеренех июнь вĕçĕнче Çамрăксен кунне паллă тăваççĕ. 1917 – 1945 çулсенче ăна Халăхсем хушшинчи çамрăксен кунĕ (МЮД) тенĕ, уяв ун чухне август вĕçĕнче иртнĕ. Вăл вăхăтра çамрăксен асра юлнă паллă ĕçĕ вăл – 1935 çулта Алексей Стаханов çĕр кăмрăкĕ кăларассипе тунă рекорд. Çакă ĕç паттăрлăхĕн палли шутланнă, «стахановец» каларăш халĕ те пур.
1993 çултанпа Раççейре Çамрăксен кунне июнĕн 27-мĕшĕнче паллă тума тытăннă. 2023 çулта вара ку уява июнь уйăхĕн юлашки шăматкунне куçарма йышăннă. Раççейре çамрăксен йышне 14 çултан пуçласа 35 çулчченхи çынсем кĕреççĕ. Çамрăксем тĕрлĕ ĕçре хастар, вĕренÿре, спортра тата ытти тĕрлĕ сферăра çитĕнÿсем тăваççĕ. Хальхи кăткăс лару-тăрура – ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра – Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене – уйрăм тимлĕх. Ку ĕçре те çамрăксем сахал мар паттăрлăх кăтартаççĕ. Çĕршыв патриочĕ пулни те паттăрлăх.
Сăн ÿкерчĕкре куракан Алексей Петров – хастар çамрăк, вăл çĕршыв хÿтлĕхĕнче тăрать. Мăшăрĕ – Диана. Çамрăк çемье Муркашра пурăнать. Дианăпа Алеша икĕ ача ÿстереççĕ, асли – Руслан, тăватă çулта, Алиана август уйăхĕнче икĕ çул тултарать. Аса илтеретпĕр, çамрăк мăшăр Чăваш Республикинчи Çĕршыв хÿтĕлевçисен çемйисен комитечĕ пуçарнипе йĕркеленĕ «Семья Героя» проекта хутшăнчĕ. Проектăн фотоэкспозицийĕ Тури чăвашсен музейĕнче кун çути курчĕ. Ăна ятарлă çар операцине хутшăннисене, халĕ хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене халалланă. Ку проект асăннă комитетăн Муркашри вырăнти представителĕсем Оксана Ильина тата Ирина Игнатьева пуçарнипе, Ася Охотникова сăн ÿкерекен тăрăшнипе кун çути курчĕ. Тавах вĕсене округра çакăн пек ĕç йĕркеленĕшĕн.
– Ятарлă çар операцине 2022 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнче тухса кайрăм. Çĕршыв чĕнет пулсан каймалла, урăхла пулма та пултарайман. Эпĕ – арçын, салтак, çĕршыв хÿтĕлевçи. Сыхлăха тăрассине тĕп тивĕç тесе шухăшлатăп эпĕ.Вăрăм çула тухнă чухне чăваш полкĕнче эпир, чăвашсем, икĕ пин çынччĕ. Халĕ эпĕ Запорожск облаçĕнче çар тивĕçне пурнăçлатăп, чăвашсем пирĕн хушăра сахал мар. Фронтра пур ĕç те питĕ кирлĕ, кашни ĕçе вăхăтра тумалла. Медицина енĕпе ĕçлетĕп эпĕ, манăн должноç – санитар-водитель. Эпĕ, паллах, унччен медицина енĕпе ĕçлемен, тактика медицинин пĕлĕвне илнĕ кăна. Пурнăç вара теме те вĕрентет. Çăмăлах мар, суранланнисене эпĕ те тухтăрсемпе пĕрле май пур таран чунтанах пулăшма тăрăшатăп. Чылайлăха асра юлнă самант та сахал мар пулать çак ĕçре. Никам та унта наградăшăн тăрăшмасть, фронта укçашăн та, чапшăн та кайман. Хушнă задачăна хăвăртрах пурнăçламалла, тăшмана хăвăртрах аркатмалла. Пурин те çакăн пек тĕллев унта. Гуманитари пулăшăвне пирĕн пата çитерсех тăраççĕ, курупкасене ачасен çырăвĕсене те хураççĕ, вĕсене вулама питĕ кăмăллă. Çак посылкăсене алла илсен чун-чĕрере ăшă туйăм çуралать, вĕсенче кил, çывăх çынсен ăшши пур пек туйăнать. Фронта пулăшассишĕн тăрăшакан пур волонтера та тав тăватăп. Чăннипех те вĕсен пулăшăвĕ фронтра питĕ кирлĕ. Хÿтлĕх сеткисемсĕр те май çук унта, çимĕçĕсем те тăван киле аса илтереççĕ. Эпĕ – икĕ ача ашшĕ. Килтен тухса кайнă чухне вара пирĕн пĕр ача анчахчĕ. Акă кĕçĕнни те самай çитĕнчĕ. Аякри çĕрте çемьешĕн тунсăхлатăп, кĕçех çĕнтерÿпе таврăнасса шанатăп тата кĕтетĕп, – çапла каласа панăччĕ вăл черетлĕ отпуска килсен. Алексей унччен Москакасси территорийĕнче вырнаçнă «Сеспель» предприятире ĕ cленĕ
–Мăшăр çĕршыва хÿтĕлеме хутшăннишĕн эпир хăпартланатпăр, унпа мухтанатпăр. Пĕлетпĕр, çапăçу хирĕнче никама та çăмăл мар. Вăл çĕршыв хÿтлĕхне тăни – хăюлăхпа хастарлăх. Ĕненсех тăратăп, часах çĕнтерÿ пулĕ, мăшăр, ачасен ашшĕ çемьене таврăнĕ. Мăшăрсăр, ачасене ашшĕсĕр килте питĕ кичем, ун пирки шухăшламасăр пĕр кун та иртмест. Унăн сывлăхĕшĕн кашни кун кĕл тăватпăр, вăлшăнкăравласа калаçасса, вăл йĕркеллех пулнине пĕлтерессе чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Кашни салтакăн киле чĕрĕ-сывă таврăнмалла пултăр, – терĕ Диана.
Çапла пултăр.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
